Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шурлӑх атти, кунчисем чӗркуҫҫирен ҫӳллӗ.
Симӗс лампа // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тӗрӗс, урисем калла ун чӗркуҫҫирен те ҫӳлерех сӗт пек шуралса курӑнаҫҫӗ-ха; ӗнтӗ ак чуччӑва кӗрсе ларчӗ те, сараппан пушшех туртӑнса ҫӗкленчӗ, ӑна-куна кӑшт ҫеҫ витсе тӑрать.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Эпӗ чӗркуҫҫирен ҫӳлерех ҫатӑр ыратса кайнине туйса илтӗм: Якуба пӳрнисем суран патне ҫитрӗҫ.Я почувствовал выше колена резкую боль, пальцы Якубы дошли до раны.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Луизӑн тумӗ те темле ула-чӑла пулнӑ, юбки те чӗркуҫҫирен ҫӳлерех, ҫӳҫне те темле вырӑсла мар тураса хунӑ — шуртарах сарӑ ҫӳҫ паркисене ҫамки ҫинелле темле кулӑшла килӗшӳсӗр пӗтӗрсе хунӑ, — пӗр сӑмахпа каласан, унӑн ҫийӗ-пуҫӗ пӗтӗмпех ни вырӑсла, ни нимӗҫле мар, темле упӑтелле пулнӑ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Тепӗр пуля урине чӗркуҫҫирен ҫӳлерех лекрӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Августина, ларнӑ ҫӗртен вӑр-вар сиксе тӑчӗ те Андрей Васильевич умӗнчех, парка урисене чӗркуҫҫирен ҫӳлерех кӑтартса, йӗке евӗр пӑтӑр-пӑтӑр ҫаврӑнчӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл, аллипе вӑштах сулса, ҫӗлӗкне пуҫӗ ҫине лартрӗ, унтан, пӗшкӗнчӗ те, шӑл витӗр мӗкӗрсе, йӗмне хӑпартма тытӑнчӗ, вара кӗсйинчен тутӑр кӑларса, чӗркуҫҫирен ҫӳлерехре аманнӑ урине ҫыхма тытӑнчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн чӗркуҫҫирен те аяларах усӑнса аннӑ вӑрӑм пир кӗпи айӗнчен, сарӑрах ҫӳҫлӗ пуҫне хупласа, курпун шӑммисем палӑрса тӑраҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Чӗркуҫҫирен кӑшт ҫӳлерехрен татнӑ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Чӗркуҫҫирен кӑшт ҫӳлерехрен татнӑ-мӗн ӑна.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тӗл тивретчӗр тесен, вӗсем чӗркуҫҫирен тӑватӑ е сакӑр вершук чухлӗ ҫӳлерехре тӑмалла.
Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.
Чи юлашкинчен чӗркуҫҫирен ҫӳлерех йӑрӑм-йӑрӑм тӑваткал улача кӗске юбкӑсем тӑхӑннӑ шотландецсен батальонӗ пырать.Последними шли батальоны шотландцев в клетчатых юбочках выше колен.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Кӗпийӗ чӗркуҫҫирен те ҫӳлерех.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сасартӑк темӗн чӗркуҫҫирен аяларах пит хытӑ ыраттарса чӗрсе илчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Чарӑнсан пӗр самантрах вӑл чӗркуҫҫи таран путнӑ, тепӗр самантран ӑна чӗркуҫҫирен ҫӳлӗрех пулса тӑчӗ.В один миг остановки он погрузился по колено, в другой миг ему стало выше колена.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Вӑл тӗлӗнмелле ӳт-пӳллӗ пулнӑ; унӑн ылтӑн тӗслӗ, ылтӑн пек йывӑр ҫивӗчӗ чӗркуҫҫирен те аяларах усӑнса аннӑ; анчах ӑна никам, та хитре хӗрарӑм темен; унӑн сӑн-питӗнче лайӑххи пӗр куҫӗсем кӑна пулнӑ, тӗрӗссипе, куҫӗсем те мар, мӗншӗн тесен вӗсем пысӑках мар тата чакӑр кӑвак тӗслӗ пулнӑ, — пуринчен ытла ҫав куҫсем хӑвӑрттӑн та тарӑннӑн, пӗр шухӑшсӑр маттуррӑн пӑхни, е, салхуллӑн шухӑша кайса, этем ӑнланми пӑхни илемлӗ пулнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пуҫне ула-чӑпар чалмапа чалӑшшӑн ҫыхса витнӗ, ҫинҫе пилӗкне сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ; симӗс хулӑм пуставран ҫӗленӗ доломан, чӗркуҫҫирен вӑрӑм, хуҫланчӑклӑ кӗпе, хитре туфлисем, — акӑ мӗнле пулнӑ унӑн ҫийӗнчи тумӗ.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
Федя хӑйӗн ҫан-ҫурӑмне, чӗркуҫҫирен пуҫласа ҫурӑмне ҫитиех чӗтретнине туйрӗ.Федя почувствовал толчок в подошвах и ноющую дрожь, хлынувшую от коленок к спине.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл тепӗр чух ашкӑнкалать, чӗркуҫҫирен ҫыртма пӑхать.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗре ӳтлӗ типшӗм ура хырӑмӗ ҫинче, чӗркуҫҫирен аяларахра, чӑлха ҫыххи ҫумӗнчерехре — Дарья ӑна шыва кӗрес умӗн хывса хума маннӑ пулас — хӗрелсерех тӑракан ҫӗнӗ шӑйрӑлчӑк йӗр пур, унтан юн кӑштах сӑрхӑнать.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.