Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вӑхӑтра Карабас Барабас хыр патне пырса тӑчӗ те, ӑна вуллинчен ярса илсе, силлеме пуҫларӗ.Тем временем Карабас Барабас подошёл к итальянской сосне, схватил за ствол и начал трясти:
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Буратино, Алиса тилӗ тата Базилио аҫа кушак сӑрт ҫинчен анчӗҫ те хирсем урлӑ, виноградниксем урлӑ, хыр вӑрманӗ витӗр утрӗҫ.
«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Унӑн кӑвак-кӑвак чӑтлӑхӗ, лисванпа хыр, е урӑх йывӑҫ ҫӑралӑхне тӗл-тӗл сирсе, хӗвӗнчӗк-хӗвӗнчӗк туса, ҫӗре лаплаттара-лаплаттара пуснӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Карчӑк хыр хӑййи ҫыххипе хӗнерӗ, вӑл питех ыраттармастчӗ, анчах ҫурӑм тирӗ айне пит нумай шӑрпӑк тарӑнах кӗртсе хӑварчӗ; каҫпала манӑн ҫурӑм ҫытар пек шыҫса хӑпарса карӗ, тепӗр кунне кӑнтӑрла вара хуҫан мана ирӗксӗрех больницана турттарса каймалла пулчӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пристаньтен ҫӳлтерехре хӑйӑрлӑ шырлан ҫинчен паттӑр хыр вӑрманӗ палӑрса карӗ.На песчаном обрыве выше пристани обозначился мощный сосновый лес.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вакша темскер катать, хыр турачӗсем хушшинче унӑн ҫемҫе ҫӑмлӑ хӳри вӗл-вӗл тукалать; калама ҫук питӗ нумай япала куратӑн, тата нумайтарах курас килет, тата инҫетерех каяс килет.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн ҫемҫе шӑрчӗ ҫинче «Савелова грива» текен хыр чӑтлӑхӗ хура чатӑр пек, пит ҫӳлелле хӑпарса тӑрать.Над его мягкой щетиной чёрным шатром высоко поднималась сосновая чаща — «Савёлова Грива».
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хыр сайра-хутра ҫеҫ хура симӗс турачӗсене хускатса илет, юра силлесе ӳкерет, халсӑррӑн сулланать.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Рота вырнаҫнӑ хыр вӑрманӗнче пӗр сас-хура та ҫук.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем каллех Кӑйкӑр хыр вӑрманне ҫитрӗҫ.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вавжон ҫавӑ мӗн иккенне те, хӑйне мӗн кирлине те, хӑйӗн чунӗ ӑҫталла туртӑннине те, вӑл мӗншӗн ҫапла ыратнине те пӗлмест; ӑна хыр вӑрманӗ кирлӗ, хирсем, улӑхсем кирлӗ, улӑм витнӗ пӳртсемпе ҫывӑх палланӑ ҫынсем кирлӗ — вӗсене тӑван тӳпе витсе тӑрать, вӗсен ҫумне чӗре ҫыпӑҫнӑ, хӑпмалла мар ҫыпӑҫнӑ; хӑйпӑнмалла пулсан, вӑл юнпа пӗвенӗччӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хура хыр вӑрманӗнчен тӗттӗмлӗх капланса килчӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӗттӗм пулас умӗн партизансем хыр вӑрманӗ хӗрринче чарӑнчӗҫ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Партизансен пӗчӗк колонни хыр вӑрманӗ еннелле пӑрӑнчӗ, Аслӑ Коса айӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗсем патнелле ҫул тытрӗ.Короткая колонна партизан углубилась в сосновую чащу и направилась к пещерам.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хурлӑхлӑскер те ывӑннӑскер, вӑл юр айӗнчен курӑнакан пӗчӗк хыр ҫине ларчӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уча чарӑнса тӑчӗ, хыр ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ, тӳрех хӑй патнелле чупакан болгарсене хирӗҫ автоматран пӗр черет кӑларса ячӗ.Уча упал на колени возле сосны и дал очередь из пулемета по группе болгар, бегущих прямо на него.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хыр вӑрманӗ ҫамрӑк та ҫӑра, туратсем ҫӗр ҫинчех усӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхланса кайнӑ та юр пусарнипе авӑнса аннӑ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем, Кӑйкӑр айлӑмӗнчи ҫӑра хыр вӑрманне хӗссе кӗртнӗскерсем, текех йӗри-тавра ҫаврӑнса ҫӳрерӗҫ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кларк йытӑсене брынза ывӑтса пачӗ те лутра та кукӑр хыр тӑррине хӑпарчӗ, вара: — Ого-го-го!.. — тесе кӑшкӑрчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Лешсем хыр вӑрманне хуллен утрӗҫ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.