Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах йӑлтӑркка хӗсӗк куҫсем, пӗрре шухӑшлӑ пек, тепре ачанни евӗр уҫӑмсӑррӑн туйӑнакан улшӑнуллӑ кула ку питӗ хастар ҫын сӑнне кӗртеҫҫӗ, ҫакна асӑрхамасан та май ҫук.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗскен каласан, япаласем мар, эпир вӗсем ҫине пӑхасси кӑна пур тесе шутлакан Шеллингпа пӗр шухӑшлӑ пулса тӑтӑм.Одним словом, я сошелся с Шеллингом в убеждении, что существуют не предметы, а мое отношение к ним.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алӑри кӗнекене пӑрахмасӑр, урай хӑмисен хушӑкӗ тӑрӑх кӑна пусса пыма тӑрӑшса, пӳлӗм тӑрӑх ҫӳренӗ, е мӗнле те пулин тӗлсӗр-йӗрсӗр кӗвве тӑснӑ, е сӗтел хӗррине чернилпа варласа ларнӑ, е тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсене пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр темиҫе хут каланӑ самантсенчен пӗринче — пӗр сӑмахпа, ӗҫлесшӗн мар пулса тӑнӑ ӑс-хакӑл, туйӑмсене парӑнса, асра юлмалли сӑнарсем шыранӑ минутсенчен пӗринче эпӗ класс пӳлӗмӗнчен тухрӑм та пӗр тӗллевсӗр пусма тӑваткӑлне антӑм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл вӗри чӗреллӗ, вӑрттӑн шухӑшлӑ мар, хӑйӗн туртӑмӗсене час-часах улӑштарать, тӗрлӗрен япаласемпе интересленет, вара вӗсене пӗтӗм чунӗпе парӑнать.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кил хуҫин ӑшаланчӑк арӑмӗ чӗриклетекен хапхана уҫать, шухӑшлӑ пек курӑнакан ӗнесене урама хӑваласа кӑларать те ыйхӑллӑ кӳршӗ арӑмне сӑмах хушать, урамра кӗтӳ тӑпӑртаттарса пыни, мӗкӗрни, макӑрни илтӗнет.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тутисене тӑп тытнӑ, куҫӗсем шухӑшлӑ пӑхнӑран ку хӗрача нихҫан та кулассӑн туйӑнмасть, анчах ун пек ҫын кулли ытармалла мар илӗртӳллӗ пулать.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пичӗ халь яланхи пек хыпаланчӑк та тӑмсай санлӑ мар; йӑлтах урӑхла, вӑл лӑпкӑ, шухӑшлӑ тата мӑнаҫлӑ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Николай пичче кӗчӗ, вӑл пӗчӗк те тап-таса ҫын, яланах шухӑшлӑ ҫӳрет, тирпейлӗхе юратать, ҫынна сума сӑвать, вӑл Карл Иванычӑн ҫывӑх тусӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑн йышши ырӑ шухӑшлӑ сӑмахсем татах та каларӗ вӑл.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Анчах кунта ҫакӑн пек шухӑшлӑ ҫынсем пырса кӗреҫҫӗ: ача чунне тӳрех кӗрсе каятпӑр та, пӗтӗмпех пӗлетпӗр, теҫҫӗ.
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ачасене вӑййа, мастерскойсенче е пахчара туслӑн, пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлеме хӑнӑхтарасси — пӗр ӗҫ, уроксенче тимлӗн итлесе ларакан, тӑрӑшса вӗренекен тӑвасси вара — пачах урӑхла ӗҫ.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн типшӗм пичӗ шухӑшлӑ, ҫав хушӑрах хавхаланнине те, пӑлханнине те палӑртать вӑл.Его сухое лицо было задумчивым, и в то же время оно выражало и волнение, и трепет.
«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Томӑн имшеркке, кӑштах пӗкӗрӗлнӗ хулпуҫҫийӗсем ҫине, унӑн ачанни пек мар шухӑшлӑ та хурлӑхлӑ куҫӗсем ҫине пӑхса, Чочой хӑйӗн тусне мӗн таран юратнине халӗ тин ӑнланса илчӗ.
Шурӑ Балахонсен ушкӑнӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Горький колонийӗнче мӗн чухлӗ паха, тарӑн шухӑшлӑ традицисем пулнӑ пирӗн.Сколько содержательных, полных глубокого смысла традиций было у нас в колонии Горького!
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсем тӑван ҫӗршыври пӗр шухӑшлӑ юлташӗсемпе ҫыхӑнма пултарайман.Они потеряли связь как с давнишними революционерами в Нижней Калифорнии, так и с новичками.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Халӗ унӑн шухӑшлӑ сӑн-питӗнче нихҫанхинчен те ытларах тимлӗх, мал ӗмӗт пурри палӑрать.Как никогда, именно в эту минуту, в ее лице, чувствовалось что-то очень настойчивое.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шухӑшлӑ та хуйханчӑк…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ав, ахальтен-им калама ҫук шӑпӑрт та шухӑшлӑ Явраҫ кати.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сӑнӗ Нинӑн — ҫутӑ та шухӑшлӑ, кӑвак хуппи курнӑ ҫыннӑнни евӗр чечен те тулӑклӑ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мэрданӑн сӑн-пичӗ шухӑшлӑ та кичем.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.