Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ман ҫуртӑн чӳречи айӗнче тӑрса, эсӗ: «Тухсам, хӳхӗм чиперукӑм, манӑн ҫӳҫӗм йӑлтах каҫхи сывлӑмпа йӗпеннӗ!» — тесе хама чӗннӗ чух, эпӗ палларӑм сана, эпӗ аса илтӗм сана, савнӑҫ та, шиклӗх те ҫатӑрларӗ ман чӗрене.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
О, мӗнлерех савнӑҫ: ман енне, ман енне тӗмсӗлнӗ вӗт сан кӑмӑлу!О, какая радость: ведь это ко мне, ко мне обращено желание твое!
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Акӑ хайхи, юлашкинчен, хытнӑ си ишӗлсе анчӗ те, шӑтӑкран факелӑн хӗрлӗ хӗлхемӗ, унтан такамӑн савнӑҫ куҫҫулӗпе йӗпеннӗ хура сӑн-пичӗ, унтан татах факелсемпе пит-куҫсем курӑнчӗҫ, вара ҫӗнтернипе, савӑннипе кӑшкӑрашнӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ — о, ку ман пурнӑҫра чи лайӑх кун пулчӗ, аса илетӗп те ӑна, ҫук, эпӗ кӑлӑхах пурӑнман тетӗп!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Эпӗ ун сӑн-пичӗ ҫинче савнӑҫ ҫиҫсе тӑнине курма ӗмӗтленнӗччӗ, анчах пӑхрӑм та, тата ытларах тӗлӗнсе кайрӑм: унӑн сӑн-пичӗ пӗтӗмпех кичемленсе, ывӑнса ҫитнӗ чухнехи пек темле йӳҫенчӗк тӗслӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Укҫа пулсан — хисеплӗх, пуянлӑх, савнӑҫ!..
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Иккӗмӗш пункт: «Пуласси пирки ниҫта та суя сӑмах сарса суя савнӑҫ тума юрамасть…»— Пункт второй: «Запрещаются повсеместно лжепредсказания и лжепредзнаменования…»
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Халиччен пулман виҫесӗр савнӑҫ ҫӗклентерчӗ унӑн чунне.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кун пек пурнӑҫ унӑн салху кӑмӑлне ҫырлахтарчӗ пулсан та, савнӑҫ сахалтарах унта.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1
- 2