Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кермен сăмах пирĕн базăра пур.
Кермен (тĕпĕ: кермен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрнерен пирӗн садра дача ӳссе ларчӗ — юмахри кермен пек!

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Чаплӑ хваттер, хаклӑ сӗтел-пукан, кермен пек дача, машина, катер — ак мӗн пур халь ҫынсен, ак мӗнле пурӑнаҫҫӗ ҫынсем.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗнӗ кермен ҫитес ҫулах ял ҫыннисене савӑнтарасса шанаҫҫӗ.

Помоги переводом

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Ҫӗнӗ культура ҫурчӗ Юмансар сӑн-сӑпатне улӑштарса илем кӳртекен кермен пулса тӑчӗ, ҫапларах хак параҫҫӗ фольклор ушкӑнне ҫӳрекен кинемейсем.

Помоги переводом

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Икӗ хутлӑ кермен пӗр харӑс 100 ытла ҫынна йышӑнма пултарать.

Помоги переводом

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Укӑлчара, кермен евӗр икӗ хутлӑ Культура ҫурчӗ умӗнче, пасар пек халӑх хӗвӗшет.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав тӗлелле унӑн ашшӗ вилнӗччӗ, кермен пек кил-ҫурчӗ пушах янраса ларатчӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кермен пек чаплӑ кил-ҫуртӗнче ун чухнех чашӑк-тирӗк чӑнкӑр та чӑнкӑр чӑнкӑртатнӑ, ҫавӑн ҫинчен вӑл уҫӑмлӑн каламан кӑна: никамӑн та пӳртри ҫӳп-ҫапа урама тухса пӑрахас килмест.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗн кил-ҫурчӗ юмахри кермен пек, тӗлӗнтермӗш чечек ҫыххи пек илемлӗ туйӑнчӗ Таранова.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пилӗк чӳречеллӗ кермен пек пысӑк пӳртне те, тӑрӑхла сарайне те, ампарне те, мунчине те, лаҫне те — пурне те шурӑ кирпӗчрен купаланӑ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кермен те тума пулмарӗ.

Замок тоже не получался.

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Хамӑр халӑхӑн ӗҫчен алли музыкӑпа драма театрӗн кермен пек ҫуртне тунӑ чухнех коллектив Б. Мокроусовӑн «Чапай» оперине лартма ҫине тӑрса хатӗрленчӗ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫамрӑк куракансем валли йӗркеленӗ кермен ачасене ҫеҫ мар, аслисене те туртать.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Юхан шыв хӗрринелле анакан вӑрӑм урам пуҫӗнчи ҫӳллӗ вырӑнта колхоз правленийӗн кирпӗчрен тунӑ тӑрӑхла пысӑк ҫурчӗ кермен пек саркаланса ларать.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тар тӑкни харама каймасть: ултӑ кӗтеслӗ пысӑк пӳрт ял халӑхне тӗлӗнтерсе кермен пекех капмаррӑн ҫӗкленсе ларчӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кирпӗчрен ҫӗнӗ вите тӑваҫҫӗ авӑ, кермен пек капмар.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сардимировӑн хӑй ҫуралса ӳснӗ Карӑккассинче кермен пек кил-ҫурт, ҫав вӑхӑтрах Энтрикассинче — хваттер.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Алексанов вара завод поселокӗнче кӑҫал кермен пек пысӑк ҫурт лартнӑ та — кивҫене кӗнӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Улпут ҫурчӗ кермен пек пысӑк пулчӗ.

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрринчи, кермен пек чаплӑ ҫурта пырса шаккарӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней