Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пырса тухать унта, лере Хаяр тавӑракан пек.
«Ырӑ ҫул сун мана!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫак самантра эпӗ вӑл хӗрача маррине, тӑшмана пӗр хӗрхенмесӗр тавӑракан боец иккенне ӑнланса илтӗм.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Симурден чӗринче икӗ ҫын пурӑнать: пӗри — ҫемҫе кӑмӑллӑ, тепри — хаяр, тархасласа та ӳкӗте кӗмен ҫын, вӗсем халӗ иккӗшӗ те кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен Говэн хаяр ҫар пуҫлӑхӗ кӑна мар, тӑшмансене хаяррӑн тавӑракан та иккен.
V. Пӗр тумлам сивӗ шыв // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Паганель дикарьсем мӗн хӑтланнине тӗрӗс тавҫӑрса илчӗ: айӑпшӑн тавӑракан сӑрт ҫине Каи-Куму тата та ҫирӗп табу хучӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Элен Гленарван ҫак кӑмӑла тавӑракан япалана пӑхса тӑрас темерӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй патне каютӑна кайрӗ.Леди Гленарван не пожелала присутствовать при этой отвратительной операции и перешла в рубку.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Машинӑсем те, танксем те, бронетранспортёрсем те, леш хаяррӑн йӑлтӑртатакан пенсне тӑхӑнса янӑ эсэсовец та, леш чӗрӗ сыснана ҫыхса пӑрахнӑ лав ҫинче ларса пыракан нимӗҫсем те, пӗр сӑмахпа каласан, ҫак нимӗҫсем пурте — чыхӑнса апатланакан, кӑшкӑрса ҫуйӑхакан, таврари вӑрмансене вараласа пӗтернӗ нимӗҫсем, ҫак Гиллесем, Мюлленкампсем, Гаргайссем пурте, ҫак карьеристсемпе асаплантаракансем, ҫакса тата персе вӗлерекенсем пурте — вӑрманти ҫулсем тӑрӑх тӳрех хӑйсен вилӗмӗ патне ҫывхарса пыраҫҫӗ, вилӗм хӑйӗн тавӑракан аллине ҫак пӗтӗм вунпилӗк пин пуҫ ҫине антарма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер тавӑракан!» — тесе пӑшӑлтатӗҫ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
7. Эй кӳрентернӗшӗн Тавӑракан, питех те хӗрхенсе пурне те хунтӑлакан, халӗ те часрах Израиль йӑхӗн ҫыннисене — суя тӗнлисем, йӗркесӗр пурӑнакансем кӳрентерсе ҫитернӗскерсене — курӑнсамччӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа вӑл — хытӑ юратакан, хирӗҫ тавӑракан Турӑ; тавӑракан Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли те хӑрушӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн тӑшманӗсене тавӑрать, Хӑйне хирӗҫ тӑракансене каҫармасть.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ хуларан шӑв-шав илтӗнет, Турӑ Ҫуртӗнчен Ҫӳлхуҫа сасси, Хӑйӗн тӑшманӗсене тавӑракан Ҫӳлхуҫанӑн сасси, илтӗнет.6. Вот, шум из города, голос из храма, голос Господа, воздающего возмездие врагам Своим.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эппин, итле ҫакна, асап тӳсекенӗ, эрех ӗҫмесӗрех ӳсӗрӗлсе кайнӑскерӗ, 22. хӑвӑн Ҫӳлхуҫу, Хӑй халӑхӗшӗн тавӑракан Турӑ, хӑвӑн Турру, ҫапла калать: акӑ Эпӗ санӑн аллунтан ӳсӗртекен куркана, Хамӑн хаярлӑхӑм куркинчи ҫӗпрене, илӗп; урӑх ӗҫмӗн ӑна, 23. вара ҫавӑ куркана сана асаплантаракансене, сана: «ӳпне ӳк, сан тӑрӑх утса кайӑпӑр» тенӗскерсене, санӑн ҫурӑмна ура айӗнчи пылчӑк вырӑнне, иртсе ҫӳрекен урам вырӑнне хунӑскерсене аллинченех тыттарӑп.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӳлхуҫа кисретӳллӗ сассипе кӗмсӗртеттерсе ярӗ те хаяр ҫилӗре, хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑмра, ҫил-тӑвӑлра, шыв тулнинче, шултӑра чул евӗрлӗ пӑр тӑкӑннинче Унӑн хӑватлӑ аллине, тавӑракан аллине курӗҫ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ырӑшӑн ырӑпа тавӑракан малашлӑх пирки шухӑшлать, ӳкнӗ чухне вӑл тӗрев тупӗ.31. Кто воздает за благодеяния, тот помышляет о будущем и во время падения найдет опору.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тавӑракан Турӑ, Ҫӳлхуҫа, эй тавӑракан Турӑ, Хӑвна кӑтартсам!
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Хам намӑса юлни яланах умӑмра тӑрать, хама хӑртакансен, мӑшкӑллакансен сассинчен, тӑшмансем, тавӑракан ҫынсем пӑхса тӑнӑран питӗме намӑс хуплать: 18. ҫакӑ пӗтӗмпе пирӗн ҫине йӑтӑнса анчӗ, ҫавах эпир Сана манмарӑмӑр, Санӑн халална пӑсмарӑмӑр.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Маншӑн тавӑракан Турӑ, халӑхсене мана пӑхӑнтаракан Турӑ, 49. мана тӑшмансенчен хӑтаракан Турӑ асла тухтӑр!48. Бог, мстящий за меня и покоряющий мне народы, 49. и избавляющий меня от врагов моих!
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вара ӑна Озияпа пуҫлӑхсем каланӑ: канӑҫлӑ кай, сан умӑнта — пирӗн тӑшмансене тавӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! тенӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Акӑ тӳпепе ҫӗр курса тӑтӑр — Туррӑмӑр, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пире хамӑрӑн ҫылӑхсемшӗн, аттемӗрсен ҫылӑхӗсемшӗн тавӑракан Турӑ, курса тӑтӑр, Вӑл паян эпир тархасланӑ пек тутӑрччӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Маншӑн тавӑракан Турӑ, халӑхсене мана пӑхӑнтаракан Турӑ, 49. мана тӑшмансенчен хӑтаракан Турӑ асла тухтӑр!48. Бог, мстящий за меня и покоряющий мне народы 49. и избавляющий меня от врагов моих!
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Неффалим тӑвӗ ҫинчи Галилейӑри Кедес хулине, Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихем хулине тата Иуда тӑвӗ ҫинчи Кириаф-Арба хулине — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон хулине — уйӑрса илнӗ; 8. тата Иордан леш енче Иерихонран тухӑҫалла ларакан хуласене суйласа илнӗ: Рувим йӑхӗнчен — пушхирти, тӳремри Бецер хулине, Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамоф хулине тата Манассия йӑхӗнчен — Васанри Голан хулине; 9. ҫав хуласем ӗнтӗ Израиль ҫыннисемшӗн те, ютран пырса вӗсем хушшинче пурӑнакансемшӗн те уҫӑ пулнӑ: ҫынна йӑнӑшпа вӗлерекен ҫавӑнта тарса ӳкме пултартӑр, халӑх умне [сута] тӑриччен унӑн юншӑн тавӑракан аллинчен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.
Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.