Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килӗнчен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартакан ҫӗре кай; 2. санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп, сана пиллӗп, санӑн ятна мухтавлӑ тӑвӑп, эсӗ пиллӗхлӗ пулӑн; 3. Эпӗ сана пиллекенсене пиллӗп, сана ылханакансене ылханӑп; сан урлӑ ҫӗр ҫинчи пур йӑх та пиллӗх илӗ, тенӗ.

1. И сказал Господь Авраму: пойди из земли твоей, от родства твоего и из дома отца твоего [и иди] в землю, которую Я укажу тебе; 2. и Я произведу от тебя великий народ, и благословлю тебя, и возвеличу имя твое, и будешь ты в благословение; 3. Я благословлю благословляющих тебя, и злословящих тебя прокляну; и благословятся в тебе все племена земные.

Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӗ пӗрле пурӑнакан арҫынӗ ӑна хӗнет, вӑл ӳсӗр чухне Оля килӗнчен тухса тарать.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Шупашкар ҫынни, Гузовский урамӗнче пурӑнаканскер, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ирхине килӗнчен тухнӑ та - тӗлӗнсех кайнӑ: «урхамахне» ӗнер ҫакӑнта лартса хӑварнӑччӗ - ӑна ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн.

Помоги переводом

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней