Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кармен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кармен, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, — сана вӑл та юратать-и?

— Кармен, — сказал Гнор, — он тоже любит тебя?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

«Энниок, Кармен, эпӗ, — ҫур самантранах ӑнланчӗ Гнор.

«Энниок, Кармен, я, — схватил на лету Гнор.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

«Кармен, эпӗ сана юрататӑп, — терӗ Гнор, — манӑн сана тутунтан чуп тӑвас килет.

«Кармен, я люблю тебя, — сказал Гнор, — мне хочется поцеловать тебя в губы.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Ҫапах та эпӗ, Кармен, каятӑпах, — терӗ Энниок.

— Я все-таки иду, Кармен, — сказал Энниок.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Нумай пулмасть ҫӳлте Кармен рояль калатчӗ, унӑн техники лайӑх.

Недавно наверху играла Кармен; у нее хорошая техника.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Гнор пуҫне сулкаларӗ, Кармен татнӑ кӗвве шухӑшӗнче вӗҫлерӗ те Энниок патне кайрӗ.

Гнор тряхнул головой, мысленно докончил мелодию, оборванную Кармен, и ушел к Энниоку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кармен аллисене ҫӗклерӗ те — татӑлнӑ кӗвӗ сыпӑкӗ ыйтуллӑ янӑравпа сӳнчӗ.

Кармен отняла руки; неоконченный такт замер вопросительным звоном.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кармен, пачах та каймӑттӑм та — атте кӗтет: вӑл хытах чирлет, ӗҫсем юхӑннӑ.

Я совсем не хочу уезжать, Кармен; этого хочет отец; он совсем болен, дела запущены.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Ыйхӑ ҫӗтрӗ, — Кармен Гнорпа юнашар хӑяккӑн тӑрать; унӑн алли, ҫамрӑк ҫын ҫепӗҫҫӗн тытнӑскер, каччӑн ҫанни ӑшне шанса-ӗненсе йӑпшӑнчӗ, пуставпа кӗпе хушшине самантлӑх ачашланӑвӗн ҫепӗҫ сисӗмне хӑварчӗ.

— Бессонница, — Кармен стояла боком к Гнору; рука ее, удержанная молодым человеком, доверчиво забиралась в его рукав, оставляя меж сукном и рубашкой блаженное ощущение мимолетной ласки.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кармен ун патне аптӑравлӑ та шуранка, анчах чӗрӗ, тӳлек сӑн-питпе пырса тӑчӗ; унӑн хусканӑвӗсенче канӑҫсӑрлӑхпа иккӗленӳлӗх сисӗнеҫҫӗ.

Кармен подходила к нему с недоумевающим, бледным, но живым и ясным лицом; движения ее обнаруживали беспокойство и нерешительность.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫак ҫурт унӑн чунӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑчӗ; мӗн пур япала ҫинче Кармен пӑхнӑ хыҫҫӑнхи мӗлке юлнӑ, вӑрттӑн майпа вӗсене туртӑмӑн ачаш вӑйне парса хӑварнӑ; япаласен сасӑсӑр пуплевӗ хӑвӑрт та канӑҫсӑррӑн иртсе кайнӑ кунсем пирки, пӗр-пӗрин ҫине пӑхнин ыраттаракан хумханӑвӗпе шӑплӑх ҫинчен, ҫилӗпе савӑнӑҫлӑ кисренӳллӗ пӑлхантаракан пӗлтерӗшлех мар калаҫусем пирки пӗлтерет; йӑл кулӑллӑ сӑн-пите сасӑсӑр йыхӑрнине, иккӗленӳсемпе ӗмӗтсене аса илтерет.

Дом этот стал важной частью его души; на всех предметах, казалось, покоился взгляд Кармен, сообщая им таинственным образом нежную силу притяжения; беззвучная речь вещей твердила о днях, прошедших быстро и беспокойно, о болезненной тревоге взглядов, молчании, незначительных разговорах, волнующих, как гнев, как радостное потрясение; немых призывах улыбающемуся лицу, сомнениях и мечтах.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Виолончель вӑл — манӑн Кармен, сӗрме купӑс вара…

Виолончель — это моя Кармен, а скрипка.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫак типтерлӗхпе уҫӑмлӑхра ӗнтӗ «Кармен», «Коломба», «IX Карл вӑхӑчӗсен хроники», «Даманго» ҫыракан авторӑн — Меримен ӑслӑ поэзийӗ.

В этой аккуратности и ясности — вся поэзия Мериме, автора, написавшего «Кармен», «Коломба», «Хроники времен Карла IX», «Таманго».

Проспер Мериме // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 3–5 с.

Ун ҫинче никамран малтан Кармен француз, Сен-Дени ҫынни пурӑннӑ; кайранласа ун аллинчи ҫак утрав пӗр поляк аллине ҫакланнӑ, лешӗ вара ӑна Мадагаскарти чурасен вӑйӗпе ҫӗнетме пикеннӗ.

Первым поселился на нём француз Кармен из Сен-Дени; впоследствии он переуступил этот остров одному поляку, который стал возделывать его при помощи рабов-мадагаскарцев.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Магеллан вӗсене «патагонецсем» тенӗ, ку чӑнах та тӗрӗс; анчах фиджиецсем вӗсене «тиременей» теҫҫӗ, чилиецсем — «каукалу», Кармен колонисӗсем — «текуельхи», арауканецсем — «уилихи»; Бугенвиль — «чаухи» тет, а хӑйсене хӑйсем «ипакен» теҫҫӗ.

— Магеллан назвал туземцев патагонцами, это верно; но фиджийцы называют их «тиременеи», чилийцы — «каукалу», колонисты Кармена — «тегуельхи», арауканцы — «эуилихи»; Бугенвиль даёт им имя «чаухи», а сами себя они зовут «ипакен».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вӗлеретӗп! — илтӗнчӗ тӑна кӗнӗ Кармен урмӑш сасси.

— Убью! — Паарме пришел в себя

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней