Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сулагаев кӳрши, лутра пӳллӗ кутамас ҫамрӑк арҫын, вараланчӑк комбинезонпа хуҫӑк сӑмсаллӑ карттус тӑхӑннӑ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Апла пулин те хайхи чечек ҫыххи Инесса аллине лекеймен, ӑна Якур мучин хуҫӑк мӑйракаллӑ качаки ҫисе янӑ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Авӑ, хуҫӑк юман ҫумӗнче!
Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Старик хӑйӗн тимӗрҫ лаҫҫипе юнашар ларакан хуҫӑк туратлӑ юман кутӗнче шухӑша кайнӑ пек пулса тӑратчӗ.
Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӳллӗ карта тытса ҫаврӑннӑ ватӑ ҫӑка сивӗ илсе килнӗ ҫу уйӑхне хуҫӑк тураттисемпе юна-юна ятлать, ӑшӑ куна йыхӑрманшӑн вӑрҫать.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хуҫӑк турат тӗпӗсене пырса тӑрӑнасран сыхланасси те пуҫра та ҫук.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Армути йӳҫҫиллӗ, пӑрланнӑ хуҫӑк кӑмӑлпа йывӑрланнӑ сӑмахсен урапине халсӑррӑн кустаркаласа, лӑппи-лаппи пускаласа утса, ҫамрӑксем юханшыв портне пырса ҫитрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла вӑл, хашка-хашка, пашка-пашка, малаллах кӑштӑртатрӗ, сӗтӗрӗнчӗ, вӑл-ку ыратни ура тӗпне ҫыпӑҫнӑ пылчӑк пек хӑпӑнса юлсан куҫӑм хӑвӑртлӑхне те ӳстерчӗ, анчах темле сыхланса пырсан та питрен-куҫран пиҫӗ турат таврашӗ шӑртти-шартти тутарса ямасӑр, алли-урине хуҫӑк турат тӗпӗсемпе е кӑнтарса тӑракан хыткан йывӑҫ тымарӗсемпе тирӗнтермесӗр-тӑрӑнтармасӑр пулмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑш-пӗр хыр ҫинчи кӑштӑрмак хуҫӑк е хӑрӑк туратсем тархасласа пулӑшу ыйтакан алсене е масар ҫинчи ҫӗрӗшсе пусӑрӑннӑ кивӗ хӗрессене аса кӳреҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Шел, — хуҫӑк кӑмӑлпа пуҫне сулкаласа илчӗ вӑл ҫакна тӗпчевлӗн сӑнакаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, — йӗрсем хушшинче йывӑҫӑн чӗрӗ хуппине ытла та сахал хӑварнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Аннене мӗн-н калас? — пӑшӑлтатрӗ вӑл аран-аран, Ванюк аллинчи хуҫӑк йӗлтӗрӗ ҫине сехӗрленсе пӑхса.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Телейсӗр чӗпӗ вӗт эсӗ, ҫунаттусем хуҫӑк санӑн…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хуҫӑк тӗнӗлӗн хӗрнӗ вӗҫӗсене, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыпҫӑнса ларччӑр тесе, сивӗничченех йывӑр мӑлатуксемпе туптама тиврӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑйне хӑй вӑл ушкӑнран юлнӑ аманнӑ акӑш чӗппи пек туйрӗ; вӑл, хуҫӑк ҫунатлӑскер, янкӑр уҫӑ тӳпене тек ҫӗкленеес ҫук ӗнтӗ; ӑна кутсӑр-пуҫсӑр ҫил-тӑманлӑ шартлама сивӗ хӗл кӗтет; мӗнле йӑл илӗ вӑл, пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ кайӑк чӗппи?
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Кӑмӑлӗ питӗ хуҫӑк хӑйӗн.
11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Йӗри-тавра хуҫӑк сӑнӑсем, авӑнса пӗтнӗ хӗҫсем, сулнцӑсем, хуҫасӑр юлнӑ чекансем, бердышсем выртрӗҫ, вӗсем ҫине ҫын виллисем купаланчӗҫ, — ҫапӑҫу хӗрӳлӗхӗ пӗрре те сӳнмерӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑҫта кайтӑр вӑл халь ҫав хуҫӑк ҫунатпа.
Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.
Ҫак чӗппӗн пӗр ҫунатти хуҫӑк иккен.
Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.
Хӑйсен вӑлтисем латти ҫук; тутӑхса пӗтнӗ, ҫиппине темиҫе татӑк-кӗсӗкрен сыпса тунӑ, хуҫӑк авӑрлӑ.
Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.
Анчах хушка ҫамкаллӑ, хуҫӑк мӑйракаллӑ Моцион вырӑнтан та тапранмарӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.