Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнчи священниксемпе левитсем пур ҫӗртен те Ровоам патне пуҫтарӑннӑ, 14. левитсем ӗнтӗ, хӑйсен хула таврашӗнчи ҫӗрӗпе ҫурт-йӗрне пӑрахса, Иудейӑна, Иерусалима тухса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иеровоампа ун ывӑлӗсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫлесе тӑма паман, 15. хӑй патӗнче вӑл тӳпем вырӑнсенче чӳк туса тӑма апӑссем лартса тухнӑ, ҫав вырӑнсене вӑл качака такипе пӑру кӗлеткисем тутарса лартнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Патша «виҫӗ кунран тепре килӗр ман патӑма» тенине астуса, виҫҫӗмӗш кунне Ровоам патне Иеровоампа пӗтӗм халӑх пынӑ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӑна ҫын ярса чӗнтерсе илнӗ; вара Иеровоампа пӗтӗм Израиль Ровоам патне пынӑ та ҫапла каланӑ: 4. санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑччӗ; эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире аҫунӑн хӗрхенӳсӗр ӗҫне, пирӗн ҫине тиенӗ йывӑр ҫӗклеме, вара эпир саншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, тенӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата вӑл сӑлан шӑмминчен пысӑк кӑна аслӑ пукан тутарнӑ, ӑна таса ылтӑнпа виттернӗ; 18. аслӑ пукан патне улӑхма ултӑ картлашка пулнӑ, аслӑ пукан умӗнче ылтӑн ура сакки, ларкӑчӑн икӗ енӗнче чавса тӗревӗсем пулнӑ, вӗсемпе юнашар икӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ; 19. тата унта ултӑ картлашка ҫинче, икӗ енче те, вуникӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ.И пришла к Соломону и беседовала с ним обо всем, что было на сердце у нее.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, — 13. Соломонӑн картиш варрине лартнӑ пилӗк чике тӑршшӗ, пилӗк чике сарлакӑш, виҫӗ чике ҫӳллӗш пӑхӑр амвон пулнӑ; вӑл ҫавӑнта хӑпарнӑ та пӗтӗм Израиль ҫынни умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 14. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Соломон патша вара тата ун патне саккун арчи умне пуҫтарӑннӑ пӗтӗм Израиль халӑхӗ парне кӳрсе пынӑ, ытла нумаййипе вӗсем кӳнӗ сурӑхсемпе вӑкӑрсен йышне шутлама та май пулман.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫиччӗмӗш уйӑхра патша патне уява пӗтӗм Израиль ҫынни пуҫтарӑннӑ.3. И собрались к царю все Израильтяне на праздник, в седьмой месяц.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Соломон ӗнтӗ Тир патши Хирам патне ҫапла калама янӑ: эсӗ манӑн Давид аттемпе мӗнле пулнӑ, ӑна хӑй валли ҫурт лартма кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑнӑ, манпа та ҫаплах пулсамччӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид Орна патне ҫитнӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Гад вара Давид патне пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суйласа ил: 12. е виҫӗ ҫул хушши выҫлӑх, е виҫӗ уйӑх сана тӑшманусем йӗрлесе ҫӳрӗҫ, сана вӗсен хӗҫӗ ҫитӗ; е виҫӗ кун хушши ҫӗр ҫинче Турӑ хӗҫӗ, мур чирӗ тата Израильре пур тӗлте те тӗп тӑвакан Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӳрӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл израильсене пурне те пуҫтарнӑ та Иордан урлӑ каҫса вӗсем патне ҫитнӗ, вӗсене хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара вӑл Иорама, хӑйӗн ывӑлне, Давид патша патне янӑ: ӑна саламлама тата Адраазарпа ҫапӑҫнӑшӑн, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн тав тума хушнӑ; Фой хӑй те Адраазара хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ; вӑл Давид валли тӗрлӗрен ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр савӑт-сапа парса янӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кунусем вӗҫленсессӗн, эсӗ аҫусем патне ӗмӗрлӗх канӑҫа кайсассӑн, санӑн хыҫҫӑн Эпӗ санӑн вӑрлӑхна ҫӗклентерӗп, вӑл санӑн ывӑлу пулӗ, унӑн патшалӑхне ҫирӗплетӗп.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Давид хальхинче те Турра тархасланӑ, Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: вӗсем патне тӳррӗн ан кай, вӗсенчен пӑрӑн та пурҫӑн йывӑҫҫисем енчен пыр; 15. пурҫӑн йывӑҫҫисем тӑрринче ура сасси пек сасӑ илтӗнсессӗн ҫапӑҫӑва кӗр, ку ӗнтӗ филистимсен тапӑрне пӗтерме Турӑ сан умна тухни пулӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Давидпа унӑн ҫыннисем Ваал-Перацим патне кайнӑ та унта филистимсене аркатса тӑкнӑ; ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ манӑн тӑшмансене хамӑн аллӑмпах, пӗвене татса кайнӑ шыв пек, ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хирам, Тир патши, Давид патне элчӗсем янӑ, вӑл ун валли кермен лартма кедр йывӑҫӗ тата чул купалакансемпе каскалакансене ӑсатнӑ.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Давид вара Турӑ саккунӗн арчине хӑй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ӑна Геф ҫыннин Аведдарӑн ҫурчӗ еннелле ҫавӑрнӑ.13. И не повез Давид ковчега к себе, в город Давидов, а обратил его к дому Аведдара Гефянина.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Давид патне хӳтӗлӗх вырӑна Вениаминпа Иуда ывӑлӗсем те пынӑ.16. Пришли также и из сыновей Вениаминовых и Иудиных в укрепление к Давиду.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Давид патне пушхире, хӳтӗлӗх вырӑна, ун енне куҫнӑ Гад ҫыннисем те пынӑ, вӗсем вӑрҫа хастар, хӑюллӑ, вӑрҫӑ кӑралӗпе — хулканпа та сӑнӑпа — авӑрланнӑ паттӑр ҫынсем пулнӑ; сӑнӗ-пичӗ вӗсен — арӑсланӑнни пек, вӗсем — хир качаки пек вичкӗн.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.