Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сан сăмах пирĕн базăра пур.
сан (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ сана, Аня, нимӗнпе те айӑпламастӑп… ача ҫуратма хӑраманнин сӑлтавӗ сан — эсӗ ку ӗҫпе пӗрремӗш хут мар, иккӗмӗш хут тӗл пулнинче иккенне пӗлетӗп пулин те…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ ун чухне, Евгений, санран та кӗҫӗн е шӑп сан ҫулунта пулнӑ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Паттӑр йывӑҫ ҫав эс, чӑваш йӑмри. Сана шартлама сивӗпе усал шӑрӑх та хур тӑваймасть, кӗр те тӑруках парӑнтараймасть. Инҫетри Ҫӗпӗр ҫӗрӗнче ахальтен мар час-часах аса килетӗн эс мана. Унта, пирӗн патӑрта, сан пек йывӑҫсем ӳсмеҫҫӗ», — хурланарах шухӑшларӗ Моляков.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Сана, сан пеккисене кура, ыттисем ҫӗкленӗҫ.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Сан суранусемшӗн, таса кӑмӑлушӑн мӗнле тав тӑвас сана, Тимофей? — ыйтнӑччӗ пӗррехинче патька-патша.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ак ҫакӑ чул сан канӑҫна татнӑ, ак ҫакӑ чул ҫине сан ҫиллӳ ӳкнӗ, эй, шыв турри, — ҫаплах хӑйне майӑн кӗлӗ сӑмахне каларӗ леш хӗрарӑмӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эй, Шыври турӑ, сан куҫу ҫак хӗрача ҫине мар, кашкӑр ҫури ҫине пӑхать, кашкӑр ҫури сан канӑҫна татнӑ, чул татӑкӗ шыва путнӑ…

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сан вара, шурсухал, темиҫе сурӑх ҫеҫ, сана пӗрер ҫӗклем утӑ та ҫитет.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ырӑ кӑмӑлпа, таймапуҫпа килтӗмӗр эпир сан патна, Савантер ачам, ӗмӗрӳ вӑрӑма пытӑрах санӑн, — калаҫма тытанчӗ Атей.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрхенеп эп сана, Нимӗнрен те ытла аслӑлап сан ятна!

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шел, эпӗ сана тулли ҫемье телейӗ кӳреймерӗм, сан телей кайӑкӗ пулаймарӑм.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хыҫҫӑнах сан ӑшна кӗҫӗн шуйттансенчен пӗри (ҫынсем ӑна вупкӑн е ийе теҫҫӗ) кӗрсе вырнаҫрӗ, вӑлах сана ӳлӗмре ҫӗр ҫӗклейми пысӑк ҫылӑхсем тума хӗтӗртсе пурӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, паян эсӗ те ҫак шуйттансен тыткӑнӗнче пулмаллискерччӗ, анчах, сан хута кӗрсе, вӗсен сана тамӑкалла астарас ҫулне ҫак эсӗ тӑнӑ тӗлте Турӑ хӑйӗн курӑмсӑр асамлӑ вӑйӗпе пӳлсе хучӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ сана халӗ те юрататӑп, пӗлетӗп, эсӗ те мана юрататӑн, анчах, Ула Тимӗр, эпӗ сан юратӑва тивӗҫлӗ мар пулӗ тесе шутлатӑп.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хамӑр айванлӑха, чун хытӑлӑхне пула эпӗ те, ман мӑшӑр та, тен, сан пирки иккӗлентӗмӗр те пулӗ, ытлашши сӑмах та каларӑмӑр пулӗ, сана килӗшмелле мар ӗҫсем те турӑмӑр пулӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Манӑн вара ӑҫта пулсан та шухӑшӑм сан ҫине ҫеҫ ӳкет, сана ача чухнехи пекех кашни кун, кашни сехетре, кашни минутра курас килет.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ах, вӑрман, сӗм вӑрман, ытармалла мар сана, пытармалла сан мана», — пӑшӑлтатать хӑй ача чухне ваттисенчен илтнӗ сӑмахсене.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Лена, Ленукӑм, эпӗ сан чӗрери, сан ӗмӗтри сасӑсене илтрӗм, манӑн телейӗм, манӑн тусӑм…

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Авланмалла санӑн, Василий Петрович, эп ак кӗҫӗр тӗлӗк куртӑм, шӑпах сан ҫинчен, — тӗлӗкне калама пуҫларӗ Зоя, анчах Тамара каллех хӗрелсе кайнине асӑрхарӗ те тӑруках шӑпланса тӑчӗ.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Манӑн сан хӗрачу ҫеҫ, санӑн хӗрачу ҫеҫ пулас килет!

Помоги переводом

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней