Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Кашни чӗрчунӗн — тӑватӑ пит-куҫ, пӗрремӗш пит-куҫӗ — херувим пит-куҫӗ, иккӗмӗш пит-куҫӗ — этем пит-куҫӗ, виҫҫӗмӗшӗ — арӑслан пит-куҫӗ, тӑваттӑмӗшӗ — ӑмӑрткайӑк пит-куҫӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсен пӗтӗм тӑлпӑвӗ те, ҫурӑмӗ те, аллисем те, ҫуначӗсем те, кустӑрмисем те, тӑватӑ кустӑрми те, куҫлӑ, пур ҫӗрте те тӑп-тулли куҫ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пынӑ чухне вӗсем хӑйсен тӑватӑ енне каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнмаҫҫӗ, пуҫӗ ӑҫталла, ҫав еннелле каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнмаҫҫӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑватӑ кустӑрми те пӗр пек, пӗр кустӑрми тепӗр кустӑрми ӑшӗнче тӑнӑ пек курӑнать.10. И по виду все четыре сходны, как будто бы колесо находилось в колесе.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакна куртӑм вара: акӑ херувимсем патӗнче тӑватӑ кустӑрма, кашни херувимӗ патӗнче пӗрер кустӑрма, кустӑрмисем топаз чулӗнчен тунӑ евӗрлӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. эсӗ, этем ывӑлӗ, кала, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль ҫӗрӗн пӗтес кунӗ ҫитрӗ — ҫӗрӗн тӑватӑ енне пӗтес кун ҫитрӗ.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пынӑ чухне вӗсем хӑйсен тӑватӑ енне каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнмаҫҫӗ.17. Когда они шли, шли на четыре свои стороны; во время шествия не оборачивались.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ чӗрчунсем ҫине пӑхрӑм: акӑ ҫӗр ҫинче, ҫав чӗрчунсем патӗнче, вӗсенӗн тӑватӑ пичӗ-куҫӗ умӗнче пӗрер кустӑрма.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫуначӗсем айӗнче — этем аллисем, тӑватӑ енче те ҫавӑн пек; 9. пурте, тӑваттӑшӗ те, — пит-куҫлӑ, ҫунатлӑ; ҫуначӗсем вӗсен пӗр-пӗрне перӗнсе тӑраҫҫӗ; пынӑ чухне вӗсем пӑрӑнса каймаҫҫӗ, хӑйсен пичӗ-куҫӗ ӑҫталла пӑхать, ҫавӑнталла каяҫҫӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Анчах Пӗлекенни ӑна пӗтӗмпех пӗлет; Вӑл — ҫӗре ӗмӗрлӗхе Пултараканӗ, ӑна тӑватӑ ураллӑ чӗрчунпа Тултараканӗ — ӑслӑлӑха Хӑйӗн ӑс-хакӑлӗпе уҫнӑ.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Навуходоносор акӑ мӗн чухлӗ халӑха тыткӑна хӑваласа кайнӑ: ҫиччӗмӗш ҫулхине — виҫӗ пин те ҫирӗм виҫӗ иудее; 29. Навуходоносор вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимран сакӑрҫӗр вӑтӑр икӗ ҫынна хӑваласа кайнӑ; 30. Навуходоносор ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан ҫичҫӗр хӗрӗх пилӗк иудее хӑваласа кайнӑ; пӗтӗмпе вара тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулать.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кашни юпи вунсакӑр чике ҫӳллӗш пулнӑ, ытамласа виҫсессӗн вуникӗ чике пулнӑ; вӗсем хӑвӑл пулнӑ, пӑхӑр хулӑнӑшӗ тӑватӑ пӳрне таран пулнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав ҫулах, Иудея патши Седекия патшана ларни тӑватӑ ҫул та пиллӗкӗмӗш уйӑх ҫитсессӗн, Анания — Азур ывӑлӗ, Гаваон пророкӗ — Турӑ Ҫуртӗнче священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче мана ҫапла каларӗ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп; 3. Вавилон патши Навуходоносор ҫакӑнтан Вавилона илсе кайнӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрне Эпӗ тепӗр икӗ ҫултан ҫак вырӑнах тавӑрӑп; 4. Иехонияна та — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Вавилона тыткӑна лекнӗ мӗнпур иудее те ҫак вырӑнах тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем ҫине тӑватӑ сехмет ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗлермешкӗн — хӗҫ, туртса ҫурмашкӑн — йытӑ, хӗн кӑтартмашкӑн тата пӗтермешкӗн вӗҫен кайӑкпа хирти тискер кайӑк ярӑп.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара суя тӗнлисем валли ялав ҫӗклӗ, ҫӗрӗн тӑватӑ хӗрринчен Израилӗн хӑваласа янӑ ҫыннисене пуҫтарӗ, сапаласа янӑ иудейсене чӗнсе илӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑватӑ япала палӑрать унта: ырӑпа усал, пурӑнӑҫпа вилӗм, чӗлхе вара — яланах пуҫ пулса тӑраканӗ.Четыре состояния выражаются на нем: добро и зло, жизнь и смерть, а господствует всегда язык.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унӑн ҫиелти ризи ҫинче пӗтӗм тӗнче пулнӑ, тӑватӑ йӗркеллӗ чулӗсем ҫинче аттемӗрсен касса ҫырнӑ чаплӑ ячӗсем пулнӑ, Санӑн аслӑлӑху вара — унӑн пуҫӗн ҫутанкки ҫинче.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Акӑ ҫӗр ҫинчи тӑватӑ пӗчӗкскерӗ, анчах вӗсем ӑслисенчен те ӑслӑрах: 25. кӑткӑ — халӑхӗ вӑйлӑ та мар, анчах апатне ҫулла янтӑлаҫҫӗ; 26. сӑрт-ту шӑшийӗ — хавшак халӑх ҫеҫ, анчах йӑвине чул ту ҫинче ҫавӑраҫҫӗ; 27. хӗрлӗ шӑрчӑкӑн патша ҫук, анчах вӗсем кар тапранаҫҫӗ, йӗркен-йӗркен пыраҫҫӗ; 28. эрешмен урисемпе ҫакланкалать ҫеҫ, хӑй вара патша керменне те ҫитет.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иов тата ҫӗр хӗрӗх ҫул пурӑннӑ, ывӑлӗсене те, ывӑлӗсен ывӑлӗсене те тӑватӑ сыпӑка ҫитиччен курнӑ.16. После того Иов жил сто сорок лет, и видел сыновей своих и сыновей сыновних до четвертого рода;
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: санӑн ывӑлу-хӗрӳ аслӑ пиччӗшӗн килӗнче ӗҫсе-ҫисе ларатчӗ; 19. сасартӑк пушхиртен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл килчӗ те пӳрте тӑватӑ кӗтессинчен тӑпӑлтарса ҫӗклерӗ, пӳрт ачусем ҫине йӑтӑнса анчӗ, вӗсем пурте вилчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.