Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куннинче те Сехре ҫавӑн пекех турӗ, хӑйне «Эй, мӗн намӑсӗ, эпӗ вӑрра кайман-иҫ» тесе лӑплантарчӗ те ним пулман пек колхоз картишне вӑкӑр кӳлме чупрӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт хӑйне вӑрҫкалать, ҫынсене вӑрҫкалать, унтан мӗн пулса иртнине маннӑ пек пулать — ӑҫта ӗнтӗ ялан ӑша вӗҫтерсе ҫӳрен: ӗмӗрте пӗрре ырӑ ут та такӑнать.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйне хуш, — терӗ Липа.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех каялла утӑмлать, хӑйне унта епле инкек кӗтнине те пӗлмест.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Куртӑм ӗнтӗ, — ку тӗлӗнтермӗш ӗҫе хӑйне хушнинчен аптраса ӳкнине пытараймасӑр тавӑрчӗ Сехре Иванӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ, сӑмахран, Ятмана ӗнтӗ вӑл ӗмӗрлӗхех тӑшман тесе шутланӑ — миҫе ҫул вӗсем патне кайса кӗмен, миҫе ҫул ӑна сӑмах чӗнмен, урамра курсан та айккинерех пӑрӑнса утма тӑрӑшнӑ, хӑйне уй хуралҫинчен кӑларттарнӑранпа кашни утӑмра ӑна усал ятпа кӑна асӑннӑ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— «Победа»! — тет Зейнаб хыттӑн, хӑйне кӑмӑла каякан ят тупнӑран вӑл пит-куҫран та ҫуталса илет.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Итлемен пулӑттӑм, — хӑйне ҫӗнӗ вӑрлӑх илсе килсе панӑ пек, тулла сӗтел ҫине тӑкрӗ Ятман.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне ун пирки вӑл Ятмана хӑйне те систерчӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл килте пухура илтнӗ кашни сӑмаха аса илчӗ, Ятман хӑйне хыттӑн каланин сӑлтавне пӗлме тӑрӑшрӗ, ҫапах та ниепле те шухӑш вӗҫне тухаймарӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ав, Липа та халичченхи тумпа мар, хӑйне пуринчен ытла килӗшекен кӑвак пурҫӑн кӗпине тӑхӑннӑ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мана паян Петров сӑмахӗсем питӗ тӗлӗнтереҫҫӗ, — терӗ вӑл, Левентей ҫине витӗр пӑхса, — Петров ҫак ларура хӑйне пӗрре те малта пыракан колхоз председателӗ пек тытмасть, эпӗ сирӗнпе ҫыхланмастӑп, тесе мухтанать.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫурхи ҫанталӑкран-и, е ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑран вӑл хӑйне хаваслӑ тытрӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах унӑн хӑйне лӑпкӑн тытма чӑтӑм ҫитрӗ, вӑл ним чӗнмесӗр пӳлӗмрен тухрӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак минутра Левентейӗн нумай пулмасть ҫеҫ хӑйне ырӑ ҫын пек туйӑннӑ хӗрарӑма алӑк ҫине пӗтӗм вӑйпа тӗтсе ярас, унтан, начальник патне каялла кӗрсе, асар-писер харкашу тӑвас килсе кайрӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Петӗр таҫта та ҫитнӗ, хӑйне кирлӗ япалана тупайман.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашмарина ун сӑмахӗсенче каллех хӑйне тӑрӑхласа каланине туять — машина е ирех таҫта тухса кайнӑ ӗнтӗ е ҫӗмрӗк ларать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйне йышӑнманнине кура пӑртак та пулин тӑхтамӗ-и тетӗп-ҫке!

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс килсен, хӑйне те илсе пыратпӑр-ха ӑна.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, ҫиелтен пӑхсан ӗнтӗ тӗрӗс те пек: звено хӑйне панӑ ҫич-сакӑр гектар ҫинчен вӑйлӑ тырпул пухса кӗртет.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней