Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туй сăмах пирĕн базăра пур.
туй (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Сарӑлса та сырӑнса, Туй картине ҫыхӑнса, Саплӑк сӑхман тӑхӑнса, Ташлӑр, сикӗр вӑрӑнса!» — Тесе ларать Ҫиментей Хай кӗслине ӗнерсе.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах паян шӑматкун Шуртан тавраш туй тӑвать — Иккӗмӗш кун пит салхун — Юр юрласа таш ташлать.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урхан чаплӑ туй ӗҫки Хатӗрленет сӳрӗнки…

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗкеҫпеле Еркиней Туй тӑвӗҫӗ шӑратса…

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗчевре эреке, туй ҫитсен — кӗреке: Аку хӗрне панӑ чух пулатех пылакки, Анчах шутларӑн-и кайран пулӗ мӗн йӗрке?

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тесе ыйтать Туйсар тӗпчесе Урхаран, Туй ҫинчен асӑнмасӑр, айӑп пулнӑран.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ака йӗрки-йӗркипе Туй ачисем тухаҫҫӗ, Каҫ пулттипе-сиккипе Лашасемпе чупаҫҫӗ…

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫаллапа туй ачин Шӳрпе ҫисе илмелле, Унтан вара калле, тин, Киле кайма пӗлмелле.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗҫ, ҫавӑнтах улшулла Ура утса ташлаҫҫӗ: Арҫын пекех хӑюллӑ Мухмӑр юрри юрлаҫҫӗ: «Ура салтас, саланас, Ҫӗр выртмасӑр каяс мар; Хӑналанас, туй тӑвас, Виҫӗ кунсӑр урлас мар».

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ тулчӗҫ пӑлтӑра Туй арӑмсем, акӑшсем.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Авалхисен йӑлипе Евӗч урлӑ туй тутри Виҫ хут парса илмелле, Вара юрать пуплеме.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туй ачисем кӗрлесе, Карталанса куҫаҫҫӗ, Хулсем айӗн пӗшкӗнсе Арӑмсемпе ташлаҫҫӗ.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туй ачисен мӑйсенче Хӗрсем панӑ ҫухасем, Пилӗксенче, тум ҫинче, Лаптак пурҫӑн пиҫҫисем.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах маттур Еркиней Ҫӳлти ҫӑлтӑр пек пӑхать, Пур ҫӗрте те ун телей Хӗррипе тан тӑкӑнать: Утмӑл тантӑш каччӑсем Ҫӗр чӗтретсе ташлаҫҫӗ, Туй арӑмсем, хӗр ҫумсем Пӗрне-пӗри мухтаҫҫӗ.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл аллипе пӗр суллать, Ӗҫекене шав ырлать: Ӗҫет, ҫиет туй ҫынни, Тӗнче ҫурать юрлани!

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫӳлӗ пӑлтӑр умӗнче Кӗрлет, сӗрлет туй ачи; Ватӑ юман кутӗнче Шилӗк тунӑ тӑхлачи.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑвакалла утакан, Купарчипе шӑвакан, Пуҫли, куҫли, суккӑрри — Пурнет ҫитет туй сӑри.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йӗри-тавра ялсенчен Пурте килнӗ туй курма, Халӑх кун пек халиччен Пӗлмен пӗрле пухӑнма.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ ӗнтӗ Сившура Урӑм-сурам туй сикет: Сасси янтрать таврара, Вӑрманти пек шав ӳлет.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑҫал кӗр те килмесен Юпа тӑвап асӑнса, Килес ҫура тур пӳрсен Кӗрӳ кӳртӗп туй туса…»

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней