Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтанах сехӗрленсе хунӑран, ни сирӗлин-сирӗлме, ни туртӑнин-туртӑнма ӑн ҫитереймерӗ хӗр, кӑштахран тин, йӳҫ-ҫинчен ытла пылакӗ техӗмленнине сиссен, йӗкӗт вӗрилентернӗ тутипе хӑех тивӗҫлӗ салам ячӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кунта, молотилка таврашӗнче, ни ӗнтрӗк, ни кӑчӑр-кӑчӑр палӑрмасть.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Матви те, ни ырӑ, ни усал палӑртмарӗ урӑх, хӗрӗн татӑклӑ сӑмахне чӗри патне ҫитернӗрен тӑн-н хытрӗ те пӗр саманта, ӗнтӗ нимӗн те ҫӗнӗлетме ҫуккине ӑнкарсан, пусӑрӑнма тапратнӑ юра татах та пусӑрӑнтарса, хӑйсен пӑрӑнкӑҫнелле — Ҫуткасалла — анса кайрӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӳплетсе ӳкрӗ те Матви, малтанах, ыратнипе ыратманнине чухласа иличчен, самантлӑха ни ырӑ, ни усал шарламарӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗҫенипе Матви ачи-пӑчи тӗлӗшпе-и, е килте-ҫуртра татса памалли мӗн те пулин урӑххипе-и (хӗрарӑм вак-тӗвекӗ вӑл тупӑнах тӑрать) — канаш тытаканӗсем ни Кӗҫенийӗ Ельккасӑр, ни Елькки Кӗҫенисӗр утӑм та ҫук ниҫталла.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Малтан-малтан та, ун хыҫҫӑлхи кунсенче, вараран вара та, вунсакӑр кун тӗшши пек кӑна мар вунсакӑр ҫул тӑршшинчи самантсенче, ни Кӗҫени, ни Матви чӗптӗм те хуйхатмарӗҫ кузоври, шӑн ҫил ҫинчи, тасаран та таса асаилӗве, яланлӑхах чӗресенчен кӑларса сӗвӗртнӗ тӑварлӑ хӳхлеве.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗлетки, ҫанҫурӑмӗ Ельккан ни тулли, ни ҫӳхе мар.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ни сӑнӗ-пуҫӗ, ни кӗлетки-пилӗкӗ тӗнчере ҫук хӗрарӑмӑнни мар темелле.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫутҫанталӑк вӑхӑчӗ ҫеҫ иртерехчӗ ун чухне, хальхипе танлаштарсан, ни кӗр тарса, ни хӗл ларса ӗлкӗреймен тӑвӑнчӑк-ҫӑрӑлчӑк кунсемччӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫитменнине манӑн вӑл, пӗтӗмпе каласан… ну, эсӗ куратӑн… ни ташлама, ни юрлама… чунсӑр ӳт ҫеҫ, ҫӑва патне кайманскер!
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Астӑватӑп, пальто айӗнчен курӑнса тӑракан пысӑк та яки пуҫ чашки ҫине тата кӑвак хӑлха ҫине пӑхса тӑнӑ чух манӑн ни хӑрани, ни хӗрхенни те ҫукчӗ, — ҫавӑн пек кӑмӑллӑ ҫурхи кун хушшинче ҫын хӑйне-хӑй вӗлерме пултарнине ӗненес килместчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Акӑ, итлесе пӑх-ха: пирӗн вулӑсра пӗр килсӗр-ҫуртсӑр пӗччен ҫын пурӑнатчӗ, Тушка ятлӑччӗ хӑй, пит имшеркке, ниме тӑман мужикчӗ; пурӑнассине — ӑҫталла ҫил вӗрет, апла майпа пурӑнатчӗ, ни ӗҫлекен темелле мар, ни ӗҫсӗр ҫапкаланакан мар!
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Куратӑн-и — никам та пӗлмест, ни ватти, ни вӗтти!
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ултавлӑ ҫанталӑк урса тӑнӑ чух, Хаяр тӑвӑлпа тулнӑ тинӗс Сана, ҫӗнтерӳҫӗ, синкер кӳрес ҫук; Ни хӗҫ, ни чулрав сана тимӗҫ…
Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.
Йӑкӑната ҫиллентерсе йӗркерен кӑларса яма пачах та ҫук, ӑна, хӑй каларӗш, «ни аслати, ни райком» пӑлхатса яраяс ҫук.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Коммунизм вӑхӑтӗнче ни пӳрт, ни ӗне кирлӗ пулмасть: сана сӗт кирлӗ пулсан — ме, ил! —При коммунизме не надо будет ни хаты, ни коровы: надо молока — на, бери!
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Платонов, хӑй чылай ҫула ҫитнӗ пулсан та, яланах тап-таса хырӑнать, унӑн ни сухалӗ, ни уссийӗ ҫук, шап-шурах пулса кайнӑ ҫӳҫӗсене каялла тураса хурать, дрожкӑпа кӑна ҫӳрет.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Акӑ, вӑл ытла пысӑках мар, хӑйне ни ӑшӑ, ни сивӗ тума пултарайман начальниксене критиклет, хыттӑн, хӑюллӑн, хӑйӗн характерӗн пӗтӗм хӗрӳлӗхӗпе критиклет.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Начальник ун ҫине ҫаплах-ха хӑраса пӑхса тӑчӗ; кун пек чух вӑл, паллах, ни «эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп», ни «эпӗ ҫапла шутлатӑп» тесе, пуринчен ытла — «мана ҫапла туйӑнать» тесе калама пултарайман ӗнтӗ.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
— Ҫаплах ара, — ответ парать Самоваров ни апла, ни капла тенӗ пек.