Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара вӑл элчисене ҫула кӑларса янӑ: Аккарон турри веельзевул патне кайӑр та ыйтса пӗлӗр — эпӗ ку чиртен сывалайӑп-ши? тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иосафат каланӑ: кунта Турӑ пророкӗ тата ҫук-ши? ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулатчӗ, тенӗ.7. И сказал Иосафат: нет ли здесь еще пророка Господня, чтобы нам вопросить чрез него Господа?
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иосафат Израиль патшине тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫа мӗн калӗ, ыйтса пӗл паян, тенӗ.5. И сказал Иосафат царю Израильскому: спроси сегодня, что скажет Господь.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль патши ӗнтӗ мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнсе пухнӑ та каланӑ: курӑр-ха эсир, асӑрхӑр, вӑл усал тӑвас шухӑшлӑ; вӑл ман арӑмсене, ман ывӑлӑмсене, ман ылтӑн-кӗмӗле ыйтса ярсассӑн, эпӗ хирӗҫ пулмарӑм, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑй вара кунӗпех пушхирпе утнӑ та пӗр уртӑш тӗмӗ айне пырса ларнӑ; вӑл хӑй валли вилӗм ыйтса ҫапла каланӑ: эй Туррӑмҫӑм, ҫитрӗ пулӗ, илсемччӗ ман чунӑма: эпӗ аттемсенчен мала мар, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Ахияна каланӑ: акӑ Иеровоам арӑмӗ санран хӑйӗн ывӑлӗ ҫинчен ыйтса пӗлме килет — ывӑлӗ чирлӗ унӑн; ҫапла-ҫапла кала ӑна; вӑл урӑх тумтир тӑхӑнса килет, тенӗ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара, Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса тархасласассӑн, 34. Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсенӗн ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва тавӑрсамччӗ вӗсене.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Урия ун патне килнӗ те, Давид унран Иоав ҫинчен, ҫар ҫыннисем ҫинчен тата вӑрҫӑри лару-тӑру ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саул вӗсене каланӑ: мана хӗрхеннӗшӗн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗх парӗ; 22. кайӑр, тӗплӗнрех тӗрӗслесе пӑхӑр, унӑн ҫулне-йӗрне, ури ярса пуснӑ вырӑна тӗпчӗр, ӑна ҫавӑнта курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлӗр — мана вӑл питех те чее пулни ҫинчен калаҫҫӗ; 23. вӑл пытанса пурӑнакан пӗтӗм хӳтлӗх вырӑна сӑнаса тӑрӑр, ман патӑма тӗрӗс хыпарпа килӗр, вара эпӗ сирӗнпе пӗрле кайӑп; вӑл ҫакӑ ҫӗр ҫинчех пулсассӑн, эпӗ ӑна Иуда ҫӗрӗнчи пин-пин ҫын хушшинче шыраса тухӑп, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ионафан ӗнтӗ Саула хуравланӑ: Давид манран Вифлеема кайма ирӗк ыйтса илчӗ; 29. вӑл ҫапла каларӗ: «кайма ирӗк парсамччӗ мана: пирӗн хулара хамӑр тӑвансем парне кӳме пуҫтарӑнаҫҫӗ, пиччем ман пата йыхрав ячӗ; санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, каям та пиччемсене курса килем» терӗ; ҫавӑнпа вӑл патша апатне килеймерӗ, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ионафан Давида каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри чӗрӗ! эпӗ ыран ҫак вӑхӑталла е ыран мар тепӗр кун аттерен пӗтӗмпе ыйтса пӗлӗп; эхер те вӑл Давид ҫинчен кӑмӑллӑ калаҫсассӑн, эпӗ сан патна ҫын ямӑп, сана тӳрех пӗлтермӗп, 13. Ионафана Ҫӳлхуҫа ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те санӑн аҫу ман ҫинчен ыйтсассӑн, эсӗ: «Давид манран ирӗк ыйтса хӑйӗн хулине Вифлееме кайрӗ: вӗсенӗн пӗтӗм йӑхӗ унта ҫулталӑкшӑн кӳмелли парне парать» те.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Патша каланӑ: апла пулсан ыйтса пӗл, ку яш ача кам ывӑлӗ пулать? тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иессей Давида, хӑйӗн ывӑлне, каланӑ: пиччӳсем валли пӗр ефа типӗтнӗ тӗш тырӑ тата вунӑ ҫӑкӑр ил те хӑвӑртрах тапӑра пиччӳсене леҫсе пар; 18. ку вунӑ чӑкӑтне пинпӗве леҫсе пар та пиччӳсен сывлӑхӗ ҫинчен, вӗсене мӗн кирли ҫинчен ыйтса пӗл, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара пӗтӗм халӑх Самуила каланӑ: пирӗн вилсе пӗтес марччӗ — хӑвӑн чурусемшӗн Ҫӳлхуҫа Турруна кӗлтусамччӗ; эпир ӗнтӗ, хамӑр валли патша ыйтса, хамӑрӑн мӗнпур ҫылӑх ҫумне тепӗр ҫылӑх хушрӑмӑр, тенӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ акӑ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнӗп те, Вӑл аслатипе ҫумӑр ярса парӗ, эсир вара, хӑвӑр валли патша ыйтса, Ҫӳлхуҫа умӗнче мӗн тери пысӑк ҫылӑх тунине пӗлсе-курса тӑрӑр.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ ӗнтӗ вӑл — хӑвӑр суйласа лартнӑ, хӑвӑр ыйтса илнӗ патша: акӑ Ҫӳлхуҫа сире патша пачӗ.13. Итак, вот царь, которого вы избрали, которого вы требовали: вот, Господь поставил над вами царя.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халиччен Израильре кам та пулин Турӑран ыйтса пӗлме кайнӑ чухне ҫапла каланӑ: «витӗркуран патне каяр» тенӗ: халӗ «пророк» теекенсене унччен «витӗркуран» тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Анна йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самуил тесе ят хунӑ; [вӑл ҫапла каланӑ:] эпӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран [Саваоф Турӑран] ыйтса илтӗм, тенӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.