Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ав сăмах пирĕн базăра пур.
Ав (тĕпĕ: ав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ав кизяк кӗлӗ тӗслӗ чӑнкӑ чул ҫыран, шӑтӑк-шӑхӑрлӑ, ҫилпе ҫийӗнсе пӗтнӗскер.

Вот и та каменная круча, мрачная, под цвет кизяковой золы, дырявая, источенная ветрами.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав Родниковскисем шӑваҫҫӗ, — терӗ Савва, ҫаннипе кантӑка шӑлса.

— А вот и родниковцы ползут, — сказал Савва, протирая рукавом стекло.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав, вӗсем, юланутпа, — Трифон пушӑ аврипе буркӑллӑ икӗ юланут ҫине кӑтартрӗ.

Вон они, на конях, — и Трифон указал кнутовищем на всадников в бурках.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав епле машина.

Вот оно какие машины!

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав пралукӗ те пур!

— А вон и провода!

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав ҫав шӑтӑка, — терӗ айккинче тӑракан кӑвак сухаллӑ ҫиллес сӑнлӑ лавҫӑ.

— Вон в ту дырку, — подсказал седобородый и мрачный на вид возчик, стоявший в сторонке.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Пирӗн Виктор Игнатьевич ҫывӑрать ав, — шухӑшланӑ Прохор.

«А наш Виктор Игнатович спит себе, — думал Прохор.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ларса юлать вара турбина хир варринче, выртӗ ҫул ҫинче юр айне пулса, иртен-ҫӳренсем кулма тытӑнӗҫ: ав епле Усть-Невински ҫыннисем!

Застрянет турбина где-нибудь в степи, будет лежать в снегу на дороге, а проезжие люди станут насмехаться: вот, мол, какие устьневинцы!

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав епле ҫулӑхакан хӗрарӑмсем пулаҫҫӗ.

Вот какие бывают женщины привязчивые.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав, сӑмах ҫинех лапсӑртатса килет!

А вот и он плетется!

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫав йывӑҫсем патне ҫит-ха, ав унта, хурсем ларнӑ тӗле.

— Езжай до тех белолисток, вон туда, где гуси сидят.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав мӗнле сӑлтав иккен!

— Вот, оказывается, что за причина!

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Чакак хӳри ҫинче илсе килчӗ — ав ӑҫтан!

— Сорока на хвосте принесла — вот откуда!

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав пирӗн арҫынсем те килеҫҫӗ.

А вот и наши ползут.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав епле эсӗ, Витя! — терӗ Сергей, кулса ярса.

— Так вот ты какой, Витя! — сказал Сергей и рассмеялся.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав епле! — терӗ Сергей, тетрадь ҫине пӑхса.

— Вот как! — сказал Сергей, все еще не отрываясь от тетрадки.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав епле хӑюллӑ эс! — Хохлаков усаллӑн кулчӗ.

— Вот ты какой смелый! — Хохлаков зло усмехнулся.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ав вӗтлӗх вӑрман, — кӑнтӑрла пытанса выртӑр та ҫӗрле малалла лапӑстатӑр!

Вон лесок, переднюйте в нем, а ночью дальше!

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пире пӗтерсен те ҫӑлӑнса юлаймастӑр: ав ялтах пирӗн сотня…

Нас побьете — все одно уйтить вам не придется: вон в деревне наша сотня стоит…

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Манӑн юлташа, ав, юнашар выртнӑ ҫӗртех нимӗҫсем чиксе пӑрахрӗҫ, секрета кайнӑччӗ унпа; эсӗ калатӑн-ха: тар шӑршласа курман, тетӗн.

У меня вон у самого товарища под боком закололи — в секрете с ним были, а ты говоришь, что мы войны не нюхали.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней