Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вӑрӑма (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫураки вӑрӑма тӑсӑлни те, типӗ ҫанталӑкпа йӗпе-сапа тӑни те хресчене лайӑх тухӑҫ илме чӑрмав кӳреймен.

Помоги переводом

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Пуху вӑрӑма пымарӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Тен, каяймӗ ҫулӑм вӑрӑма?

Помоги переводом

Ӑсатсам мана хӗрес хывса // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 5 с.

Ӑҫта та пулин тухать ӗнтӗ вӑл, тип ҫырма вӑрӑма тӑсӑлма пултараймасть.

И она непременно куда-нибудь его выведет: сухие речки не бывают длинными.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Райкомра сӑмах-юмах вӑрӑма кайрӗ, — терӗ Ятман.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала сисрӗ: калаҫу ытла вӑрӑма кайрӗ, ӑна кӗскетме те вӑхӑт.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку калав историйӗ, хӑйне ҫырас вӑхӑт пекех, вӑрӑма тӑсӑлчӗ.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Ултавлӑ «норма» пурпӗр вӑрӑма пырас ҫук: этикет тени те хальхи обществӑшӑн урӑхла пӗлтерӗшлӗ пулмалла.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӳлӗ ҫыранӗсемшӗн вӑрӑма тӑсӑлакан хӗвеллӗ ҫу характерлӑ шутланать, вӑл ҫу уйӑхӗн варринчен пуҫласа авӑн вӗҫӗччен тӑсӑлать.

Для берегов озера характерно продолжительное солнечное лето, с середины мая до конца сентября.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Паллах, сан туйӑм вӑрӑма пырас ҫук, санран ӑна ыйтма та эп тивӗҫлӗ мар.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӳнет пурнӑҫ, сӳнет ӗмӗр — пӗр ҫын телейӗ вӑрӑма пымасть иккен.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Калаҫу вӑрӑма пымарӗ, анчах манӑн пуҫ ыратма пуҫларӗ.

Разговор был короткий, но у меня разболелась от него голова.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.

Мана ҫакӑнтах кӗт; пирен канашлу вӑрӑма пымасть.

Подожди меня здесь; наше совещание продлится недолго.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Эсборн кӑмӑлӗ улшӑннӑшӑн хӑраса та канӑҫсӑрланса ӳкрӗ, вара пуҫне киле ирхине таврӑнсан аванрах пулӗ текен шухӑш пырса кӗчӗ, ҫапла вӑл ҫӗрӗн юлнӑ вӑхӑчӗ кӑмӑлне пӑсмасӑр, асаплантармасӑр иртессе шанчӗ, хӑй мӗншӗн таврӑнайманнине арӑмне ӑнсӑртран вӑрӑма кайнӑ, ӑнланма ҫук хӑтлану пек кӑтартас терӗ.

Он был испуган, расстроен своим состоянием, и ему пришло на мысль, что лучше явиться домой утром, чтобы избежать расстройства и тяготы всей остальной ночи, тем более, что утром он надеялся представить жене все как нелепую, случайно затянувшуюся выходку.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Шыв саппасӗ ҫула май ҫил пур чухне темиҫе кунлӑх рейс валли ҫителӗклехчӗ-ха, анчах вӑрӑма кайнӑ штиль вӑхӑчӗшӗн питех те сахал пулчӗ.

Запас воды был достаточен для нескольких дней рейса с попутным ветром, но очень мал при затянувшемся штиле.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

— Бал вӑрӑма кайрӗ, пурте ӗшеннӗ.

Бал длился долго, и все устали.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Бильбоа шыв тӗпӗнче минутран ытла пулмарӗ, анчах Фульшӗн ҫак вӑхӑт питех те вӑрӑма тӑсӑлчӗ; ҫак хушӑра вӑл макӑрса ярасла вӗткеленчӗ.

Бильбоа пробыл на дне не больше минуты, но Фуль пережил ее как долгий, неопределенный промежуток времени, в течение которого можно разрыдаться от нетерпения.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Анчах ку вӑрӑма пымарӗ: сехӗрленмеллех йӗркеллӗ кӑмӑл-туйӑм кӗҫех тӳсмелле мар вӗчӗрхенӗве куҫрӗ.

Однако это продолжалось недолго: до ужаса нормальное состояние привело Пэда в нетерпеливое раздражение.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Калаҫу вӑрӑма пырӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫавӑнпа та фронт, Донецк шывӗн сылтӑм енне те каҫса, ытла та вӑрӑма тӑсӑлса каять.

Фронт страшно растянулся, перекинувшись на правый берег Донца.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней