Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр кунхине институтран таврӑннӑ хыҫҫӑн общежити пӳлӗмӗнче тем аппаланнӑ чух ӑна телефон патне чӗнтерчӗҫ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ала ялӗнче суту-илӳ ҫыннисем пурӑннӑ, Тырь ялӗнчисем вӑрӑ-хурах ӗҫӗпе аппаланнӑ.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуяндайкинпа аппаланнӑ хушӑра эпӗ кӑкӑр таран анса кайма ӗлкӗрнӗ-мӗн.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Кӑшт ӳссен Эрнук амӑшӗпе пӗрле пахчара аппаланнӑ.
Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418
- Тракторпа ӗҫленӗ чухне ку ӗҫпе каҫхине кӑна аппаланнӑ.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Асӑннӑ организаци Ярмарка урамӗнчи пӗр ҫуртра отделка ӗҫӗпе аппаланнӑ.Данная организация занималась отделкой в одном из домов на улице Ярмарочной.
Кабель сутса эрех туяннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34331.html
Пӑхӑр барельефпа пикенсех аппаланнӑ пирки Цэрнэ хӑйӗн будкинчен сӗм ҫӗрле, мастерскойран пурте кайса пӗтсен тин тухать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫынсем пек таҫта инҫене кайса ҫӳреместӗп эпӗ, усламшӑн ҫунмастӑп, хам садра аппаланнӑ хакне тавӑрсан та ҫитет мана…
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Амӑшӗ таврӑннине пӗлсе, пахча картине майласа аппаланнӑ Сергей ҫенӗке килсе кӗчӗ, анчах лавккана кӗмерӗ, амӑшӗ тухасса кӗтрӗ.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анне кӳршӗрен киличчен эпӗ чустапа аппаланнӑ.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗрпеклетес тесе хӑрах ҫӑпатине старик шыва ярса шӳтеркелесе те аппаланнӑ пулас, пичӗ пӗрӗнсе, пӗчӗккӗленсе ларнӑ.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Асӑрхаман, мӗншӗн тесен каччӑ ытларах хӑй шухӑш-кӑмӑлӗпе аппаланнӑ, хӑйне хуҫа вырӑнне хунӑ.Не замечал, потому что целиком был погружен в свои думы, чувствовал себя счастливым с ней.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тахҫан хӑмлапа аппаланнӑ вӑхӑтра Ярилен ҫур пахчине яхӑнах хӑмла пулнӑ.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑшӗ-пӗри усламра тӑрӑшнӑ, теприсем карьера ыйтӑвӗпе аппаланнӑ.Кто-то старался в плане бизнеса, а кого-то интересовал карьерный вопрос.
19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Унтан Ева Моргиана ылтӑн укҫа шырама хушнине, Эрмина ҫак ӗҫпе аппаланнӑ чух пукан кӗрӗслетсе ӳксен чупса пынине, ҫав тери сехӗрленнине хыпарларӗ.
ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Шкапсенчен мӗн пуррине кӑларса хучӗ, кӗписене тӑхӑна-тӑхӑна хаклать; ҫак ӗҫне хӗрсех аппаланнӑ хушӑра тӑруках ӗшеннине туйрӗ, — халӗ унӑн курӑк ҫинче чупас кӑмӑлӗ пачах сӗвӗрӗлчӗ.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл хунарпа аппаланнӑ хушӑра эпӗ хунарӑн тимӗр кӑшкарне тата ҫинҫе алӑ куратӑп; кӗҫех хунарта ҫулӑм чӗтреме пикенчӗ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл хӑйӗнпе аппаланнӑ хушӑра Дрибб, кӑкӑрне витӗрех персе шӑтарнипе хускалмасӑр выртаканскер, ҫӑра юн ҫӑмхине сурса кӑларчӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пӳлӗмре ӑнланмалла мар пулӑм: буфет алӑкӗ леш енче этем алли аппаланнӑ чухнехилле темӗн чӑнкӑртатать; алӑк ҫекӗле хӑпарать те анать; чӳрече карри ҫил вӗрнӗ самантрилле вӗлкӗшсе ҫӳлелле ҫӗкленет; пӳлӗм кӗтесӗсене уҫӑмсӑр, ҫӑнӑх тӗслӗ ҫутӑ юхса саланчӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Лешӗ, хӑй ӗҫӗпе аппаланнӑ пек курӑнма тӑрӑшса, начальник мӗн каласса самаях кӑсӑкланса кӗтет пулас, пуҫне кирлӗрен пӑрнӑ пек туса, сулахай хӑлхине ун еннелле кӑнтарчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.