Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Чупсах (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл машина патне чупсах пырса тӑнӑ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Пинер! — ытла хытах мар кӑшкӑрчӗ те хӗр юланутҫӑсен еннелле чупсах кайрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Магазина кайнисем, чӑн та, чупсах ҫӳренӗ пулас: пит хӑвӑрт персе ҫитрӗҫ, пашкаҫҫӗ, унталла-кунталла вылянчӑклӑн пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Пилӗк-ултӑ ҫул каяллах эпир унпа, «хӗрарӑм кӗтӳҫипе» (авланмасӑр, кӑмӑлне ютта чупсах, унтан-кунтан тивӗҫтернипех ӗмӗрлерӗ ӗмӗрне), телевизор юсакан ательере пӗрле йӑраланаттӑмӑр: вӑл диспетчерччӗ, эпӗ йӑтмарҫӑ пеккиччӗ.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Аркадий, ҫамки ҫинчен пӑтӑр-пӑтӑр тарне шӑлса илсе, шыва чупсах кӗрсе кайрӗ, тренировка туса тӗреклетнӗ, вӑй-хал ӗҫӗпе кӗрнеклентернӗ, яштака хулӑ пек пиҫӗ, кӗре, йӑлтӑр ӳтлӗ кӗлетки ҫурри таран путӑнсан, чарӑнса тӑчӗ, вара, мускулӗсене карӑнтарса, тӑнӑ вырӑнтан урисемпе пружинӑлла вӑнк! тапӑнса, сывлӑшра хӑйӗнчен «пӗкӗ» авса илчӗ те шывалла йӑмпӑлт! турӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сима Лариса малалла мӗн тӑвасса кӗтмерӗ, пӳлӗмрен чупсах тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Каччӑ хӗрӗн аллине тепре тытса чӑмӑртарӗ те стройка еннелле чупсах кайрӗ.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Таня хӑй те, сменӑран тухсан, килне чупсах кайрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ун сӑмахӗсене ӑнланнӑ пекех, пӑши пуҫне илемлӗн ывӑтса, пӗр тикӗс тытса пирӗн пата чупсах пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӗпер патне вӑл каччӑпа тӗл пулма васкакан хӗр пек чупсах ҫитрӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан кремль хыҫнелле шикленерех пулин те чупсах кайрӗ.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн пата, яла пырсан: «Каҫарӑр, эп васкатӑп-ха, ман мӗн-ха, Твиккапа Квиккана апат ҫитермелле-ха…» — тесе чупсах тухса каять.

Помоги переводом

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Каҫ пуличчен киле ҫитме те вӑхӑт кирлӗ, ҫавӑнпа эпир чупсах кайрӑмӑр, йӑлтах хӑшкӑлтӑмӑр.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Чупсах анать Альберт вак патне.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫав сӑмахсене жнейкӑпа тан чупсах пӗтӗм хир илтӗнмелле кӑшкӑрас-и?

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ваҫҫа унталла чупсах кайрӗ.

Помоги переводом

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗр хыҫалта Ухтиван пынине курсан темшӗн тӑруках ӗнине васкаса хӑвалама тытӑнчӗ, чупсах ялалла кӗрсе кайса ҫухалчӗ.

Девушка, заметив идущего позади Ухтивана, вдруг заторопилась, стала подгонять корову и вскоре скрылась за воротами околицы.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗррехинче ытла васкарӗ, Чупсах вӑл тухрӗ Атӑла.

Помоги переводом

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗр ҫапла каласа варт! ҫаврӑнчӗ те чупсах вӑрманалла кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чим, илсе килсех кӑтартам — ик-виҫ кил урлӑ ҫеҫ пурӑнатӑп вӗт, — хӗпӗртенине пытараймасӑр чупсах тухса кайрӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней