Поиск
Шырав ĕçĕ:
29. Унтан кайсассӑн Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррине ҫитнӗ, унта пӗр ту ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ.29. Перейдя оттуда, пришел Иисус к морю Галилейскому и, взойдя на гору, сел там.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иисус пӗтӗм Галилея тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, халӑх хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ чухне Вӑл тинӗсе тетел ывӑтакан икӗ пӗртӑвана — Петр теекен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрее — курнӑ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ; вӑл каланӑ: 15. «тинӗс ҫулӗ ҫинче, Иордан леш енче — Завулон ҫӗрӗпе Неффалим ҫӗрӗ, суя тӗнлӗ Галилея; 16. сӗмлӗхре ларакан халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ, вилӗм ӗмӗлки хупӑрланӑ ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн ҫутӑ ҫутӑлса тухрӗ» тенӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иоана тытса хупнине илтсессӗн, Иисус Галилея ҫӗрне кайнӑ, 13. Вӑл Назаретран тухса кайса Завулонпа Неффалим ҫӗрне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине пырса вырӑнаҫнӑ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине илтсессӗн, унта кайма шикленнӗ; вара тӗлӗкре хыпар илсе, Галилея ҫӗрне кайнӑ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Симона Галилея ҫӗрне каймашкӑн виҫӗ пин ҫын уйӑрса панӑ, Иуда вара Галаада кайма сакӑр пин ҫын илнӗ.20. Симону отделены для похода в Галилею три тысячи мужей, Иуде же - в Галаад восемь тысяч мужей.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унчченхи вӑхӑт Завулон ҫӗрне, Неффалим ҫӗрне кӗҫӗнлетсе тӑчӗ; ҫитес вӑхӑт вара тинӗс ҫулне, Иордан леш енчи ҫӗршыва, суя тӗнлӗ Галилея ҫӗрне асла кӑларӗ.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ассири патши Навуходоносор ыттисене те чӗннӗ: Перси ҫӗрӗнче пурӑнакан пур халӑха та, хӗвеланӑҫ енче пурӑнакан пур халӑха та, Килики ҫӗрӗнче тата Дамаск хулинче, Ливан тата Антиливан тӑвӗсем ҫинче пурӑнакансене те, тинӗс хӗрринче мал енче пурӑнакан пур халӑха та, 8. Кармил тата Галаад халӑхӗсем хушшинче пурӑнакансене те, Тури Галилея ҫӗрӗнче тата аслӑ Ездрилон айлӑмӗнче пурӑнакансене те, 9. Самари ҫӗрӗнче, унти хуласенче пурӑнакан пур халӑха та, Иордан леш енче Иерусалим таран пурӑнакансене те, Ветани ҫӗрӗпе Хел хулинче, Кадис хулипе Египет юханшывӗ хӗрринче пурӑнакансене те, Тафна хулипе Рамесса хулинче пурӑнакансене те, пӗтӗм Гесем ҫӗрӗн халӑхне те 10. Тури Танис хулипе Мемфис хули таран чӗннӗ, Египетра пурӑнакансене те Эфиопи чикки таранах чӗннӗ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ассири патши Енемессар вӑхӑтӗнче ӑна Фисва хулинчен тыткӑна илсе кайнӑ; Фисва вӑл Галилея ҫӗрӗнче, Асиртан тӑварах, Неффалимӑн Кидий теекен хулинчен сылтӑмарах вырӑнаҫнӑ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль патши Факей вӑхӑтӗнче Ассири патши Феглаффелласар вӑрҫӑпа килнӗ, вӑл Ион, Авел-Беф-Мааха, Ианох, Кедес, Асор хулисене, Галаадпа Галилея ҫӗрӗсене, ҫавӑн пекех Неффалимӑн мӗнпур ҫӗрне туртса илнӗ, унта пурӑнакансене Ассирие куҫарса кайнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Икӗ ҫурт — Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ — лартса Соломонӑн ҫирӗм ҫул иртсе кайнӑ, 11. ҫав ҫулсенче Тир хулин патши Хирам, Соломон кӑмӑлне ҫырлахтарса, кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ тата ылтӑн кӳрсе тӑнӑ пулнӑ, ҫавӑншӑн Соломон патша Хирама Галилея ҫӗрӗнче ҫирӗм хула панӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2