Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрле пырсан — паллӑ пулмасть.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ермолай, ҫак шухӑшсӑр та кӑмӑллӑ ҫын ӑна хытӑ тыткалать, киле пырсан вара ҫилӗллӗ те салхуллӑ пулса каять, — мӗскӗн арӑмӗ ӑна мӗнле юрамаллине те пӗлмест, вӑл пӗрре пӑхса илсенех чӗтреме пуҫлать, юлашки укҫипе ӑна валли эрех илет, вӑл кӑмака ҫине хӑпарса выртса вилнӗ пек ҫывӑрса кайсан, хӑйӗн тӑлӑпӗпе типтерлесе витет.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Иккӗмӗш, хӑш-пӗр ҫӗрте халӑх тӑшманла ҫынсене суйласан, вӑл вара пирӗн агитациллӗ ӗҫ тӳсме ҫук начаррине, эпир ҫавӑн пек намӑса чӑн та тивӗҫлӗ пулса тӑнине пӗлтерӗччӗ; эпир хамӑрӑн агитацилӗ ӗҫе большевикла туса пырсан, халӑх хӑйӗн аслӑ органӗсене тӑшманла ҫынсене кӗртес ҫук.
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Хӑй Тараса пуҫ тайрӗ, — леш сӑрине ӗҫес тесе тутисем патне илсе пырсан, ӑна сывлӑх сунчӗ.кланяясь и пожелав здоровья в то время, когда Бульба поднес к губам стопу.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫаксенчен иккӗшӗ пырсан тата хӑйӗн тахҫанхи юлташӗ Дмитро Товкач пырса кӗрсен, вӑл вӗсене хӑйӗн ывӑлӗсене кӑтартрӗ: «Вот, курӑр мӗнле маттурскерсем! часах ак эпӗ вӗсене Сеча яратӑп» тесе хучӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах унӑн куҫӗсене курнипе ун тыткӑнне парӑннӑ патша ывӑлӗсем хӑтана пырсан, вӑл пурне те пӗр сӑмах каласа ӑсатать:
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Пӳрте шӑлса тасатса тӑракан пырсан, урайӗнче ракшас вилли йӑваланса выртнине курнӑ та патша патне васкаса чупнӑ.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Управляющи фабрикӑри мӗнпур пуҫлӑхсемпе тухса тарни ҫинчен Густылёв хыпар илсе пырсан тин, пӗтӗм килкартине тулнӑ халӑх хумханса кайрӗ, — уҫҫӑнах паллӑ пулса тӑчӗ: иккӗленӳ пӗтрӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ӗҫе ҫав-ҫавах туса хунӑ — кӗрешӳ пуҫланчӗ, каялла чакма ҫук.
XIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫуртне ҫирӗп чултан тунӑ, крепость пек, тӗрме пек ҫавӑрнӑ хӳме патне пырсан, яр уҫса пӑрахнӑ тимӗр алӑкран фабрикӑра ӗҫлекен халӑх вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗвӗшет.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Темле ҫивӗч тавлашу пырсан та пурте унпа килӗшеҫҫӗ, ҫемҫелеҫҫӗ, ҫавӑнтах туслашса та каяҫҫӗ: пурте хамӑр ҫынсем — Мускав ҫыннисем.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫапла вара, хуть те ӑҫтан пырсан та пӗр-пӗр этажран анатӑри-и, е директор кабинетӗнчен тухаканни пулать: ҫав бак патӗнче айӑпли тӑнине куратех.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эсир пӗлетӗр-и, хресчен, ирӗклӗ хресчен, тарҫӑ мар пулсан та, помещик патне пырсан унӑн аллине чуптумалла.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ну, сэр, — терӗ капитан, ӗнсине хыҫса, — ун пек пулсан, пирӗн ӗҫ ӑнса пырсан та пире йывӑр килет.
XVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫыран хӗррине илсе пырсан та, вӑл вӑрманта путса ларать, — терӗм.
XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ ҫитсен, эпӗ ун патне хӑй пама килӗшнӗ укҫана ыйтма пырсан, вӑл сӑмсипе ҫеҫ шӑхӑратчӗ те ман ҫине сиввӗн пӑхатчӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Мӗнех, сӑмах малалла та ҫаплах пырсан, калаҫу хавалне вӑл хӑй аллине илӗ.Ну что ж, если так уж необходимо продолжить разговор, он возьмет инициативу в свои руки.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Ӗҫе ӑнӑҫлӑ туса пырсан, шурӑ бандитсенчен Николаевска хӑтарма та, тӑшмана вӑйсӑрлатса хӑварма та пулать.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ку хутра эпӗ унпа калаҫса тӑмарӑм, тӳрех тӗттӗм подвала хупса хутӑм, ачасене вӑл тепре пырсан, ҫавӑтса ан килччӗр, мана ҫеҫ пӗлтерччӗр тата ӑна нимӗнле апат та ан паччӑр, тесе хушрӑм.
Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.
Ӑна пухӑва чӗнме пырсан, вӑл вӑхӑт ҫук тесе, юриех арӑмӗпе вӑрҫнӑ пек тунӑ.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ытах та вӑл вӗсем патне пырсан, шӑлйӗренсем: — Ну-ка, ахӑр самана ҫинчен каласа пар-ха! Хе-хе-хе! Про-ррок! — тесе виртлешсе кулаҫҫӗ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.