Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫакнашкал сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫакнашкал (тĕпĕ: ҫакнашкал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакнашкал ӗҫ валли санран лайӑхрах ҫулташ тупаймастӑп, мӗншӗн тесен санӑн — йӳрӗк, чӑн чун.

Для такого предприятия мне не найти лучшего спутника, чем ты, потому что у тебя живая душа.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакнашкал самант, — хуравларӗ Джонсон.

— Такая минута, — ответил доктор.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакнашкал лару-тӑрурах, ҫичӗ ҫул каялла, шӑпах ҫапла пулнӑччӗ.

Точно так было семь лет тому назад, почти в той же обстановке.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакнашкал минутра хӑш майра ҫапла хуравлаять?

Какая барышня ответит так в такую минуту?

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапах та ҫав вӑхӑтра шухӑшӑмсем шӑпах ҫакнашкал сӑмахсемпе сӑнарланнӑ тени ӳстерсе калани пулӗччӗ, — ун чухне эпӗ мӑн ҫынсен ҫирӗпленнӗ ӑсталӑхӗнчен чылай аякра тӑнӑ, кӑпӑк пек мӗлтлетекен сӑнарсене сӑмахсен картине кӗртсе лартасси хӑвӑрт пурнӑҫланакан ӗҫ мар.

Не надо, однако, думать, что мысли мои в то время выразились такими словами, — я был тогда еще далек от привычного искусства взрослых людей, — обводить чертой слова мелькающие, как пена, образы.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл пуян, ҫӗр чӑмӑрӗ тавра курса ҫаврӑннӑ, анчах ҫакнашкал пылак ҫимӗҫе халиччен ас тивмен.

Она богата и объездила земной шар, но такого пирожного еще не пробовала.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Мана ҫакнашкал тӳсӗмсӗрлӗхре тытни хӗрхенӳсӗр.

 — Жестоко держать меня в таком нетерпении.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакнашкал япаласене илтсен Молли еплерех сивлеклӗхе лекнине пӗлесчӗ сирӗн!..

Надо знать мрачность, в которую она впадает, когда слышит такие вещи!

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унӑн яланхи юрри: «Пирӗн унта», «Эпир апла мар», «Пирӗншӗн пулсан мӗн» — тата ытти ҫакнашкал сӑмах куписем, ҫавна пула вӑл Лисран пин-пин ҫухрӑмра ҫуралса ӳснӗн туйӑнатчӗ: ухмахсен кутӑн ҫӗр-шывӗнче, унта вара — кӑкӑрне каҫӑртса — вӗҫкӗнчӗксем хӗвӗнче яланах ҫӗҫӗ чиксе ҫӳреҫҫӗ.

Вечным припевом его было: «У нас там…», «Мы не так», «Что нам до этого», — и все такое, отчего казалось, что он родился за тысячи миль от Лисса, в упрямой стране дураков, где, выпячивая грудь, ходят хвастуны с ножами за пазухой.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакнашкал тумтирлӗ ҫынсем, эпӗ нумай хутчен курнӑ тӑрӑх, эрешпе капӑрланнӑ мӗнле те пулин капитана жилет тӳминчен тытаҫҫӗ те — ҫыран хӗрринче тӑсӑлакан канат-пичке ҫекӗлӗсен хушшинче хӗвел айӗнче тӑрса калаҫаҫҫӗ, ӳкӗтлеҫҫӗ, илӗртеҫҫӗ: «Кивҫенле туян» е «Нушасӑрах асӑрхан» фирмӑсен сӗнӗвӗсем ҫав тери пайталлӑ имӗш…

Люди в таких вот нарядах, как я видел много раз, держат за жилетную пуговицу какого-нибудь раскрашенного вином капитана, стоя под солнцем на набережной среди протянутых канатов и рядов бочек, и рассказывают ему, какие есть выгодные предложения от фирмы «Купи в долг» или «Застрахуй без нужды».

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Виҫӗ ҫул хушши ҫул ҫӳресе ҫакнашкал темиҫе хыпар илтӗм.

Путешествуя в течение трех лет, я получил несколько таких извещений.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакнашкал вак-тӗвек хускалу вырӑнне пулмалла.

Такой пустяк был бы толчком.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакнашкал кӗнекесене вуласан хӑвна питӗ чаплӑн тытма хӑнӑхатӑн.

Замечательно овладеваешь собой, читая такие книги.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Сӑмахӗсем ҫакнашкал:

Слова были такие:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах, асту ачам, малашне ҫакнашкал йӑнӑшсем сахалтарах пулччӑр.

Но смотри, парень, чтобы поменьше у тебя было эдаких ошибок!

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫакнашкал ҫынсем патне лекни — иккӗ.

К людям таким попал — два.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сӑмах май, ҫакнашкал ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ-и?..

Бывают ли с тобой, между прочим, такие вещи?

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Еплерех эсрел… — хӗремесленсе тата чалтах сиксе тӑрса кӑшкӑрса ячӗ Хейль, — сирӗн пуҫ мимине еплерех эсрел кӗртсе усрать ҫакнашкал чӑрсӑр шӳтсене?!

— Какой дьявол, — закричал Хейль, покраснев и вскакивая, — вкладывает в ваш мозг эти дерзкие шутки!..

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Эх, яш каччӑ, яш каччӑ… ҫакнашкал ӗҫпе хӑҫан та пулин аппаланмашкӑн сире турӑ ан хуштӑрах.

 — Не дай бог, юноша, взяться вам когда-нибудь за такое дело.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Эсӗ шӑпах ҫакнашкал ӗҫсемпе аппаланатӑн-ҫке.

Это ведь так на тебя похоже.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней