Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах Нӑйӑлтин — «шӑпанан» — ҫавӑн пирки «шӑнкӑравлама» юрамасть, мӗншӗн тесен кунашкал ӗҫ — унӑн вӑйсӑр, ҫаврӑнӑҫусӑр аллисемпе хӑравҫӑ пуҫ купташки валли мар.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.
Унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӗрлӗ-тӗрлӗ професси ҫыннисем, ватӑсем, ачасем тата хӗрарӑмсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, аллисемпе тытӑнкӑллӑн хӑлаҫлана-хӑлаҫлана, пӗр-пӗрне пӳрнисемпе тӗлле-тӗлле хупахҫӑн намӑсне янӑ тӗлӗнтермӗш ҫын ҫине кӑтартаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
— Ну, Франсуа, паян нимӗн те пулмасть, — терӗ д'Обремон чаплӑн, унтан аллисемпе тӗлӗнмеллерех хӑлаҫланса шӑши ҫурине алӑкран кӑларса печӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ҫыр катрамӗсенчен аллисемпе чавалана-чавалана старик ҫӳле пакшалла хӑвӑрт улӑхрӗ, виле патӗнчехчӗ ӗнтӗ…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Чӗрине тытса, унти кӗрлеве лӑплантарса пӗр хушӑ шӑппӑн ларчӗ, юлашкинчен тинех выртрӗ те питне аллисемпе хупларӗ, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтре-чӗтре, сасӑсӑр ӗсӗкле-ӗсӗкле макӑрчӗ…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
— Ҫакӑ нервсене хытӑ муталать, — лӑпкӑн тӑсрӗ ҫапкаланчӑк; вӑл пуҫлӑх ҫине салхуллӑн пӑхкалать тата аллисемпе хӑлаҫланкалать, — ӑмана япӑх чиксе хуни нервсемшӗн ахаль иртмест, ҫавӑнпа та эпӗ ҫӳле чикетӗп.
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
Кӗпӗрленнӗ ҫынсен хушшинчен иртнӗ чух аллисемпе шыврилле ҫӑмӑллӑн сулкалать.Проходя сквозь толпу, он просто разводил руками, как по воде.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Ҫак вӑхӑтра Редотт ҫӗре аллисемпе эпир кӗрпене кашӑкпа пӑтратнӑн пӑтратма мехел паракан вӑйне туйса ӳлӗм мӗн тӑвасси пирки чылай вӑхӑт шухӑшласа ларчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Вӑл явӑнчӗ-ҫаврӑнчӗ, урипе тапа-тапа унталла-кунталла пӑхкаларӗ, аллисемпе сулкалашрӗ; ӑнсӑртран Вита тӗксе ӳкерчӗ; тӑнне ҫухатнӑ юлташне пӑхмасӑрах пин ҫулхи баобаб патнелле ыткӑнчӗ, эпир шӑрпӑк пӗрчине ҫӗкленӗн — йывӑҫа ҫӗртен ҫӑп-ҫӑмӑллӑн туртса кӑларчӗ те унпа Виверӑна хаплаттарчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Чӗр куҫҫине аллисемпе тытнӑ та айккинчен айккинелле сулланать; вӑл темшӗн ҫав тери куляннине кура Грифит хӑй кунтине пӗлтермешкӗн кирлине туйрӗ.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Хӑшӗ-пӗри ҫывӑхрах, хӑйсене хӑйсем вӗлерекенсене кӑшкӑра-кӑшкӑра, аллисемпе сулкалаша-сулкалаша хавхалантараҫҫӗ.Некоторые подошли совсем близко, криками и жестами ободряя самоубийц.
Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.
Вӗсенчен пӗри, пысӑкраххи, пӑлхав ҫӗкленӗ, мӗкӗрсех йӗрет, куҫҫульне пула шыҫӑннӑ куҫӗсене юнланнӑ аллисемпе ҫине-ҫинех сӑтӑрать, тепри вара, пӗчӗкреххи, пӗрремӗшне ял тӑррисем патнелле хистесех туртать.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Пончик аллисемпе хӑлаҫланчӗ те тӑнран кайса урайне ӳкрӗ…
IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Сывлӑш ҫавӑрса ярса матрос шыв умне аллисемпе таянса тӑчӗ, анраса кайнӑн тӗмсӗлчӗ, унтан рехетлӗн эхлетсе пуҫне каллех ҫӑлӑнӑҫ ҫӑл куҫне чикрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Аллисемпе ҫапкалашса Кольбер курӑк хушшинче темӗскере таптать, унтан кукленчӗ те кӗлетке варринчен тытса пӗчӗк ҫӗлене асӑрханса ҫӗклерӗ; ҫӗлен икӗ вӗҫӗпе — пуҫӗпе тата хӳрипе — ҫакӑнса тӑрать.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Унӑн пичӗ Гноршӑн ытла та кӗретӗн курӑнать, вун-вун хут пысӑкрах пек; Гнор ӑна хул пуҫҫинчен тытрӗ, хӑйне пачах туймасӑр темӗн калать, калать… мӗн — тӳрех манчӗ; хӑйӗн сӑмахӗсен сасси ӑна тискеррӗн те вӑйсӑррӑн туйӑнать; вара вӑл тахҫантанпах кӗтекен телейӗ килсе ҫитнипе кӑшкӑрса ячӗ, ҫак телейӗн туйӑнми, суккӑрла, ӗсӗклекен ачашлӑхӗнче Кармен урисем патне пӗшкӗнчӗ те вӗсене чӗтрекен, асапланса ҫитнӗ аллисемпе кӗвӗҫӳллӗн, ункӑ туса ытамларӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Фанатиксем вилӗм авӑрне ӑсатса юлашки хут ҫапни-тапнине туйма чарӑнсан, юнпа хупланнӑ пуҫне аллисемпе ярса тытсан Энниока инҫетрен килекен уҫӑмлӑ сасӑ илтӗннӗн туйӑнчӗ; сасӑ Энниок тинтерех ҫеҫ каланӑ сӑмахсене сапаларӗ:
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫынсем ҫырана тухрӗҫ, мана чӗнеҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, аллисемпе сулкалашаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Унӑн ҫак хусканӑвӗнче пӗчӗкҫӗ те сиенсӗр аллисемпе ҫапмашкӑн пепкене ирӗк паракан мӑн ҫын асла хывса пӑхӑнни сисӗнет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӗсен хутшӑнӑвӗсем яланах — пӗр-пӗрне хисепленин, тимлӗхпе евӗклӗхӗн тӗслӗхӗ; иккӗшне ӳлӗм темӗнле паллӑ мар тупӑшура тавлашма пӳрнӗ тейӗн — вӗсем, хальлӗхе ӑнланмасӑр, шухӑшӗсене, сӑмахӗсене хире-хирӗҫ тӑратаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пӑхса тата аллисемпе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана, кулӑпа, шӳтпе, сӑмахсене — кӑмӑл-туйӑм хӗҫ-пӑшалне — ҫивӗчлетсе тупӑшаҫҫӗ, чӗмсӗрленсе тавлашаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.