Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хусан хули чул хӳме, Улпучӗсем чун ҫиме».
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Листовкӑпа нимӗҫсен штабӗ вырнаҫнӑ пӳрт ҫывӑхӗнчи хӳме ҫумнех ҫыпӑҫтарчӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӑл, шӑллӗ каланине ӗненмесӗр, хӳме шӑтӑкӗнчен хӑй пӑхрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Шӑллӗ хӑмаран ҫапса тунӑ хӳме ҫывӑхнелле шуса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Санюк, эсӗ, хӳме хушӑкӗнчен пӑхса, картишпе сӑна-ха, тен, унта та часовой пур пулӗ вӗсен, анчах пӗр сас та ан кӑлар.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хӳме хӑмисем хушӑкӗнчен пӑхрӗ те килкартинче пӑшаллӑ нимӗҫ тӑнине курах кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хӳме ҫумӗнчи хурлӑхан тӗмӗ кутне лӑпчӑнса ларчӗ, килкартинче нимӗнле сас та илтӗнмерӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Автанӗ вара хӳме ҫине ҫӗкленет те ки-ки-ру-ку-кук! тесе вӑрӑммӑн авӑтса ярать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ман умрах аппана сӗтӗрсе тухса тӑкӑрлӑкри чул хӳме умне тӑратрӗҫ.
Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Акӑ пирӗн ҫӗмӗртсем, эпир вылякан площадь, хӳме, пирӗн пысӑк ҫурт!
Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫынсем выҫҫипе ачисене пирӗн хӳме патне хӑварса каяҫҫӗ.
Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Кӗркуннерех, выҫлӑх килсе ҫитнине кура, ҫынсем ачисене пирӗн хӳме патне илсе пырса хӑвара пуҫларӗҫ.
Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ман аппа ачасен сӑмси-хӑлхине касать иккен те хӳме урлӑ ывӑтать иккен.
Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ансӑр хӑмасене шӗвӗртсе тунӑ хӳме хыҫӗнче ҫуртсем.
Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Нӳхреппе юнашар, чул хӳме ҫумне, шӑтӑк чаврӑм та мулӑма хупах ҫулҫипе чӗркесе, шӑтӑка хутӑм, ҫиелтен тӑпрапа витрӗм.
Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпӗ вӗрлӗк хӳме витӗр куратӑп — пахчи тулли сухан.
Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пылчӑкне-мӗнне пӑхмасӑр арҫынсем ҫиччӗн-саккӑрӑн, хӳме пек, ыталашса урам тӑрӑх тайкалана-тайкалана юрӑ акӑраҫҫӗ.
Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпӗ, янахӑма ялт-ялт сиктере-сиктере, хӗпӗртӗве-савӑнӑҫа пач хӗстермесӗр, хӳме лартмасӑр, епле майпа футбол мечӗкӗ ҫак ӑш хыппине пӗр ыраттармасӑр самант «майласа, пуҫтарса хуни» ҫинчен ынатласа, пал-пал ҫулӑмланса, ҫӗтерех панӑ саспа пайӑрласах каласа патӑм.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Пӳрт умӗнчи хӳме хӑмисем те хӑйпӑнса тухнӑ…
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ҫурт патне ҫывхарнӑ ҫемӗн Пуриса уҫҫӑнах курӑна пуҫларӗ: ун тавра ҫур тӗнченех тӑтӑш тытса илнӗ чул хӳме хӳтернӗ, хӳме хапхи ҫине пысӑк хура сас паллисемпе «ТАМӐК» тесе ҫырса ҫапнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.