Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун хыҫҫӑн такамӑн халиччен машина курман анчӑкӗ, кустӑрма айне кӗрес пек, хаяррӑн вӗре-вӗре чупать.
Усалли чирлеттерет, ырри сыватать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Милӗк айне мунча чулӗ хӗстерсе тытрӗ мучи.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пуҫӗ айне хурӑн милӗкӗ хуҫкаласа хучӗ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Салам каларӗҫ, — хура ҫӳҫ пайӑркисене берет айне юсакаласа, Олеся ура ҫине тӑчӗ, рацине хӑвӑрт пуҫтарса хутаҫа чикрӗ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӑйлӑ кӗлеткеллӗ хӗрарӑм йӑтса килнӗ япалисене йывӑҫ тӗмӗ айне лартсанах: — Ӑҫта сирӗн командир? — тесе ыйтрӗ, хура шӑрҫа пек куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ, Иванӑн куҫӗпе тӗл пулчӗҫ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫапах та кӑмӑлӗ тулли унӑн: халлӗхе ӗҫ ӑнса пырать-ха, умра, ав, нимӗҫ полковникӗ пуҫне чиксе утать, разведчиксенчен пӗри полковник портфельне хул айне хӗстернӗ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Урӑх ниҫта каймасӑр, хаклӑрах «чӗлхе» ал айне килсе тухасса кӗтӗпӗр.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пурте хӑлхисене тӑратрӗҫ, лапсӑркка тӗмсем айне тӑсӑла-тӑсӑла выртрӗҫ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ӗлӗкех кунта ҫапӑ сарса сукмак хывнӑ пулнӑ, анчах вӑхӑт иртнӗҫем вӑл шыв айне пытаннӑ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ак кунта та стена ҫинчи ӳкерчӗк айне «чӗлхем — манӑн тӑшманӑм!» тесе шултӑра саспаллисемпе ҫырса хунӑ.
Пӗлӗтсем купаланма пуҫларӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫӑпатине салтрӗ, чӑлхине хыврӗ, ал айне лекнӗ курӑк ҫулҫисем хурса, суранне ал тутрипе ҫыхкаларӗ, чӑлхине тӑхӑнчӗ, ҫӑпатине сырчӗ, уксахласа яла кӗрсе кайрӗ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Чылай шала кӗчӗ вӑл, тарӑн мар ҫырма пуҫне ҫитсе, тулӑ миххине тӗмсем айне пӑрахрӗ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Вӑрмана, ҫулҫӑ айне пытарса хӑварӑп.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӑл тӗттӗм мӗлкесем айне кӗрсе ҫухаличченех хапха умӗнчен каймарӗ Лена.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Ну, мӗн тӑватпӑр? — Сантӑрккасен хапхи умӗнчи йӑмрасем айне чарӑнса тӑчӗ икӗ каччӑ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Юлашкинчен чеен кулса пӑхрӗ Ваҫук ҫине: — Халӗ ӗнтӗ эсӗ хӑпарса тӑр, Ваҫук! — куллине мӑйӑхӗ айне пытарчӗ вӑл.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Улӑм витнӗ ҫуртсем, ҫырма тӑрӑх ту айне ларса тухнӑскерсем, ҫав-ҫавах шӑппӑн ӗмӗрлеҫҫӗ ӗмӗре.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Лашине станци ҫумӗнчи тирексем айне тӑратса, умне утӑ хурса пачӗ те мучи, хӑй, калушлӑ ҫӑматӑ, ҫине сарӑ кӗрӗк тӑхӑннӑскер, пӗчӗк вокзала кӗрсе пӑхрӗ.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Мӗн куртӑн эс унта? — ыйтрӗ Хӗветӗр, ҫурхи хӗвел пайӑркисемпе вылякан ҫулҫӑ айне кӗрсе ларсан.
Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӑрҫӑ пулмасан, ку вырӑнта, Раҫҫейпе Украина ҫӗрӗсем пӗрлешнӗ ҫӗрте, ҫуллахи тӳпене ҫӑлтӑрсем шӑтсанах, сад айне путнӑ ялсенче ҫамрӑк хӗр-каччӑсем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ пулӗччӗҫ йӑрӑс топольсем ҫине тухса ларнӑ уйӑха.