Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тинех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Килях, килях, лар, тӗпелелле ирт, — тинех хӗссе кӑларнӑ сӑмахӗсене Хушаҫҫӗ Петӗрӗ, лутра пӳ-силле вӗшле старик.

— Проходи, проходи, садись, — засуетился Петр Велят, юркий низкорослый старик.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Карчӑк тинех ыттисене те асӑрхарӗ.

Старуха только тогда поняла, видать, что кроме хозяина в избе довольно много людей.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйне чике тӑршше лартнине тинех туйса илчӗ Александр Петрович.

Александр Петрович вдруг понял, что его провели.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тинех унӑн та черет ҫитрӗ иккен.

Значит, и его очередь пришла.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Старикӗн тинех кӑмӑлӗ тулнӑ: ҫак пӗтӗм ял-йыш унӑн ывӑлне пула пуҫтарӑннӑ-ҫке.

Душу Яриле переполняет гордость — ведь это ради его сына собрались у него в доме люди!

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тинех пӗтрӗм иккен», — тенӗ те Яриле куланай тӳлеме тунӑ икӗ сум вунӑ пус укҫине калпак ӑшне хурса ҫул ҫине ывӑтса хӑварнӑ.

«Ну, пропал я», — подумал Яриле, но не растерялся, а решил «откупиться»: сунул в колпак вырученные на базаре 60 копеек — на уплату налога — и бросил на дорогу.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешӗ пусма кӗпе, шӑлаварпа атӑ тӑхӑннине тинех асӑрхарӗ тейӗн вӑл.

И только тут, кажется, заметил, что на Ивуке фабричная рубаха, суконные шаровары, сапоги.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӳнтерчӗ, ҫапрӗ, касрӗ, ватрӗ, — Ҫуралчӗ халӑхра халь вӗчӗ, — Чун пусмӑрне паян аркатрӗ — Хӑй тивӗҫне тинех вӑл пӗлчӗ.

Помоги переводом

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тинех, ак, ҫитрӗ.

Помоги переводом

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тинех, тинех Ишут ӑнкарчӗ Тӗнчен икӗ енӗ пуррине.

Помоги переводом

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Еткер — дворян ята илсен Тинех сан уҫӑлӗ тӳр ҫул.

Помоги переводом

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сывларӗ ассӑн, Вӑл канӑҫланчӗ-мӗн тинех

Помоги переводом

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӗтерне вара ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине тинех тавҫӑрса илчӗ, хӑй сисмен ҫӗртенех пӗтӗм тӑлпӑвӗпе малалла туртӑнчӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тинех тахҫанах палӑртнӑ кӑтартусене ҫӗнсе илӗҫ е ӗмӗтленнине тивӗҫӗҫ.

Наконец-то добьются желаемых результатов или получат то, о чём так долго мечтали.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тинех ӑнланчӗ Ятман: ун умӗнче ҫав тери таса чунлӑ хӗрача тӑрать, вӑл хӑйӗн чӑркӑшне пула ӑна ахалех кӳрентерчӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ вара тинех ӑнкарса илчӗ: ывӑлӗ урай варринчех тӑрать вӗт-ха, вӑл кутамккине те хывман вӗт-ха.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвийӗн тинех иккӗленӳ юлмарӗ: Галимджан килтех, ун патӗнче ҫамрӑксем юрлаҫҫӗ пулас, каччӑ аллинчи вархан ӑсату кӗвви янратать.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тинех Юлӑшсем пылчӑк ҫӑрма пӑрахатпӑр тесе хаш сывласа янӑ.

Помоги переводом

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Тинех ӑнланчӗ Сахвине карчӑк.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗтрӗмӗр, Тукай, тинех пӗтрӗмӗр эпир!

Помоги переводом

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней