Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

акса (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫасӑр уй-хирсем, тыр-пул акса илесси те никама та хумхантармарӗ.

Помоги переводом

Пӗр-пӗрин ӗҫне курса хавхаланнӑ // Ольга МИРОНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... bd%d0%bda/

Кӗрхисене хуҫалӑхра 250 гектар ҫинче акса хӑварма палӑртнӑ.

Помоги переводом

Вӑй-халу ан иксӗлтӗр, ҫӗр ӗҫченӗ! // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b5%d0%bde/

Пӑрҫана, сӑмахран, питӗ ир, тӑпрара нӳрӗк пысӑк вӑхӑтра акса хӑвармаллине, вӑл сивӗрен те хӑраманнине палӑртать вӑл.

Помоги переводом

Пӑрҫа выраҫҫӗ, ҫапаҫҫӗ… // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %d0%b0cce/

Кӑҫал Ульяновск хулинчен «Ульяновец» ҫӗнӗ сорт кӳрсе килни (ӑна 100 гектар лаптӑк ҫинче акса хӑвартӑмӑр) ӳстерет тухӑҫа.

Помоги переводом

Пӑрҫа выраҫҫӗ, ҫапаҫҫӗ… // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %d0%b0cce/

1000 гектар ҫине горчица акса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Уй-хир курса ҫӳренӗ, паха опытпа паллашнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d1%83%d0%b ... %b0%d1%88/

«Пӗлтӗр кӗркунне 190 гектар ҫине кӗрхи тулӑ акса хӑварнӑччӗ. Вӑл ӑнӑҫлӑ хӗл каҫрӗ, ҫуркунне лайӑх ешерме пуҫларӗ. Пулса ҫитсенех вырма тытӑнтӑмӑр. Июлӗн 17-мӗшӗ тӗлне 50 гектар ытла лаптӑк ҫинчен пуҫтарса илтӗмӗр. Хальлӗхе кашни гектар пуҫне 40 центнер тухӑҫ пырать. Кӑҫал тата пирӗн 224 гектар ҫинчен ҫурхи тулӑ, 87 гектар ҫинчен урпа пуҫтарса илмелле. Вӗсемсӗр пуҫне, паллах, выльӑх апачӗ хатӗрлемелле. Сенаж, утӑ янтӑламалла», — пӗлтерчӗ «Родина» хресченпе фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи А.Е. Потемкин.

Помоги переводом

Вырма пуҫланнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%b2%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫул тӑршшӗпе кӑшман акса ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Уйрӑм ҫурт // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Элекҫей пичче ҫур кун хушшинчех акса пачӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Хальхи вӑхӑтра 8 гектар ҫӗр ҫырли тата 2 гектар улма-ҫырла акса ӳстеретпӗр.

Помоги переводом

Ҫур ӗмӗр улма-ҫырла ӳстерекен ӑрӑва чыс та мухтав // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/yal-khu-al-k ... av-3850154

Хӑйсен харпӑрлӑхӗнчи тата арендӑна илнӗ ҫӗр лаптӑкӗсенче акса хӑварнӑ курӑкран утӑ хатӗрлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗҫрен хӑраман ӑста пулнӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... bb%d0%bda/

Тӗш тырӑ культурисене 2146 гектар ҫинче акса ҫитӗнтернӗ ял хуҫалӑх предприятийӗнче чи малтан пӑрҫа ҫулма тухнӑ.

Помоги переводом

Пӑрҫа ҫулма тухнӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... 85%d0%bda/

Виталий Васильев фермерӑн усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗ те сахал мар — черетлӗ ҫур акире пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 450 гектар ҫинче акса хӑварнӑ.

Помоги переводом

«Фермер шкулӗнче» ӑс пухаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %d0%b0cce/

Ҫак кунсенче Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кая юлса акакан культурӑна, хура тула, акса пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

Пушкӑртстанра ака ӗҫӗсем вӗҫленчӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... ch-3805225

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӑҫал пурӗ 10043 гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Хирсем пысӑк тухӑҫ пама шантараҫҫӗ // Илдус Миннетуллин. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/

Нумаях пулмасть ҫурхи тырпул акса хӑварнӑ анасем халлӗхе хура.

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Нӳрӗк типиччен ҫӗре хӑвӑртрах сухаласа, тырӑ-пулӑ акса, пахча-ҫимӗҫ лартса хӑварас пулать…

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кантӑр акса кӗпе тӑхӑниччен ӑна хӗрӗх хут алӑ витер кӑлармалла тенӗ чӑвашсем.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Халӗ кая юлса акмалли культурӑсене акса пӗтерессине, калчасене пӑхсассине тата «ешӗл вырмана» параллельлӗ хатӗрленессине тӗллемелле.

Помоги переводом

Аграрисем хастар ӗҫленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... en-3800492

Кӑҫал округра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 15650 гектар ҫинче акса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Хире тухса хак панӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d1%85%d0 ... b0%d0%bda/

«Иванова О.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче ҫӗр улмисӗр пуҫне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем те акса туса илеҫҫӗ, нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫитӗнтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней