Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хура куҫ харши айӗнче хӗсӗкрех хӑмӑр куҫӗсем ялан кулаҫҫӗ, тен, ҫавӑнпа куҫ хӳринчен хӗвел пайӑрки пек йӗрсем тухса сапаланнӑ.
Сабантуйра // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Иккӗш те куҫ хупсанах ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗҫ, вара, хире-хирӗҫ выртнӑскерсем, куҫ хупанкисене уҫса, пӗр-пӗрин шиклӗ куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Эсир мӗн, дисциплинӑна хирӗҫ-и? — тӑлпӑвӗпе хускалми юлса, куҫ харшине хиркелесе пӗрсе, мана куҫ хӳрипе хӑйӑрса пӑралать катӑрса кайнӑ Кнутов, ҫӳҫӗ тӗслӗ куҫне халӗ хӑррӑн ялкӑштарса.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Полина ҫеҫ куҫ уҫса пӑхмасӑр е куҫне ютшӑнарах, хӑюсӑррӑн аялалла тартакан арҫын ачана ҫемҫе куллине те тӗлӗнӳллӗ, ӑшӑ куҫне парнелекелесе илет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑрӑм куҫ тӗкӗсем айӗн куҫ шӑрҫисем пушшех хуран, куҫ шуррисем пушшех тасан, пӗчӗк ачанни пек курӑнаҫҫӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ак куҫ умӗнчех тӑрать вӑл: хӑй сарӑ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ чакӑр, ылтӑн тӗспе ялкӑшать, куҫ харшисем — хура.
15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Куҫ умӗнчи ыррине ҫеҫ мар, куҫ хыҫӗнчи усаллине те курнӑ пек, хӗрӗн пысӑк хура куҫӗсем хуйхӑллӑн пӑхаҫҫӗ.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Куҫа хупсан та эсӗ, хӗвел пек, куҫ умӗнчех, куҫа уҫсан та эсӗ — пирӗн умра.Закроешь ли глаза — ты, как солнышко, пробиваешься сквозь тьму, а откроешь — ты вся на виду.
Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫак ҫын пит-куҫӗнче чӑнласах — пӗтӗмпех пайӑркаланнӑ; кашни этемӗн физиономийӗнче пур пӗтӗмӗшлӗхе урӑх сӑмахсемпе эпӗ тӗрӗс мар палӑртӑттӑм; ҫамкипе сӑмсин ҫакӑнчӑк линийӗ пирки асӑннӑ хыҫҫӑн ытти йӗрсем ҫине куҫатӑп: куҫ харшисен тата куҫӗсен хӑйсен, ҫӑварӗн кӗтесӗсем усӑнчӑк — тутин ҫирӗп йӗрӗпе; мӑйӑхӗ сухалӗ ҫине ӳкнӗ; ҫӳҫӗ, калпак айӗнчен тӑрмаланса тухнӑскер, тата, ҫӑралӑхне пула, чӑн йывӑр япала иллюзине кӑтартаканскер, — пӑрланса хытнӑ шыв сикки евӗр ҫакӑнса пӗтӗмпех пайӑркаланнӑ.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Пӗри теприне ылмаштара-ылмаштара, сасӑсӑр темӗн каласа куҫ умӗпе тӗттӗмрен пӗрлӗх членӗсен сӑнӗсем ише-ише иртеҫҫӗ; тӗмсӗлекен куҫӗсенче вӗсен манпа хутшӑнаслӑх та, ырӑ сунӑм та, елпӗрӳллӗ кулӑ та, тӑшманлӑх та, хуйхӑ та ҫук; кичемлӗхӗн тулли сӳрӗклӗхне тата пачах та кӑсӑкланманлӑха сӑнарлаҫҫӗ ҫак куҫсем.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Кантӑкри куҫ ҫиҫкӗнчӗ, тӗлӗнчӗ те иккӗмӗш куҫне вырӑн пама тӗршӗнчӗ, икӗ куҫ та, еплерех пӑхнине кура, савӑнӑҫлӑ тӗл пулу шантармаҫҫӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫӑра куҫ харшиллӗ мӗскӗн, ансӑр ҫамки, пӗркеленчӗксем, хӗрлӗ сӑмси тата хӑвӑрт куҫакан, шыҫӑнчӑк куҫӗсем вӑл «перӳҫӗ» иккенне пӗлтереҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
Вӗсен ҫӳҫӗпе пичӗ шап-шурӑ тусанпа витӗннӗ; акшар пӗрчисем куҫӗсене лексе йӑмӑхтараҫҫӗ, вӗсем куҫ хупанки айӗнчен чӗпӗтекен вӗтӗ-вӗтӗ пӗрчӗсене кӑларассишӗн тертленеҫҫӗ, пичӗсене чарари шывалла усса куҫ улмисем хӗссе ыратнӑран шӑлне ҫыртса ӗшеничченех мӑчлаттараҫҫӗ, ыратни иртсен лаштах сывласа яраҫҫӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Салтак калаҫма чарӑнчӗ, куҫ харшисене пӗркелесе илчӗ, ҫамки айӗнчен шур куҫӗсемпе анне ҫине пӑхрӗ, анне куҫӗсемпе сӗтел ҫитти ҫинелле пӑхса тӑраканскер, ку таранччен те пӗр сӑмах каламасӑр ларчӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ак мӗншӗн кунти суд тавраш учрежденийӗсенче тӗрӗс суда ултӑ куҫлӑ хӗрарӑм евӗрлӗ туса кӑтартаҫҫӗ — икӗ куҫӗ малта, икӗ куҫӗ кайра, айккисенче пӗрер куҫ, — кусем вӑл пит сыхӑ тӑнине кӑтартаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫынсем куҫран куҫа пӑха пуҫланӑ, Курганова куҫ хӗссе илнӗ, кулнӑ.Начали переглядываться, подмигивать в сторону Курганова и улыбаться,
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӑл куҫӗсемпе ҫӗрелле пӑхрӗ; вӗсене ҫиелтен ҫур ҫаврашка юр пӗрчи пек куҫ хупаххисем, аял хӗррипе ухӑ йӗпписем пек вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсем харталаса тӑракан куҫхупаххисем хупса хунӑ; вӑл питне аялалла пӗкрӗ, сасартӑк хӗрелсе кайрӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Куҫа уҫас килмест, мӗншӗн тесен куҫ хупаххи витӗр эпӗ хӗвел пӑхнине сисетӗп, куҫ уҫсанах йӑмӑхтарса ярассӑн туйӑнать.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Ҫаврака та тӗксӗм пит ҫинче куҫсен шурӑ ҫаврашкисем пӑхса тӑратчӗҫ, куҫ шӑрҫисем ясмӑк пӗрчисем пекчӗ, куҫа урлӑ ларатчӗҫ, — ҫавӑнпа пичӗ чӗрӗ те пит ирсӗр пек туйӑнатчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫӑр сӑмсаллӑ пичӗ унӑн кӗреҫе пек лаптак; упа куҫӗ пек пӗчӗк куҫӗсем ҫӑра куҫ харшийӗсем айӗнче пытанса тӑраҫҫӗ, питҫӑмартисем ҫинче шурти мӑк майлӑ вӗт ҫӑм ункисем, пуҫӗ ҫинче ҫав ҫӑм-ҫӳҫӗ тачӑ ҫӗлӗк пек пулса кӗҫеленсе тӑрать, вӑл кукӑр пӳрнисене ҫав ҫӳҫӗ ӑшнелле аран ҫеҫ кӗртсе ярать.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.