Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл урамалла аяккипе тухса тӑрать, унӑн кашни хутӗнчех саккӑршар чӳрече, мал енӗ пулмалла ҫӗрте — тӑватшар чӳрече; аялти чӳречисем иртсе ҫӳремелли ансӑр вырӑналла, килкартишнелле пӑхаҫҫӗ, ҫӳлтисем — карта урлӑ, кӗпе ҫуса пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк пӳрчӗ ҫинелле тата лапра ҫырманалла пӑхаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Петкович сӗтел хушшинче аялти кӗпе вӗҫҫӗнех, нимӗҫсен «Сигнал» ятлӑ картинӑллӑ журналне пӑхса ларать.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫӑмран ҫыхса тунӑ питӗ фуфайкӑллӑ матроссем грот-мачтӑн аялти рейин каначӗсене туртнӑ май, тӑстарса: «Хо-хо-о!» тесе кӑшкӑраҫҫӗ; хӑйсем вара пӗрре пӗшкӗнеҫҫӗ, тепре тӳрленсе тӑраҫҫӗ; сассисем вӗсен мичман шӑхличчи сассипе тата хура тӗтӗм ункисем кӑларса пыракан труба хашлатнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Аялти кӗпе вӗҫҫӗн, ҫара уран, мӑн сухаллӑскер, пичӗ ҫине тӳрӗ ӳкекен уйӑх ҫутине пула шап-шурӑ курӑнаканскер, вӑл Сергее хаярланса кайнӑ тискер кайӑк евӗрлӗ туйӑнчӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Таҫтан аялти кӑштах шав илтӗнчӗ, анчах ҫавӑнтах пӗтсе ларчӗ.Тихий, сторожкий шум послышался где-то внизу, но тотчас же затих.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Лодыжкин мучин Мисхорпа Алупка хушшинче, аялти ҫултан анатарах, тахҫанах палӑртса хунӑ пӗр кӗтес пур, унта апатланма пит аван.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Юлашки картлашка ҫинче чарӑнса тӑрса, вӑл январьти сивӗ сывлӑша темиҫе хут кӑкӑр туллин сывласа илчӗ, хӗррисем ҫунса кайнӑ хӗрлӗ тутӑр евӗрлӗ пӗлӗт татӑкӗ ҫинелле пӑхса тӑчӗ: вӑл аялти хӗррипе тӗрме килкарти тавра тытнӑ йӗплӗ пралукран ҫакланнӑ пек туйӑнать.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫамрӑк та патвар хресчен хӗрӗ, аялти юбкӑпа ҫуллахи блузка кӑна тӑхӑннӑскер, юр ҫинче выртать, ун пуҫне кӑшт ҫеҫ касса татайман.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Застава участокӗн флангне утса тухсан, Громада, сӑнав вышки патне пырса, ун пусмин чи аялти картлашки ҫине ларчӗ те чӗлӗмне туртса кӑларчӗ, пусма карлӑкӗ ҫине хуллен шаккаса, ун ӑшӗнчи кӗле тасатрӗ.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Йевта пырса кӗнӗ килкартинче икӗ хӗрарӑмпа аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн старик, ӑна халь ҫеҫ вырӑн ҫинчен сӗтӗрсе кӑларнӑ пулмалла, нимӗҫсенчен ҫӑлӑнма тӑрӑшса туртӑнаҫҫӗ, шанчӑка ҫухатнипе пулӑшма чӗнеҫҫӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунта, — вӑл карттӑн аялти хӗррине тепӗр алтупанӗпе ҫапрӗ, — пур ҫулсене те картласа лартатӑп, параллеллӗ йӗрлес ӗҫе организацилетӗп.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ту породисен сийӗсем ҫӳлти сийсем аялти сийсем ҫине пуснипе е айккинчен пусса тӑнипе ҫеҫ ҫурӑлса пыман.Разрывы пластов горных пород происходили не только от давления верхних слоёв на нижние.
4. Ҫӗр хуппинчи йӑтӑнусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫумӑр иртсе кайнине тата хӗвел аннӑ чухнехи ҫанталӑк тӳлек те уяр пулнине кура, чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн княгиня аялти садра уҫӑлса ҫӳреме, хӑйӗн юратнӑ вырӑнне ҫитсе курма сӗнчӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Профессор ватах марччӗ, кӑмӑллӑ та ӑслӑ сӑнлӑччӗ, ҫамкин аялти пайӗ ытла та мӑкӑрӑлса тӑнине пула ҫапла курӑнатчӗ ун сӑнӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӳрече тӗлӗнчи пур япаласене те пытарнӑ каҫ сӗмлӗхӗ ӑшӗнчен майӗпенех: хирӗҫре — тахҫантанпах пӗлсе тӑракан лавкка, ун умӗнчи хунар, пиртен чалӑшла — аялти икӗ чӳречине ҫутатнӑ пысӑк ҫурт, урам варринче — икӗ ҫын лартнӑ пӗр-пӗр Ванька е килнелле васкамасӑр таврӑнакан пушӑ кӳме курӑнакан пулчӗҫ; акӑ ӗнтӗ крыльца умне карета ҫитсе чарӑнчӗ, кусем маларах килме сӑмах панӑ Ивинсем килсе ҫитрӗҫ тесе пӗр иккӗленмесӗр, эпӗ вӗсене кӗтсе илме малти пӳлӗме чупатӑп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн кӑна юлсан, вӑл хуллен кровать ҫине ларчӗ, ӑна пур енчен те хӗрес хыврӗ те, пире курӑннӑ тӑрӑх, хӗнпе — мӗншӗн тесен вӑл питне пӗркелентерчӗ — пусма кӗпе айӗнчи асап кӗпине туртса тӳрлетрӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ, паллах, аялти сакка хаваспах патӑм, мӗншӗн тесен ҫӳлте выртса пыма ҫав тери интереслӗ: алӑсемпе туртӑнса ҫӗкленме те пулать, чӳречерен пӑхса пыма та меллӗрех.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Аялти сак ҫинче кӑмака пек нучка та туп-тулли ӳт-пӳллӗ, мӗскӗн сӑн-питлӗ хӗрарӑм таянса выртать.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Катер кӳлепин аялти пайӗ кӑпӑклӑ хумсем ҫинче пытанма пуҫласан, эпир каялла ҫаврӑнтӑмӑр.Низкий корпус шхуны затерялся в волнах, и мы повернули обратно.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Ҫурҫӗрте Алексей Саввич, дежурнӑй воспитатель пулнӑскер, столовӑй енчен килелле пынӑ, Сергей Стеклов, хуралти отряд командирӗ, аялти хутри чӳрече анинче ларнӑ.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.