Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрҫӑ пуҫланни ӑна пӗтӗм ӗҫе пӑрахса яла таврӑнма хистенӗ.
Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/
Кайран института пӑрахса кайнӑ чухне, Радик каллех ашшӗпе амӑшӗн ҫав калаҫӑвне аса илнӗччӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Альбина, кӗнекипе выляма пӑрахса, кайӑксен юррине итлерӗ, ҫак вӑхӑтра унӑн питӗнче темӗнле вӑрттӑнлӑх пур пек туйӑнчӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Вӑл мана курчӗ те, вулама пӑрахса, тӳрленерех ларчӗ, эпӗ сывлӑх сунсан, тахҫанах пӗлекен ҫын евӗр хирӗҫ сывлӑх сунчӗ, анчах хӑй мана сӑнаса пӑхрӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Каярахпа, завод юхӑнса кайсан, вӑл, управляющи ӗҫне пӑрахса, суту-илӳпе пурӑнма пуҫлать.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Нимӗн те кирлӗ мар ӑна халь, таҫтан утса килсе кӗнӗ ҫынна, вӑл, тӗнчери мӗнпур япалана ӗмӗрлӗхех манса, хӑй пурнӑҫне те манса, Таня ҫине ҫапла пӗр вӗҫӗмсӗр, ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе пӑхса ларма та хатӗр, хӑйне пӑрахса кайнӑ Таня ҫине…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Пӗрле пурӑннӑ чухне вӗсен иккӗшӗн те пӗрер уҫӑ пурччӗ, кунтан пӑрахса кайнӑ чух Таня ӑна хӑварман, хӑйӗн ҫӑраҫҫийӗ — хӑйпе пӗрлех кайнӑ…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Тӑван чӗлхене пӑрахса тепӗр чӗлхе ҫине куҫасси кӗске вӑхӑтра пулса иртме пултараймасть, вӑл вӑрах тӑсӑлакан процесс.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Тата совет обществинче пӗр чӗлхе патне пымалли ҫулӗ те уҫҫӑнах палӑрчӗ, ку ҫул — тӗрлӗ халӑхсем хӑйсен, тӑван чӗлхине пӑрахса, майӗпен вырӑс чӗлхи ҫине куҫса пырасси.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Анчах та кунта пире кӳрентерекен факта та манса хӑварма юрамасть: пирӗн хӑш-пӗр хисеплӗ литераторсем, А. Эсхель, Л. Агаков, В. Алагер, К. Пайраш тата ыттисем те, ҫак енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗскерсем, драматургие пачах пӑрахса проза енне куҫса кайрӗҫ.
9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Вилнӗ ҫынна патӗнчех пӑрахса хӑварса, вӗсем урамри кран патне пырса аллисене ҫунӑ, вара кунтан инҫетрех те мар пурӑнакан палланӑ хӗрӗсем патне кӗрсе ҫав эрехе ӗҫнӗ.
4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Чӑн малтан вӑл мастерской пӳлӗмӗнче леш тарма ӗлкӗрнӗ вӑрӑ пӑрахса хӑварнӑ кивӗ фуфайкӑна тупнӑ.
3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Хӑрарӑм, хамах ятласа тӑкма пултараҫҫӗ — япалуна мӗншӗн пӑрахса хӑвартӑн, ӑҫта ҫапкаланса ҫӳрерӗн, эпир сан чӑматанна хурал тӑма тивӗҫ мар…
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Вырӑнӗ питӗ хӑрушӑ, ҫапах та ку позицие пӑрахса хӑварма ниепле те юрамасть.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Вӑл ни хӑйӗн тӗнне улӑштармасть, упӑшки Кӗтерне патшапа ҫыхланса кайсан та ӑна пӑрахса каймасть, унпа юнашарах юлать.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Ӑна ҫӗре илсе пӑрахса Герасим Федотович картламне тӳрлетрӗ, шыв ӑсма каяканскер, уттине хӑвӑртлатрӗ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Герасим Федотович аллинчи састӑпа ҫӗр ҫине пӑрахса трактор патне утрӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Эс мӗн вӗтӗ паранкӑсене пӑрахса хӑваратӑн?! —
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Вӗсене нихӑшне те уя пӑрахса хӑвармалла мар.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑрҫӑра вилнӗ Хӗветут арӑмӗпе икӗ ачине начар пӳртрех пӑрахса хӑварманччӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.