Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илеҫҫӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумайӑшӗ, ача мечӗт стенине пырса ҫапӑннине курас марччӗ тесе, пӗлӗтелле пӑхса сӑхсӑха-сӑхсӑха илеҫҫӗ е кутӑн ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑва хулинче сабантуй пулас умӗн тутарсем ӑна хӑйсем патне чӗнсе илеҫҫӗ, хӑна тӑваҫҫӗ, уяв кунӗнче пирӗн патра ан кӗреш тесе ӳкӗтлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачасем вӗри ҫӗрулмине кӗпе аркисем ҫине илеҫҫӗ те айккинелле кайса лараҫҫӗ, сумкисенчен тӑвар е ҫӑкӑр чӗлли, е пашалу кӑларса, ҫиме пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тунасене ҫын пуҫне бритвӑпа хырнӑ пекех хырса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗл каҫа кил картинче пурӑнса йӑлӑхнӑ, типӗ улӑм ҫисе касӑхнӑ шурӑ, хура, ула сурӑхсем, кӑтра путексем, вӑрӑм мӑйракаллӑ, мӑн сухаллӑ качакасем тин ҫеҫ шӑтнӑ курӑка ҫивӗч шӑлӗсемпе ҫӗр ҫумӗнченех кӑтӑртаттарса илеҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр, никам ҫине пӑхмасӑр, малтан мала кайса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кун пек чухне ҫынсем Сахар ҫине «кур, эпир начар ӗҫлемен» тенӗ пек кӑмӑллӑн пӑхса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сулмаклӑрах пӑр килсе ҫапӑнсан, сӑвай юписем те чӗтренсе илеҫҫӗ, анчах аптӑрамаҫҫӗ-ха: вӗсене тӗреклӗ ҫапса лартнӑ.

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр-пӗрин ҫине сике-сике лараҫҫӗ, хӑлха чиккисенчен янклаттара-янклаттара яраҫҫӗ, пӗр-пӗрне кӑкӑртан, айӑкран, хырӑмран чыша-чыша илеҫҫӗ, пылчӑк ҫине тӑсса пӑрахнӑ ҫын ҫине улӑхса сикеҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иӳҫӗ тӗтӗм ҫӑтса, чыхӑна-чыхӑна каяҫҫӗ, лавкка алӑкӗ ҫине пӑхкаласа илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутарсем чӑвашсем ҫине, чӑвашсем тутарӗсем ҫинелле кӑн-кӑн пӑхкалаҫҫӗ, пуҫӗсене сулкаласа илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ ӗне пуррисем уйӑхне 20–21 пин тенкӗ таран ӗҫлесе илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc

Агрофирма ӗҫченӗсем тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ, тырпул пухса кӗртнӗ чух шалу тата пысӑкрах.

Помоги переводом

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Сӗт сӑвӑмӗ пысӑк, ҫулталӑкне 2,8 пин тонна суса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Вӑтамран, хуҫалӑхра тӑрӑшакансем 45 пин ытла илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Хальлӗхе кашни гектартан вӑтамран 223,3 центнер илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Вӑхӑт чылая кайнӑ пулин те вӗсем ҫинче ларса пыракансем иккӗш те ҫывӑрмаҫҫӗ ҫак самантра, иккӗш те юлашки вӑхӑтра вӗсен хушшинче пулса иртнӗ акӑш-макӑш ӗҫсене тепӗр хут аса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсем патне каччӑсем пынине хӗрсем аякранах асӑрхаса илеҫҫӗ, инке арӑмӗ ҫеҫ вӗсене курмӑш пулать.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗр ҫӗрте туртса илеҫҫӗ чиркӳ-мӑнастир ҫыннисем ана-ҫарана, тепӗр ҫӗрте укҫан туянаҫҫӗ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр-упраҫсем кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ пулсан та ҫыврас умӗн кӑшт та пулин вӑйӑ каласа илеҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан пеккисене мар, кӑшт айӑпа кӗнисенне те ярлыкӗсене туртса илеҫҫӗ халь…

Помоги переводом

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней