Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӗҫмӗш патне арӑслансем васкамасӑр ута-ута аннине, хӳрисене кушак пек хуҫлатса лӑнкӑртаттара-лӑнкӑртаттара, апчхилете-апчхилете шыв лӗрккенине, шанчӑксӑр шав илтсенех ҫав тери асӑрханса пӗтӗм кӳлепипе самантрах карӑнса тӑнине курать; ҫырма хӗрринчен мӑйӑхӗнчи шыв тумламӗсене сапа-сапа каялла кайнӑ авӑкра вӗсен тикӗс мар сывлавӗ, ҫӳлтен ӳкекен чул катӑкӗсен ӳкӗмӗ евӗрскер, носорогсен хӑрӑлтатӑвӗпе те чаплаттарӑвӗпе ылмашӑнать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӗвел аннӑ чухне вӑрман сӗм тӗттӗмлӗхӗнче сайра вут-ҫулӑм хушӑкӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсен ярӑмӗнче курӑксемпе ҫулҫӑсем тап-таса ылтӑнла йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫутӑ чикки леш енче вара тӗттӗмлӗх хуҫаланать, — шӑпах ҫак авӑкра Гент хӑйне уйрӑмах лайӑх туять.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑрттӑнлӑх пулсан — сиен-сӑтӑр кӳмест, анчах ҫакнашкал авӑкра чее, вӑйлӑ, ӑнӑҫлӑ-тупӑшлӑ, ҫирӗп хевтеллӗ «музунгу» ӗҫӗсенче нимӗн те ӑнланаймастӑн.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ӗшентерекен ҫак ӗҫе вӗҫлесен Гент хӑйӗн йӗрӗсене питӗ тӑрӑшса пӗтерчӗ; йӑлмаклӑ хулӑн вӗрлӗке ахрат ҫыр тӗпнелле печӗ те хӗвел аннӑ авӑкра лагере ҫитрӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унтан сунарҫӑ фитиле вырнаҫтарчӗ, унӑн тепӗр вӗҫне чӗртрӗ, йӳҫек тӗтӗм йӑсӑрланнӑ авӑкра чул хысак ҫине улӑхрӗ, пытанса ларчӗ те — хавхаллӑн кӗтет.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫав авӑкра вӑл Рейльне ҫакать те вӑрмана кӗрет, тунсӑхлӑ аса илӗвне е пач ӑнсӑртран килсе ҫапӑнакан хавхине — пӗччен ҫынсен ҫулташне — чӑтлӑх шӑплӑхӗнче сапаласа ирӗлтерет.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫул ҫӳревҫӗ чул капӑрлӑхне йӑл кулӑпа сӗлкӗшшӗн тӗсесе ҫӗрре тишкернӗ авӑкра Гент хушса хучӗ:Пока путешественник, безотчетно улыбаясь красоте камня, рассматривал кольцо, Гент сказал:
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Анчах ҫак авӑкра ӑнӑм вӑрансах пырать, ӳтӗм канлӗх рехетлӗхӗ пирки кӗлӗ тунӑ вӑхӑтра ыйхӑ тӗлӗшпе Моллие куратӑп, — вӑл мӑйӑр катать.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫак авӑкра Ганувер алӑк умӗнче чарӑнса Попа чӗнчӗ.
XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫавӑнпа та ҫав авӑкра техӗмлӗ сывлӑш шӑршиллӗ мӗн пурри пӗтӗмпех Ганувер кӑкӑрӗн сулахай енче вырӑн тупаясси кама иккӗлентертӗр.Поэтому все пахнущее свежей росой могло найти доступ к левой стороне его груди.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Чи кирли вара… — ҫак авӑкра эпӗ Попа — вӑл хут татки тейӗн — куҫӑмсемпе вӗттӗн-вӗттӗн ҫурса тӑкрӑм, — чи кирли — ӑнсӑртран мӗн те пулин курсан ҫакӑ кама та-тӑр кӑмӑллӑ пулни пирки тишкерсе хакламасӑр нихӑҫан та сӳпӗлтетсе памасса пӗлетӗп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫакӑн пирки уйланнӑ авӑкра манра хирӗҫ тӑрупа ыйту мӗлтлетрӗҫ: «Э мӗн, енчен те апат ҫисе тухсан калпака тӑхӑнатӑп, пурне те сумлӑн тав тӑватӑп, унтан ытти хатӗр «вилкӑсем» кирлӗ маррине мӑнаҫлӑн та вӑрттӑн евитлетӗп те тухатӑп, «Эспаньола» ҫине таврӑнатӑп; унтан вара ҫак ӑнсӑртлӑх мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех «ӑнсӑртлӑх» пулса юлать, ун пирки малаш пурнӑҫра аса илсех тӑрӑп, «пулма пултарни», «пулмалли пирки ӑнланса ҫитерейменни» тӗлӗшпе темӗн тӗрлӗ тӗшмӗртсе пурӑнӑп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫак авӑкра лаптак питлӗ, каҫӑр сӑмсаллӑ, саппунлӑ кӑнттамас этем килсе тӑчӗ.В это время пришел угловатый человек с сдавленным лицом и вздернутым носом, в переднике.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл вуланӑ авӑкра Блюм, вулаканскерӗн тимлӗ сӑнне ҫамки айӗн пӑхкала-пӑхкала, чӗрнисене кӳкен йӗппипе тасатрӗ, — ҫак йӑлана вӑл Хейльрен илсе харпӑрлатнӑ.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Тӗттӗмленнӗ авӑкра траверсра Покет ҫутисем йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ те — «Упа ами» кӑткӑс курнӑҫусенчен пӑрӑнас йӳтӗмпе ҫыранран уҫӑ океана тухрӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кайрӑмӑр, — Сногден еннелле ҫаврӑнчӗ Ван-Конет, унтан васкамасӑр картлашкапа анма пикенчӗ, Сногден вара ҫав авӑкра тӳлемешкӗн укҫа кӑларчӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Ҫук, эсӗ мана улталаман, Амалия, таса кӑвакарчӑнӑм, — пӑшӑлтатрӑм эпӗ кӑмӑлӑм ҫемҫелнӗ, тунсӑхлӑ авӑкра, — анчах аҫупа аннӳ сана алӑк патӗнче сыхласа тӑнӑ та аллунтан ярса тытнӑ.
II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Ултӑ ҫын ура тупанӗпе харӑс сулкалашса, ирӗклӗн лармалӑх тункатасене шурлӑх-путлӑхра кӑкласа ҫӳренӗ вӑхӑтра, пур-ҫукпа тӑранкаласа пурӑннӑ авӑкра, ҫӗр-шыври ҫапкаланчӑксемпе кӗрешнӗ чухне тата хӑйсен пулас йӑвисен никӗсӗ валли сӑвай ҫапса тар юхтарнӑ тапхӑрта Кантервиль колонийӗнче пурӑнакансем пирки никам та япӑх калаҫман.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Вунӑ минут хушшинче Джен чи лайӑх магазинсене ҫитрӗ, тӗрлӗ япала туянса тултарчӗ, хваттере куҫрӗ, Геннисон вара яшкапа катлет ҫинӗ авӑкра Европӑна кайса килчӗ, хур-мӑшкӑлпа юрлӑхран канчӗ, чап-мухтавпа ытлӑх-ҫитлӗх пулмалӑх ҫӗнӗ ӗҫсем палӑртса хучӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Виверӑна вӑл ҫак авӑкра килсе ҫитнӗ: нумай-нумай лашапа, тарҫӑсемпе, анчах кунта пурӑнма шухӑшламасть имӗш; вӑл Африкӑна шалалла ҫул тытать текен сӑмах ҫӳрет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.