Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пиччепе аппа пӗри пӗр чӳрече патне, тепри тепӗр чӳрече патне ларнӑ та ҫил-тӑвӑл ҫывхарса килнине пӑхаҫҫӗ.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн тӗпелти пӗчӗк чӳречерен тата та пӗчӗккӗрех икӗ чӳрече пулса тӑнӑччӗ.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
…Хаяр ҫил ҫӗмрӗк чӳречерен вӑркӑша-вӑркӑша кӗрсе, стена ҫумӗнчи хутсене тулланӑ, чӳрече хупписене пӗрене ҫумне ҫапӑнтарнӑ, пӳрте юр тултарса лартнӑ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Левентей килте те пӗр вырӑнта лараймарӗ, чӳрече патӗнчен чӳрече патне пычӗ, пӗрре кутник сакки ҫине месерле выртса, тепре ӑш вӗҫнӗ ҫын пек сӗтел умне пырса ларса, Ятман сӑмахӗсене шайлаштарчӗ, вӗсен чӑн-чӑн пӗлтерӗшне шырарӗ, парторга тавӑрса калама, хӑй тӗрӗс шухӑшланине кӑтартса пама чӗлхе вӗҫне хӑватлӑрах сӑмахсем пуҫтарчӗ.
XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хирӗҫ мӗн калассине кӗтсе тӑмасӑрах Чубук сиксе тӑчӗ те, чӳрече карӑмне туртса пуҫне чӳречерен кӑларса пӑхрӗ.Не дожидаясь ответа, Чубук поднялся, отдернул занавеску и высунул голову в окно.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Ассунта, — терӗ вӑл чӳрече патне пырса тӑрса, унта чӳрече янахӗ ҫинче урисене пӗрлештерсе арӑмӗ ларать, — ан аса илтер.
VII. Чи пӗчӗкки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Вӑл чӳрече патне чупса пычӗ, ултӑ хутлӑ ансӑр анлӑшран тинкерчӗ, урамалла хӑвӑрттӑн тайӑлса авӑнчӗ, чӳрече янахӗ ҫинче пӗр-икӗ самант ура тупанӗпе силленсе тӑчӗ — унтан шыв юхмалли пӑрӑхран аллисемпе ҫатӑрларӗ.
I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Хыҫалти алӑк ҫине ҫӑра ҫаксан Стомадор лавккана картиш енчи чӳречерен йӑраланса кӗчӗ те чӳрече хупписене тайса хучӗ.Повесив у задней двери замок, Стомадор залез в лавку через дворовое окно и закрыл ставни.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тарас ӗмӗтсенче чи малтанхи магнит — камера чӳречи, анчах ку ялан тенӗ пекех тӳрре тухмасть; чӳрече, решеткепе хупланӑ пулин те, чӑнах та тарма май парассӑн курӑнать.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Корпус ӑшӗнче, аялти хутри канцеляри чӳречисемсӗр пуҫне, ҫурт стенисенче пӗр чӳрече те, ытти шӑтӑк-хушӑк та ҫук.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Калатӑп вӗт сана: чӳречене хупма анчах тытӑннӑччӗ, чӳрече сакки ҫине пырса та шаплатрӗ.— Я же тебе говорю: только я стал закрывать, как плюхнулось на подоконник.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ аран-аран чӳречен пӗр енчи пайне туртса илсе, тепӗр пайне хупас тесе, кармашрӑм ҫеҫ, сасартӑк чылай пысӑк тӑм катӑкӗ чӳрече сакки ҫине пырса та ӳкрӗ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Чӳрече решеткин тимӗр хуллисене чӗр куҫҫипе хирсе аврӑм та — тартӑм, шӑлаварӑн самай пысӑк татӑкӗ чӳрече янахӗнчи пӑтаран ҫӗтӗлсе-татӑлса юлчӗ; эпӗ тӗреклӗ те тӑлпан йӗкӗтчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Тӗттӗмленсе пынӑ май чӳречерен вичкӗннӗн тинкерсе тӗсерӗм, анчах чӳрече каррин сӑлтавне пула нимӗн те кураймарӑм».По наступлении темноты проник взглядом в окно, но ничего не увидел по причине занавески».
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫапах та, ҫак ҫуртри пӗр чӳрече уҫӑлать иккен — мачча тӑрринчи чӳрече.Впрочем, одно окно у них в доме всё же открывалось — окошко на чердаке.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Малтан чӳрече чӑнкӑр! ванса кайрӗ, такам кӑшкӑрса ячӗ, унтан террассӑн ванчӑк чӳречи витӗр темскер, пысӑкскер, вӗҫсе кӗчӗ те сӗтел ҫинех лаплатса ӳкрӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫул ҫинче илсе ҫӳремелли ку ещӗкӗн тӗпӗ тӑваткалччӗ, виҫӗ енче виҫӗ чӳрече пурччӗ; ҫул ҫинче ӑнсӑртран пулакан тӗрлӗ инкексенчен сыхлама кашни чӳречинех тулашӗнчен тимӗр решетке карнӑччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Чӳречерен нимӗн те курӑнмасть; чӳрече куҫӗсем шӑнса пӑрланнӑ; пӗр сехет иртет, иккӗ, виҫҫӗ, паҫӑрхи пекех сӗм тӗттӗм; вӑхӑт хӑй те чарӑннӑ пек туйӑнать, ҫутӑласса шанса кӗте-кӗтех кӳрене пуҫлатӑн.
VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пӗчӗкҫеҫ мужик хӗрес хура-хура, тутисене хускаткаласа чӳречерен кӗме тӑчӗ, анчах — пултараймарӗ, сылтӑм аллине вӑл пуртӑ тытнӑччӗ, сулахаййипе чӳрече анинчен темиҫе хут тытсан та каялла шуса анчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Чӳречесене картлӑр, чӳрече хупписем хушшинчи шӑтӑксенчен ҫутӑ ан курӑнтӑр.— Занавесьте окна, чтобы не видно было свет сквозь щели ставен.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.