Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юнлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
юнлӑ (тĕпĕ: юнлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулпуҫне пытарнӑ ҫӗрте пулса пытару вӑхӑтӗнчи мӗнпур юнлӑ йӗркесене курса тӑмалла пулчӗ.

Они должны были присутствовать при погребении вождя и при всех кровавых обрядах, сопровождающих это погребение.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

1863 ҫулта, нумай юнлӑ тытӑҫусем пулнӑ хыҫҫӑн, маориецсем темӗн пысӑкӑш ҫӗр талккӑшне тытса тӑракан Вайкато сӑрт лапамӗнче ҫирӗпленсе ларнӑ.

В 1863 году, после долгих и кровопролитных боёв, маорийцы укрепились на возвышенности Вайкато, господствующей над огромной территорией.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак юнлӑ ӗҫсем ҫинчен каласа пӗтерес тесен, «Тӑвансем» ятлӑ карапа асӑнса хӑвармалла, ӑна Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем 1815 ҫулта тытса пусмӑрланӑ, 1820 ҫулта «Бойд» карапа аркатни те ҫакӑн ҫинех кӗрет; юлашкинчен, 1829 ҫулхи мартӑн 1-мӗш кунӗнче ҫав ҫынсемех акӑлчансен «Гаус» бригӗ ҫине тапӑннӑ, вӗсем ун ҫинчи матроссенчен нумайӑшне вӗлерсе ҫавӑнтах ҫисе янӑ.

Чтобы закончить этот кровавый перечень, нужно упомянуть ещё корабль «Братья», атакованный новозеландцами в 1815 году, разгром корабля «Бойд» в 1820 году и, наконец, нападение туземцев на английский бриг «Гаус» 1 марта 1829 года, закончившееся убийством многих матросов, трупы которых тотчас же были съедены.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав ҫуртрах Марионӑн юнлӑ кӗпи, ҫамрӑк Водрикурӑн пистолечӗсемпе тумтирӗсем, матроссен хӗҫпӑшалӗсем выртнӑ.

Тут же в хижине валялись окровавленная рубашка Мариона, одежда и пистолеты молодого Водрикура, оружие матросов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Юнлӑ драма ҫинчен Турнер пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.

Турнер рассказал все подробности кровавой драмы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку вӑхӑтсенче йӑхсен хушшинчи хирӗҫӳсем тата та ытларах юнлӑ ҫапӑҫусене тухса пынӑ, мӗншӗн тесен туземецсем Европӑри хӗҫпӑшалсене алла илнӗ, вӗсене питӗ ҫӑмӑл тыткалама вӗреннӗ.

К этому времени сражения между племенами стали более кровопролитными, так как туземцы овладели европейским оружием и научились пользоваться им с замечательной ловкостью.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Никама та шутласа илме памасӑр, лашине вӑл урса кайнӑ пек унталла та кунталла пӑркалать, тискерленсе кайнӑ ҫынсем ҫине таптаса пыра-пыра кӗрет; Павел ҫак этемсен юнлӑ пӑтравне ҫапла сехӗрлентерсе ҫеҫ пӗр-пӗринчен уйӑрса яма май пуррине туять.

Не давая опомниться, бешено крутил коня, наезжал им на озверелых людей и, чувствуя, что разнять это кровавое людское месиво можно только такой же дикостью и страхом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫав уйсенче ӗнтӗ икӗ ял ҫулсеренех хӑйсен йӑранӗсем пирки тухакан тавлашӑва юнлӑ ҫапӑҫусемпе татать.

Там на полях в кровавом побоище разрешали свою ежегодную тяжбу о межах два села.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсем тӗлӗнмелле илемлӗ лашасем ҫине утланнӑ, ун пек лашасене Англин таса юнлӑ гунтерӗсем теҫҫӗ.

Они были верхом на поразительно красивых конях — чистокровных английских гунтерах.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ку упӑтене таса юнлӑ австралиец теҫҫӗ, — терӗ Паганель.

— Это — чистокровный австралиец, — ответил Паганель.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Октябрь вӗҫӗнче вӑл юнлӑ сурма пуҫланӑ.

В конце октября у него началось кровохарканье.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах Перон капитан пурӑнса ирттерни кунпа пӗрлех пӗр юнлӑ драмӑпа паллӑ пулса юлнӑ.

Но пребывание капитана Перона на острове ознаменовалось ещё кровавой драмой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Таҫта аякра, кӑнтӑртан ҫурҫӗр еннелле, тымарӗпе кӑкланса тухнӑ йывӑҫ вуллисем, хуҫӑлнӑ туратсем, таҫти ранчоран хӑйпӑнса тӗпленнӗ улӑм ҫивиттисем, чӗрчунсен виллисем, саладеросӗнчен юхса тухнӑ юнлӑ тирсемпе выльӑх тушкисем шыва май юхаҫҫӗ, ҫавсемпе пӗрлех пӗр йывӑҫ вулли ҫинче ягуарсен ҫемьи харкашса пырать, вӗсем ҫав черчен сулӑран чӗрнисемпе тармакласа тытнӑ.

Вдали с юга на север неслись по течению вырванные с корнем стволы, сломанные ветви, соломенные крыши, сорванные с какого-то ранчо, трупы животных, окровавленные шкуры и туши из саладеро и, наконец, на покачивающемся древесном стволе целое семейство рычащих ягуаров, которые вцепились когтями в свой хрупкий плот.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Юнлӑ драмӑн тӗвви салтӑнса каясси инҫе юлмарӗ.

Развязка кровавой драмы приближалась.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗр Тауко кӑна, чӑн-чӑн таса юнлӑ лаша пек, хуҫи пӗрре чӗнсессӗнех сиксе ӳкме хатер тӑраканскер, ура ҫинче ҫывӑрать.

Только Таука, как настоящая чистокровная лошадь, спала стоя, готовая бежать по первому зову хозяина.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Майор, лашасене чухлама пӗлекенскер, пампассен таса юнлӑ лашине ниҫтан ырласа пӗтереймест.

Майор, знаток лошадей, искренне восхищался этим образчиком чистокровной пампасской породы.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем ишӗлсе аннӑ ҫӗрсен сылтӑм чиккинчен каҫмарӗҫ, кӑшт ҫеҫ тӑпра купи пулсан та унта пырса пӑхмасӑр ирттермерӗҫ, сӑртсен ишӗлчӗкӗсемпе ҫурри тулса ларнӑ авӑрсене анса вӗсем унтан чӗп-чӗр юнлӑ ал-урасемпе тата таткаланса пӗтнӗ тумтирсемпе тухрӗҫ.

Они неизменно держались правой границы обвала, исследуя малейшую складку почвы, спускаясь на дно пропастей, полузаваленных обломками горного массива, и вылезали оттуда с окровавленными руками и ногами и изодранной в клочья одеждой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем ҫара ури ҫумне ҫыхса лартнӑ пысӑк шпорӗсемпе лашисен ахаль те юнлӑ аяк пӗрчисене тӑрӑнтарса пыраҫҫӗ.

Вонзая в окровавленные бока своих лошадей огромные шпоры, привязанные к босым ногам.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Малькольм-Кэстль тарҫисем ку сӗнӗве хаваслӑ кӑшкӑрусемпе саламласа ырлаҫҫӗ — пӗр юнлӑ тӑвансене, хӑйсем пек Шотланди ҫыннисене ҫӑласси ҫинчен сӑмах пырать-ҫке.

Слуги Малькольм-Кэстля восторженными криками приветствовали это предложение — ведь речь шла о спасении братьев по крови, таких же шотландцев, как они сами!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл Шотландин харсӑр патриочӗ пулнӑ, унӑн Малькольм-Кэстль тарҫисем те, мӗнпур «Дункан» командийӗ пекех, Шотландин таса юнлӑ ҫыннисем пулса тӑраҫҫӗ.

Он слыл храбрым патриотом Шотландии, и его слуги Малькольм-Кэстла, как и вся команда «Дункана», являются чистокровными жителями Шотландии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней