Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

патшалӑха (тĕпĕ: патшалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
35. Ун вырӑнне ҫарпуҫ пулма Соломон патша Иодай ывӑлне Ванеяна лартнӑ; [патшалӑха тытса тӑрасси Иерусалимра пулса пынӑ;] Садок священника ӗнтӗ Авиафар вырӑнне [чи аслӑ священника] лартнӑ.

35. И поставил царь Соломон Ванею, сына Иодаева, вместо его над войском; [управление же царством было в Иерусалиме,] а Садока священника поставил царь [первосвященником] вместо Авиафара.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫапла ӗнтӗ Соломон хӑй ашшӗн Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларнӑ, патшалӑха вӑл питӗ ҫирӗп тытса тӑнӑ.

12. И сел Соломон на престоле Давида, отца своего, и царствование его было очень твердо.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫӳлхуҫа сана Саул килӗн мӗнпур юнне тавӑрса пачӗ, эсӗ ун вырӑнне патшана лартӑн, Ҫӳлхуҫа акӑ патшалӑха Авессалом ывӑлун аллине пачӗ; халӗ инкеке лекрӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — юнӗҫен.

8. Господь обратил на тебя всю кровь дома Саулова, вместо которого ты воцарился, и предал Господь царство в руки Авессалома, сына твоего; и вот, ты в беде, ибо ты - кровопийца.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9-10. Акӑ [паян] эпӗ Ҫӳлхуҫа Давидшӑн мӗн тума тупа тунине тӳрре кӑларатӑп: патшалӑха Саул килӗнчен туртса илетӗп те Давида Израильпе Иуда патши пулма, Данран пуҫласа Вирсавия таран тытса тӑма, лартатӑп — ҫапла тумастӑп пулсассӑн, Турӑ Авенира ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр! тенӗ.

9. То и то пусть сделает Бог Авениру и еще больше сделает ему! Как клялся Господь Давиду, так и сделаю ему [в сей день]: 10. отниму царство от дома Саулова и поставлю престол Давида над Израилем и над Иудою, от Дана до Вирсавии.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫӳлхуҫа ман урлӑ мӗн каланӑ, ҫавна тӑвӗ: Ҫӳлхуҫа санӑн аллунтан патшалӑха туртса илӗ те ӑна хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна, Давида, парӗ.

17. Господь сделает то, что говорил чрез меня; отнимет Господь царство из рук твоих и отдаст его ближнему твоему, Давиду.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Самуил халӑха каланӑ: Галгала каяр та унта патшалӑха ҫӗнетер, тенӗ.

14. И сказал Самуил народу: пойдем в Галгал, и обновим там царство.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Авимелех Авраама чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: эсӗ пире мӗн турӑн? эсӗ мана тата манӑн патшалӑха пысӑк ҫылӑха кӗртеттӗн, ҫапла тума сан умӑнта мӗнле ҫылӑх тунӑ эпӗ?

9. И призвал Авимелех Авраама и сказал ему: что ты с нами сделал? чем согрешил я против тебя, что ты навел было на меня и на царство мое великий грех?

Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Красное Сормово» колхоз доярки вӑрҫӑ ҫулӗсенче патшалӑха 12 пин тенкӗ тата 23 пӑт тырӑ панӑ.

Помоги переводом

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Айӑпланакансем уголовлӑ ӗҫе судра тишкернӗ вӑхӑтрах патшалӑха кӳнӗ сиене саплаштарнӑ — 1 млн та 845 пин тенкӗ тӳленӗ.

Помоги переводом

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Закона пӑхӑнманшӑн РФ УК-ӗн 157 статйипе (1 п.) айӑпланӑ, унӑн юсанмашкӑн 7 уйӑх ӗҫлемелле тата тупӑшӗн 10% патшалӑха тӳлемелле.

Помоги переводом

Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Патшалӑха 3-шер тонна сӗт каятчӗ.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней