Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен пӗри, ӑшӑ фуфайка ҫийӗнчен чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ тата аллине чӑпӑркка тытнӑскер, лашапа ҫӳрекен Петя, ҫине тӑрсах лӑпкӑн канаш пачӗ:
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Пакӑлти, ура ҫине тӑмасӑрах, мана аллине тӑсса пачӗ те: — Агроном персоналне, ҫич-сакӑр миллиардшӑн кӗрешекенсене, хӗрӳллӗ салам! — тесе хучӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Вӑл час-часах ҫав Алексаша ҫинчен аса илетчӗ, пӗрре вара тем ҫинчен шухӑшласа, сив кӑмӑллӑн лавкана пырса приказчика каласа пачӗ:
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вара мана хӑвӑрт ҫӳрекен пӗчӗк приказчик аллине, хитре те йӑлӑхтаракан сӑн-питлӗ ҫамрӑк каччӑ аллине пачӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗркунне, пароход ҫӳреме пӑрахсан, эпӗ иконӑсем ҫыракан мастерскойне вӗренме кӗтӗм, анчах пӗр кунтан ман хуҫа майри, ҫемҫе ӳтлӗ те ӳсӗр ҫӳрекен карчӑк, мана Владимир тӑрӑхӗнче сӑмахланӑ пек ҫапла каласа пачӗ:
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Капитан карчӑка пилӗк тенкӗ кӑларса пачӗ, пассажирсем те хӑйсен хушшинче темӗн чухлӗ пуҫтарчӗҫ; укҫине карчӑка парсан, вӑл сӑхсӑхса тата ҫынсем умӗнче пилӗк таран тайӑнса каларӗ:
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Калатӑп, — тесе сӑмах пачӗ вӑл, кӑмӑллӑн та ачашшӑн йӑл кулса.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сивӗ кӑмӑллӑ Тюфяевсӑр пуҫне пурте ӳсӗрччӗ; каҫ пулас умӗн Ермохин Сидорова пуҫӗнчен вут пуленккипе яра пачӗ, Сидоров ним пӗлми пулса ҫенӗхелле чӑмса ӳкрӗ, хӑраса ӳкнӗ Ермохин ҫырманалла тухса тарчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана «Беранже юррисене», картинсемлӗ, ылттӑн хӗрриллӗ те хӗрлӗ сӑран переплетлӑ, пит аван ҫаптарса кӑларса издани пачӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Темиҫе кунтан вӑл мана Гринвудӑн «Пӗчӗк ҫапкаланчӑкӑн чӑн-чӑн историне» пачӗ; кӗнекин ячӗ мана пӑртак тӗртсе илнӗ пек пулчӗ, анчах пирвайхи странициех чуна хӗпӗртеттерсе ячӗ, ҫав хӗпӗртенипех вара эпӗ пӗтӗм кӗнекене вӗҫне ҫитиех вуласа тухрӑм, хӑшпӗр страницисене икшер, виҫшер хут вуларӑм.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кровать айӗнчи литература мана пит пысӑк усӑ туса пачӗ: эпӗ журналсене кухняна илсе каймашкӑн хам валли права ҫапӑҫса илтӗм тата мана ҫӗрлесенче вулама май килчӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Полтинник пачӗ те сиввӗн ӑс парса каларӗ:
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Закройщик майри мана пӗчӗк, шупка сӑнлӑ аллине пачӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хуҫапа арӑмӗ каҫхи алат ҫиме пырса кӗчӗҫ, карчӑкӗ вӗсене каласа пачӗ:
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах пӗрре, каннӑ вӑхӑтра, ҫамрӑк унтер мана хулӑм пирус пачӗ.Но однажды, во время отдыха, молодой унтер дал мне толстую папиросу.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ку лайӑх алӑ ӗҫленӗ япала, ӑна мана кума хӗр тӗрлесе пачӗ…
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чулхулара мана буфетчик рашчут пачӗ: эпӗ сакӑр тенке яхӑн илтӗм — хам ӗҫлесе тупнӑ пирвайхи пысӑк укҫана илтӗм.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Капитан арӑмӗ ӑна Гоголӗн томне пачӗ, эпӗ «Хӑрушӑн тавӑрнине» вуласа тухрӑм, вӑл мана пит кӑмӑла карӗ, анчах Смурый ҫиленсе: — Пустуй, юмах! Эпӗ пӗлетӗп — урӑх кӗнекесем пур… — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫуркунне эпӗ ҫапах тухса тартӑм: ирпе чей ӗҫмешкӗн ҫӑкӑр илме лавкана карӑм, лавка хуҫи ман умра та арӑмӗпе вӑрҫма пӑрахмасӑр, ӑна ҫамкинчен кире пуканӗпе пачӗ, арӑмӗ урама чупса тухрӗ те унта тӑсӑлса ӳкрӗ, ҫавӑнтах ҫынсем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, хӗрарӑма пролетка ҫине лартрӗҫ, ӑна больницӑна турттарса карӗҫ, эпӗ извозчик хыҫҫӑн чупрӑм, унтан хам сисмесӗрех, алла ҫирӗм пуслӑх укҫа тытнипех Атӑл хӗррине пырса тухрӑм.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана пысӑк николаевски пилӗк пус укҫа пачӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.