Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ун хуралҫине систермесӗр тапӑнса анкар аврипе ҫапса ӳкерме шухӑшларӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тула тухсан, фашист тарма пикенет, анчах Тарас ӑна хӑваласа ҫитет те автомат аврипе хул урлӑ лектерет.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Хӗвел ҫӳле хӑпарнӑ, те ҫавӑ куҫа йӑмӑхтарать, Хветюк ашшӗ те курчӗ, чӑпӑркка аврипе тӑсса кӑтартать.
Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ӳкӗте кӗменскер, эпӗ хирӗҫленине пӑхмасӑрах ҫавскер анчӑка швабра аврипе нӑклаттарма пӗшкӗнчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Татах вырткаласан Ула Тимӗр асӑрханса, ҫӗҫӗ аврипе йывӑҫ вулли тавра, аялалла та, ҫӳлелле те, сӑтӑркалама пуҫларӗ — хуйӑрӗ-тункӑрӗ тӑтӑш, тӑтӑхлӑ; вӗтӗ е шултрисен шутнех кӗрсе ҫитеймен туратсем, «вӑйлӑрах та кӗрнеклӗрех пиччӗшӗсен пусмӑрне лексе», чӗрӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗсемсӗр юлса хӑртаннӑскерсем, шӑт та шат, шӑчӑр-шӑчӑр та шачӑр-шачӑр ҫеҫ хуҫӑлса тӑкӑнчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хырӑмӗ ҫине меллӗрех вырнаҫса выртсан, чӑрӑшӑн кӗтмен хӑни ун кутрашкин хуйӑрне-тункӑрне хырса тӑкрӗ, вара ҫӗҫӗ аврипе вуллине шаккаса илчӗ — нӑкӑ, ҫӑпансӑр йывӑҫ йӑнн! йӑнн! йӑнласа илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗрача, ҫӗрулми аврипе ҫыхланса, аллисене тӑсса, амӑшӗ енне чупрӗ.
Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.
Ну, кала-ха эсӗ тепӗр хут, — вӑл вара чӑпӑркка аврипе Федор Мыца ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Моломан, тарӑн шухӑша путнӑ май, хӑй сисмен ҫӗртенех шестӗрнен чугун кустӑрмине алтӑр аврипе тӗрткелесе илчӗ.Глубоко задумавшись, он машинально постукивал ручкой ковша по обломку чугунного колеса шестерни.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ним тума аптранипе, никам та ан кӗтӗр тесе, хапхине сенӗк аврипе тӗкӗлерӗ.
Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.
Арӑм, йытӑран хӑранӑ мулкачӑ капан айне тарса пытаннӑ евӗр, кухньӑна кӗрсе ҫухалчӗ, урай сӗрмелли шӑвапӑр аврипе алӑка тӗкӗлерӗ.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Апат кашӑк аврипе тӗксен те анмасть.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
— Пӗррех туртатӑп ак ҫурӑму урлӑ сенӗк аврипе.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Хӑшӗсем мана пушӑ аврипе хӳме ишӗлтересшӗн тесе те каланӑ, урӑх темӑпа ҫырма та сӗннӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
— Ав, ара! — чӑпӑркка аврипе хапха тӑрринелле кӑтартрӗ Трифун.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Алла уйрӑм илсе чӑпӑркка аврипе шаккасан, вӗсем чукун пек янӑраса тӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Парӑр вӑл ҫӗрпӗве ҫава аврипе!
2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Урасмет старик умне пырса тӑрса ӑна нухай аврипе кӑт! тӗкрӗ.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Урасмет тек калаҫса тӑмарӗ, нухай аврипе аттине ҫӑт-ҫат ҫапкаласа васкамасӑр пӳрт йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те тухса кайрӗ.
1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сылтӑм чӗркуҫҫи чашкипе авӑн ҫапнӑ чух сенӗк аврипе персе вырӑнтан тапратнӑранпа уксах пултӑм-ҫке.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.