Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗнчӗ (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, ятлаҫас вырӑнне, ӑшпиллӗн чӗнчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха ирӗксӗрех ӑшпиллӗ пек курӑнма тӑрӑшса: — Ҫтаппан пичче, аван-и? — тесе чӗнчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Петӗр, картишнелли чӳречине уҫса, Ивана пӳрте кӗме чӗнчӗ.

Помоги переводом

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мана хӑйпе Совета пыма чӗнчӗ те, эпӗ каймарӑм.

Помоги переводом

Тетӗшӗ патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кил-ха, Хветут, кил, — тесе, Сахар, шӗвӗр пӳрнипе кӑчӑк туртса, ӑна хӑй патне чӗнчӗ.

Помоги переводом

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗлӗннӗ хуҫа Сергее чӗнчӗ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар суту сӗтелӗ хушшипе темиҫе хут утса ҫаврӑнчӗ те арӑмне чӗнчӗ (калас сӑмахне ачисем умӗнче калас темерӗ).

Помоги переводом

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар картишне тухрӗ, подвал алӑкне уҫса, ывӑлне чӗнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӑй чӗнчӗ хӑнана, хӑех вӑрҫтарса ячӗ.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарье, тетӗп… — чӗнчӗ тӗттӗмре палламан хӗрарӑм.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иливан! — чӗнчӗ тарҫине Тукай.

Помоги переводом

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятран чӗнчӗ.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавӑнтах вӑл Ахмедзяна алӑкран тӗксе кӑларса хуралҫӑна чӗнчӗ.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахмедзян ҫине тӑнине кура хуралҫӑ хурал пуҫлӑхне чӗнчӗ, тепӗр самантран ӑна вӑрҫа-вӑрҫа кремле кӗртсе ячӗҫ.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ним ҫинчен те калаҫаймарӗҫ вӗсем, пӗр ывӑҫ курӑк та вырса параймарӗ йӗкӗт хӗр ачана, лупас хыҫӗнчен тахӑшӗ ӑна ятран чӗнчӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эй, Тукай ҫынни! — чӗнчӗ сотник Северьяна.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пырса кур эсӗ, пырса кур, — чӗнчӗ ҫав ҫавах Палюк мучи.

Помоги переводом

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Степан Лукич, килӗр-ха, кунта килӗр! — чӗнчӗ ӑна.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

«Звездопад» АХО-н гендиректорӗ Владимир Яковлев депутат предприяти 50 пин тенкӗпе пулӑшассине пӗлтерчӗ, ыттисене те ырӑ ӗҫе хутшӑнма чӗнчӗ.

Помоги переводом

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ - Андрей Тихонов // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11659-mu ... j-tikhonov

— Степа! — чӗнчӗ ӑна ҫав вӑхӑтра темле хӗрарӑм.

— Степа! — окликнула его какая-то женщина.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней