Поиск
Шырав ĕçĕ:
Евсеич пӗрре хӑйӗн кепкине тытса лутӑркарӗ, тепре ӑна пуҫӗ ҫинелле ывӑтса тӑхӑнчӗ, унтан каллех хывса илсе унӑн тӑрринчи тӳмине пӗтӗркелерӗ; пӑлханса кайнипе аллисем шӗвӗр сухалне те канӑҫ памарӗҫ; вӑл чӗлӗмӗ ӑшне табак тултарма манса кайсах ӑна чӗртме тӑчӗ, вара ӑна каллех кӗсйине чиксе хучӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Анчах эпӗ стойка ҫинчен кире пуканӗ ярса илсе, ун ҫинелле ывӑтса ярсассӑн, вӑл кукленсе илсе кӑшкӑрса ячӗ:Но когда я схватил с прилавка гирю и замахнулся на него, он, приседая, крикнул:
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Типшӗм те ҫӑмлӑскер, кукаҫей ҫӗртен тӑчӗ, манпа юнашар ларчӗ мантан пируса вӑрт туртса илсе, ӑна чӳрече витӗр ывӑтса ячӗ те хӑранӑ сасӑпа каларӗ!
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах ӑна кӗнеке парсассӑн, вӑл ним шарламасӑр ӑна ывӑҫ тупанӗсемпе чӑмӑртаса лутӑркарӗ те борт хыҫнелле ывӑтса ячӗ:Но, когда я поднёс ему книгу, он молча смял её ладонями в круглый ком и швырнул за борт.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пирус тӗпне борт хыҫнелле ывӑтса ярса, вӑл пӑртак чӗнмесӗр тӑчӗ те каллех калаҫма тытӑнчӗ:
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫамрӑкки куҫхаршисене сиввӗн пӗрӗнтерсе, пукан хыҫӗ ҫумнелле тайӑнса, итлесе ларатчӗ; аслӑраххи — ҫинҫешке те хӑпартланса тӑракан ҫӳҫлӗскер — сасартӑк питне алӑ тупанӗсемпе хупласа илчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем чӗтреме пуҫларӗҫ, гимназист кӗнекене ывӑтса ячӗ, ҫамрӑк хӗрарӑмӗ ура ҫине сиксе тӑрса тухса тарсассӑн, гимназист хӑпартланса тӑракан ҫӳҫлӗскерӗ умне чӗркуҫленсе ларчӗ те, унӑн аллисене чуптума тапратрӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кирпӗч хӳме урлӑ каҫнӑ чухне эпӗ одеялпа чӑрканса ларнипе ӳкрӗм, хама хӑйӑр ҫӳлелле ывӑтса янӑ пек ҫавӑнтах тата ура ҫине сиксе тӑтӑм.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӑшман пӗр минутлӑха та канӑҫ паманнишӗн ҫилленсе, Вук чикарккӑна ывӑтса ячӗ.Вук бросил папиросу, злясь, что даже на миг не дают передышки.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Лианӑсем хутланнӑ тӗлӗсенчен ҫунса татӑлаҫҫӗ те, аялалла пере-пере анаҫҫӗ, вара шуйттан аллисем пек силленсе, ҫулӑмпа хӗлхемленсе, вута пӗр йывӑҫ ҫинчен теприн ҫине ывӑтса яраҫҫӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӑл, урисене пуҫӗ урлӑ ывӑтса, шывра пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса илчӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Вӑл пушӑ сӑра кӗленчине сывлӑшра темиҫе хутчен ҫаврӑнмалла ывӑтрӗ те, сасартӑк, турилкке хӗрри ҫине пуҫхӗрлӗ лартса, ӑна темиҫе секунд хушши ӳкермесӗр тӑратрӗ; тӑватӑ шӑмӑ шарпа, ҫавӑн пекех тата икӗ ҫуртапа ывӑтса выляса кӑтартрӗ, ҫуртисене иккӗшне те пӗр вӑхӑтрах ҫурта лартмалли ҫӗре тирӗнтерчӗ; ун хыҫҫӑн пӗр вӑхӑтрах виҫӗ япалапа: веерпа, йывӑҫ сигарӑпа тата зонтпа вылярӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Вӑл вара ҫав укҫана ҫиленсе, мӑнкӑмӑллӑн ывӑтса ячӗ, укҫи, кӑштах чӑнкӑртатса, ҫул ҫинчи шурӑ тусан ӑшне ӳксе ҫухалчӗ.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Сергей тытса тӑракан шӗлепке ҫине пӗчӗк ҫутӑ укҫа ывӑтса пачӗ те хӑй ҫавӑнтах пӳлӗме кӗрсе ҫухалчӗ.Швырнула сверху в подставленную шляпу Сергея маленькую белую монетку и тотчас же скрылась.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Кларк йытӑсене брынза ывӑтса пачӗ те лутра та кукӑр хыр тӑррине хӑпарчӗ, вара: — Ого-го-го!.. — тесе кӑшкӑрчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Гойда ывӑтса панӑ ҫӑлӑнӑҫ ункине Кларк ҫийӗнчех ярса тытрӗ, ку тӗлӗшпе вӑл питех те чее.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗр тӑтӑш стройпа пыракан нимӗҫсен колоннин пуҫӗ ун умӗпе иртнӗ чухне гранатӑна ҫурӑлтарса ямаллине йывӑҫ ҫине ҫапрӗ те, вӑл сывлӑшрах ҫурӑлтӑр тесе, тӑватта ҫити пӗр виҫеллӗн шутларӗ, вара сиксе тӑрса, гранатӑна нимӗҫсем ҫинелле ывӑтса ячӗ.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл юра хыттӑн ашса, аяккинелле ывӑтса пырать.Павле шел впереди и, дрожа как в лихорадке, пробивался сквозь снег.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсене атта ывӑтса паратӑп.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Тепӗрне хӑйпӑтса илсе таҫта канавалла ывӑтса ячӗ ҫеҫ — сасартӑк лаша ури тапӑртатни илтӗнсе кайрӗ.И только второй отцепил и только бросил его куда-то к черту в канаву, слышим топот.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Хамӑн чӗн пиҫиххи татӑкне ывӑтса ятӑм та питӗ патваррӑн утса кайрӑм, хам утнинчен хам та тӗлӗнтӗм.Бросил свой бывший ремень и так, понимаете, бодро зашагал, что сам удивился.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.