Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сулла вӑхӑтӗнче вӗсен шучӗ вунпиллӗке ҫитнӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Ун ялавӗ айӗнчи мӗнпур салтаксен шучӗ каллех пехотӑра аллӑ ултӑ пин, кавалерире сакӑр пин таран ӳсрӗ.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Чурасен ҫарӗн пуҫне Луций Сергий Катилина тӑрас пулсан, ҫав утмӑл пинлӗ ҫар, нумай ҫапӑҫусенче хӑйӗн вӑйне кӑтартнӑскер, мӗн пек вӑйлӑланса каясси ҫинчен, сарӑн шучӗ кӗске вӑхӑтрах икӗ хут ӳсме пултарасси ҫинчен, ҫапла майпа, ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ туса, ҫав ҫар ҫулталӑкра Рим хапхисем патне ҫитесси ҫинчен каланӑ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кавалеристсен шучӗ ун чухне виҫӗ пине ҫитрӗ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Халь ӗнтӗ гладиаторсен ҫарӗнче тӑватӑ легион, ҫынсен шучӗ ҫирӗм пине ҫитрӗ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн салтакӗсен шучӗ сакӑр пине ҫитрӗ, вӗсенчен вӑл икӗ легион туса хучӗ.
XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартак Клодий Глобра ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑнхи ҫирӗм кун хушшинче гладиаторсен шучӗ тӑватӑ пинрен те иртнӗ.В течение двадцати дней после победы Спартака над Клодием Глабром их пришло свыше четырех тысяч.
XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Калӑпӑр, ҫав чурасен шучӗ ҫӗр пине, ҫӗр аллӑ пине ҫитӗ, калӑпӑр, сана пула, вӗсем тимӗр дисциплинӑпа та ҫыхӑнӗҫ, тарӑхнипе хавхаланса питех те лайӑх ҫапӑҫӗҫ, тейӗпӗр.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Префикӑсем хыҫҫӑн музыкантсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ сывлӑша хурлӑхлӑ кӗвӗсемпе тултарса утса пырать, музыкантсем хыҫҫӑн Сулла енче ҫапӑҫнӑ легионсем пыраҫҫӗ, вӗсем ылттӑн веноксем йӑтнӑ, веноксен шучӗ икӗ пинрен те иртет.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кӑштах тӗтреллӗ ҫанталӑк, самолетсенчен хӑрамалли ҫук, анчах шывра сыхлан — нимӗҫсен подлодкисем хӗвӗшсе ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ, минӑсем пӑрахса тултарнӑ вара — шучӗ те ҫук!
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Часах вӗсен шучӗ вунсаккӑра ҫитнӗ.
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Шучӗ те ҫук кайӑкӗ-кӗшӗкӗ те, тӗрлӗ-тӗрлӗ курӑкӗ те, тен, ҫӗрӗпе аш татӑкӗ шыраса хӑшкӑлнӑ ҫӗршер-ҫӗршер тискер чӗрчунӗ те, йывӑҫӗ, ҫырми-ҫатри те — кӑвак тӳпе айӗнче юп куракан, йыш хунаттаракан нумай-нумай темтепӗр йӑлтах пӗр аслӑ пӗр пӗтӗмлӗхе тӗвӗленсе-чӑмӑртанса, пӗр аслӑ пӗр пӗтӗм йӑвӑ кӗвве ӗнерӗннӗ: мӗн, мӗнле савӑнӑҫ-терт кӳрсе килӗн эсӗ, тин ҫеҫ ҫӗпреленекен хӑватлӑран та хӑватлӑ кун?
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӗрӗн карап ҫуначӗсене хуйхӑ пуснӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫут тӗн чӗри ҫулсем тӑрӑх пит те ирсӗр ҫынсене илсе ҫӳреҫҫӗ, — пьянцӑсем, упшурсем, ҫак тӗнчери каяшсем, сирӗн ҫинчен калатӑп, — сирӗн шучӗ те ҫук, ылханлӑскерсем, сире ҫӗр те хӑй ӑшнелле йышӑнмасть!
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ярослав Грабӑн ӑнсӑртран ҫак инкеке курма лексен, Кларка ӑсатса янӑшӑн пама пулнӑ долларсен шучӗ вунӑ хут ӳсет.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗҫен кайӑксен шучӗ те ҫук, эпӗ, тен хам та пырӑп-ха санпа пӗрле пӗр-пӗр чухне.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вӑйӑ шучӗ тӑватшар!
60 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Шӳт-им, вӑйӑ шучӗ — 6: 0, анчах пирӗн майлӑ мар, «тӑшман» майлӑ!Шутка ли — счет 6:0, если именно ноль приходится на твою долю!
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Событисем ӳссех пыраҫҫӗ, инкексен шучӗ нумайланать, хула ҫыннисем тӑтӑшрах та тӑтӑшрах «Лиссабонра» пухӑна-пухӑна лараҫҫӗ, пӗрне-пӗри тарӑхнипе усал сӑмахсем каласа хӑратма тытӑнчӗҫ, ҫавӑн пекех тата нимӗҫсене те ятлакаласа илеҫҫӗ; пӗррехинче ӗҫ ҫак тарана та ҫитнӗ-мӗн: земски начальник Штрехель, тарӑхнипе саралсах кайса, хула пуҫлӑхӗпе Кожемякина кӑшкӑрса тӑкнӑ:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кун хыҫҫӑн инфекцие ҫаклатнисемпе тата вилнисенсен шучӗ чакса пынӑ.После этого наблюдалось неуклонное снижение числа инфицированных и умерших.
Аслӑ Британире кӑшӑлвирусран вилме пӑрахнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28756.html
Таҫта сӗтел ҫинчен, пӳлӗмӗн ҫурма тӗттӗмлӗхӗнче, этемӗн ӗмӗрсем тӑршшӗнче туптаннӑ, пухӑннӑ, кунти шучӗ те ҫук томсене пуҫтарӑннӑ мӑнаҫлӑ ӑсӗпе хӑватлӑ шухӑшӗ кӗретӗнех сисӗнсе ҫӗкленет…
13 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.