Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫиес (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиес киле пуҫларӗ.

Что-то есть захотелось.

VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— А ҫиес килет вара питӗ!

— А есть как хочется!

Пӗрремӗш декрет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Кӗҫех садран, аякран, сенкер сӗмлӗхрен: — Йывӑҫҫи ҫинчен татса ҫиес килсен — кил, — тени ман патӑма ҫитрӗ.

Уже откуда-то из сада, из синего сумрака до меня донеслось: — Захочется с куста — приходи.

Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.

Тата, ӗҫшӗн, ӗҫпе, ӗҫ тӑвас тесе пурӑнатпӑр пуль, мӗн те пулин ӗҫес те ҫиес, ӑҫта та пулин каяс та килес тесе ҫеҫ мар-тӑр?..

И живем, наверное, для какого-то дела, а не для того, чтобы что-то съесть да выпить, куда-то съездить да поглядеть…

19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫу куршаккинчи сарӑ ҫу ҫиес килтереслӗхе ӳстерет.

Аппетитно желтело свежее масло в маслёнке.

Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫав хушӑрах Маринка, сассӑм-сӑмахӑмранах манӑн татах ҫиес килнине туйса илнӗскер, яланхиллех, мана ҫӑлма васкать:

Между тем Маринка, тоже видя, как решительно я расправился со своим цыпленком, и слыша, как нерешительно прозвучал мой благородный отказ, — Маринка тоже, как всегда, спешит мне на выручку:

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

 — «Ҫук, тавтапуҫ, ҫиес килмест».

— «Нет, спасибо, что-то не хочется».

8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Тумлантӑм та апатланмасӑрах — ҫиес килместчӗ — урама тухрӑм.

Я оделся и, не завтракая — есть не хотелось, вышел на улицу.

7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ӑшаланӑ какай шӑрши тата кӑвар ҫине юхса ҫунса кайнӑ ҫу сӗрӗмӗ, ҫуннӑ тӑвар шӑршипе хутшӑнса, карланкӑна кӑтӑклантарса ҫиес кӑмӑла ҫӗклентерет.

Запахи жареного мяса и чад от стекающего на угли жира дразнили аппетит.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ӗҫес те, ҫиес те килет.

Хотелось пить и есть.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

«Эпӗ салӑ ярсах рис пӑтти пӗҫертӗм, ҫиес пулать, командир юлташсем.

«Я кашу заварил рисовую, с салом, надо кушать, товарищи командиры.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ӗмӗрте манас ҫук эпӗ вӑл матроса, хаваслӑскер, карап ҫинче кок пулнӑ, тӗнче тикӗс пулнӑ уншӑн: «Вӑрҫа-вӑрҫӑ та, анчах ҫиес пулать».

Это матроса на всю жизнь запомню, веселый такой, коком был на корабле, ему все нипочем: «Война войной, а кушать надо».

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Панулми ҫиес килнӗ унӑн! — кулса ячӗ Пашка.

— Он захотел кушать яблочки, — Пашка подхихикнул.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Манӑн ӑшаланӑ пӗвер ҫиес килет, — терӗ йӑмӑкӑм.

— Я хочу жареной печенки, — сказала сестра.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Тен, санӑн сахӑр ҫиес килмест пулӗ.

— Может быть, не хочешь сахару?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

«Апла пулсан, кайса уҫӑлса ҫӳре, вара ҫиес килекен пулӗ».

«Ну пойди погуляй, аппетит и появится».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

«Ҫиес килмест».

«Аппетита нет».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Сывмар ҫыннӑн мӗн ҫиес килнине пӗлнӗ пек, хӗрарӑм-шефсенчен пӗри ӑна ҫырла илсе килсе пачӗ.

И, словно угадав желание больной, одна из женщин-шефов принесла ей лесных ягод.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Мӗн тӑвас тен, пурпӗрех ҫиес пулать вӗт.

Кушать надо, что поделаешь.

Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Ҫиес килнӗ таран ҫитеретӗп.

Ешьте сколько душе угодно.

XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней