Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка сӑмах пулнӑ: 7. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сире Ман патӑма ыйтма янӑ Иудея патшине ҫапла калӑр: акӑ сире пулӑшма тухнӑ фараон ҫарӗ хӑйӗн ҫӗрне, Египета, таврӑнать; 8. халдейсем вара татах килӗҫ те ҫак хулана хирӗҫ ҫапӑҫӗҫ, ӑна туртса илсе вутпа ҫунтарса ярӗҫ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав хушӑра фараон ҫарӗ Египетран тапранса тухнӑ, Иерусалима хупӑрласа тӑракан халдейсем вара, ҫавна илтсессӗн, Иерусалим патӗнчен пӑрахса кайнӑ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ҫак хулана халдейсен аллине, Вавилон патши Навуходоносор аллине паратӑп, вӑл ӑна ярса илӗ, 29. хулана хупӑрласа тӑракан халдейсем килсе кӗрӗҫ те хулапа унӑн ҫурчӗсене вутпа ҫунтарса ярӗҫ, ҫав ҫуртсен тӑрринче Ваала мухтаса тӗтӗретчӗҫ, ют турӑсене эрех кӳретчӗҫ, ҫапла Мана ҫиллентеретчӗҫ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пурте пухӑнӑр та итлӗр: вӗсем хушшинче ҫакна кам малтанах пӗлтерсе хунӑ? Ҫӳлхуҫа кӑмӑлланӑ ӑна, вӑл вара Вавилон тӗлӗшӗнчен Унӑн ирӗкне вырӑна килтерӗ, Унӑн хӑватне халдейсем ҫинче кӑтартӗ.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен ашшӗсем халдейсен ҫӗрӗнчи турӑсене пуҫҫапса пурӑннӑ, вӗсем ун пек тӑвасшӑн пулман, ҫавӑнпа кайран Месопотами ҫӗрне куҫса кайнӑ, 8. вӗсем мӑн аслашшӗсен ҫулӗнчен пӑрӑннӑ та тӳпе Туррине, хӑйсем пӗлекен Турра, пуҫҫапма пуҫланӑ; ӗнтӗ халдейсем вӗсене хӑйсен туррисем умӗнчен хӑваласа янӑ — вӗсем вара Месопотамие тарнӑ, унта чылайччен пурӑннӑ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем пире хирӗҫ ҫапла хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн чурисем. 14. Ку Ҫурта нумай ҫул ӗлӗкрех Израилӗн аслӑ та вӑйлӑ патши тунӑ, туса лартнӑ. 15. Анчах та пирӗн аттемӗрсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе Израилӗн Тӳпери Ҫӳлхуҫине ҫиллентернӗрен Вӑл вӗсене Навуходоносор аллине — Вавилон патшийӗн, халдейсен патшийӗн аллине — панӑ. 16. Халдейсем вара ҫак Ҫурта аркатса тӑкнӑ, ҫунтарса янӑ, халӑха Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ. 17. Вавилон ҫӗршывӗнче Кир патшана ларсассӑн пӗрремӗш ҫулхине вара Кир патша ҫак Ҫурта тума ирӗк панӑ. 18. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе тухса Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса лартнӑ ылтӑн-кӗмӗл таса савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен каялла илсе тухнӑ та вӗсене Саманассар пуҫлӑхпа Зоровавеле панӑ. 19. Ҫак савӑтсене пурне те Иерусалимри Турӑ Ҫуртне кайса хума, Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех туса лартма хушнӑ. 20. Вара Саманассар килнӗ те Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, ҫавӑнтанпах ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ пырать, вӑл вӗҫленмен-ха» терӗҫ пире.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Эсӗ тата халдейсем Иудейӑна ҫӗмӗрсе-ҫаратса хӑварнӑ чухне идумейсем ҫунтарса янӑ Ҫурта тума пултӑн.45. А ты обещался построить храм, который сожгли Идумеи, когда Иудея опустошена была Халдеями.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Халдейсем вара вӗсен яш ачисене хӑйсенӗн сӑваплӑ Ҫурчӗ ҫумӗнчех хӗҫпе чиксе пӑрахнӑ, яш ачана та, хӗре те, ваттине те, ҫамрӑккине те хӗрхенмен — пурне те ҫавсен аллине ӳкернӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ; 14. кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли тирӗксене те, калаксене те, ҫӗҫӗсене те, кашӑксене те, мӗнпур пӑхӑр савӑт-сапана та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 15. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ылтӑнран та кӗмӗлтен тунӑ тӗтӗркӗчсене те, чашӑксене те хӑйпе пӗрле илнӗ; 16. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, сапана илсе кайнӑ, ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара хулана ярса илнӗ, ҫӗрле ҫар ҫыннисем пурте икӗ хӳме хушшинчи ҫулпа патша сачӗ ҫывӑхӗнчи хапха еннелле чупса кайнӑ; халдейсем хула тавра тӑрса тухнӑ пулнӑ, патша вара тӳремлӗх енне каякан ҫулпа тухса тарнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2