Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ака сăмах пирĕн базăра пур.
ака (тĕпĕ: ака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ака, ме, вула, вула! — арӑмӗ ӑна лӳчӗркеннӗ хут таткипе сӑмсинчен тӗртсе кӑшкӑрчӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ака ҫинчи ыйхӑ — авӑн ҫинчи хуйхӑ, тенӗ…

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫынсем ака тума вӑкӑрсене, хӗсӗр ӗнесене кӳлчӗҫ, хӑш-пӗр анкартинче хӗрарӑмсем хӑйсем плуга кӳлӗнни те пулчӗ…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче, час-часах ҫу уйӑхӗнче те, калчасем шӑтса аталаннӑ вӑхӑтра, уяр типӗ кунсем пуҫлансан, щитсене илсе калчасене каҫхине шӑвармаллаччӗ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӗсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен lrigel@rambler.ru электрон адреспа ӑсатмалла.

Они должны быть отправлены до 30 апреля на электронный адрес lrigel@rambler.ru.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33910.html

Ҫтаппан килӗнче ҫакнашкал йӑла: ака туса е авӑн ҫапса пӗтернӗ ятпа арӑмӗ яланах сӑра туса хатӗрлет.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 13-мӗшӗ Вӑрнар техникумӗнче 1964–1975 ҫулсенче вӗреннӗ ветеринари специалисчӗсемшӗн хурлӑхлӑ пулчӗ.

Помоги переводом

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Вӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем кайса пӗтсен, ака уявне хӑйсем пек палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем халь-халь ака ҫуракине тухаҫҫӗ, ҫӗре сухаласа тырӑ акма пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Палас питӗ хӑвӑрт улшӑнса пырать.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисене ҫӑмӑллӑн ҫӗнтерсе парне илме юратакансене нумайӑшне пуҫхӗрлӗ ывӑтнӑ вӑл ака туйпа ытти уявсенче.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пултран-пасар, ҫимӗк, ҫинҫе, сӗрен, ака туй, сурхури…

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ача чухне пӗрре кайса курнӑччӗ Иливан, темле япалапа та — ӗҫме-ҫимепе, шӑхлич-курайпа, пусма таварпа — суту тӑваҫҫӗ унта, ака туйри пек, ут яраҫҫӗ, тупӑшса чупаҫҫӗ, кӗрешеҫҫӗ, тем те пӗр хӑтланаҫҫӗ.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Аннӳ ака яшки пӗҫерет унта.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпир ӗнтӗ Эрнепипе ака апачӗ те турӑмӑр.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ака вӑхӑчӗ кӑҫал ункайлӑ килчӗ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ака пуҫ тытса чылай ывӑнчӗ пулин те чунӗпе канчӗ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ питех те ватӑлса ҫитрӗ унӑн, Иливана турхан темиҫе кунлӑха та киле ярасшӑн пулмарӗ — ака ӗҫӗсене Ахтупайӑн пӗтӗмпе хӑйӗн тума лекрӗ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Зоя Нестерова 2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.

Зоя Нестерова умерла 4 апреля 2013 года.

Зоя Нестерован кӗнеки кун ҫути курнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33739.html

Иккӗмӗш ҫул эпӗ ака турӑм, колхозри пӗр ӗҫрен те юлмарӑм.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней