Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Масар сăмах пирĕн базăра пур.
Масар (тĕпĕ: масар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн чи ваттисем (икӗ-виҫӗ ҫын) хӑйсемпе пӗрле сӑмакун, сӑра, икерчӗ, ҫӑмарта, кукӑль илсе масар карти патне кайрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Ял витӗр тухсан, икӗ ушкӑн (пӗр 25-30 ҫын) масар патӗнчи уҫланкӑра пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Ҫавнашкал майпа пӗтӗм яла иртсен, сӗрен ачисем ушкӑнӗпе масар патне кайнӑ.

Помоги переводом

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Сӗм-ҫӗрле масар ҫине пыма хушӗ-ши?

Помоги переводом

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ҫӗнӗ Арланкассинче, Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче масар патне каякан ҫулсене вак чул сарса хытарӑпӑр, Энтепере контейнер площадки хута яма палӑртнӑ.

Помоги переводом

«Пуҫару бюджечӗ» пулӑшать // Ольга ТИХОНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %82%d1%8c/

Вӑл пулӑшнипе иртнӗ ҫул Сӑрьел ялӗнче масар патне каякан ҫула, Г.Тукай урамӗнчен пуҫласа Садовая урам таран вак чул сарма вӑй ҫитертӗмӗр.

Помоги переводом

«Пуҫару бюджечӗ» пулӑшать // Ольга ТИХОНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %82%d1%8c/

— Тенее эп асӑрхаттарнӑ ан сӗмсӗлрен тесе, вӑл тупа турӗ никама та усал тумастӑп тесе, хӑй вара намӑса пӗлмесӗр, халӑхра ун йышшисем ҫинчен курпунлӑ ҫынна масар шӑтӑкӗ юсать теҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Малтан масар ҫине асаннепе асаттен тӑприсем патне каяс тетӗп, Саван тете.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Эпир аннепе иксӗмӗр масар тӑрӑх татах ҫӳрерӗмӗр, анне мана чылай вил тӑпри айӗнче выртакансем ҫинчен кӗскен каласа пычӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Масар ҫинче шӑплӑх тӑрать, тӗрлӗ тӗслӗ сиреньсем, чечексем ӳсеҫҫӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Ывӑлӑм, айта масар ҫине кайса килер?

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Канашлура масар территорийӗсене хӑтлӑх кӗртес, «Пуҫару бюджечӗ» программӑпа тума йышӑннӑ ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлас тата ытти ыйтусене тишкерчӗҫ.

Помоги переводом

Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/

Масар патне каякан ҫула юсамалла-ха тата пирӗн.

Помоги переводом

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Масар тулашӗнче тӗнче шавланӑ, юрланӑ, кулнӑ, ыранхи хӗвеллӗ куна кӗтнӗ.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Масар ҫинче ҫӳҫентерекен шӑплӑх тӑнӑ.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Масар ҫине каятпӑр…

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Масар хӗрринчи икӗ юман хушшинче пушӑ вырӑнсем пур, мана ҫавӑнта чавса пытарӑр.

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Виҫӗмкун масар ҫине кайса пӑхрӑм.

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Арман хуҫипе ывӑлне ял халӑхӗ масар ҫине кӗртмен, ҫавӑнпа вӗсене ял хӗрринчи сӑрт сӗвекне пытарнӑ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Санюк тупӑкӗ хыҫҫӑн пӗтӗм ял пынӑ, ӑна масар ҫинчи чи пысӑк йӑмра айне тирпейлесе хунӑ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней