Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑмах май, акӑ мӗн, князь, ыйтса пӗлем: Дубровский сан патӑнта, Арбатовӑра, пулнӑ темеҫҫӗ-и?
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑнасем, хайхи эпир пӗлекен исправник тавра пухӑннӑ та, унран вӗҫӗмсӗр ыйтса тӗпчеҫҫӗ.Гости окружали исправника, нашего знакомца, и осыпали его вопросами.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Антон Пафнутьич пуринчен те кая юлса пырса кӗчӗ; вӑл ҫав тери сӑнран ӳкнине кура, пурте тӗлӗнсе кайрӗҫ, Кирила Петрович вара тимлесех унӑн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Иртен-ҫӳрен хӑйне валли ни чей, ни кофей ыйтса илмест, юнашар пӳлӗмре ларакан смотрительшӑна питӗ тарӑхтарса, кантӑкран пӑха-пӑха, шав шӑхӑрать.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавна калама вулаканран ирӗк ыйтса илетӗп.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Унтан вӑл ҫырупа укҫана ыйтса илчӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах та чирлӗ ҫынӗ шыв ӗҫмере, стакан ахалех унӑн шӑлӗсене тӗртӗнсе шӑкӑртатса тӑчӗ, шывӗ минтер ҫине тӑкӑнчӗ, ҫав хушӑрах Комиссар хӑй пурпӗрех пӗрре ыйтса, тепре хушса ҫав сӑмахах каларӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывалас тесен ытларах ҫиме тата ҫывӑрма кирли ҫинчен пӗлсен, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче вӑл иккӗмӗшне икӗ порци ыйтса илчӗ, вара, пырне ларта-ларта, тӑватӑ котлет ҫисе ячӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Профессор чирлисене пӑхса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, Василий Васильевичӑн кӑмӑлӗ паян лайӑх пулнипе усӑ курса, вӑл унран хӑвӑртрах сывалас тесен мӗн тума кирли ҫинчен ыйтса минретрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Василий Васильевичран вӑл хӑйӗн кровачӗ патне радиотрансляци илсе пыма ирӗк ыйтса илчӗ.Он упросил Василия Васильевича провести к его кровати радиотрансляцию.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ирхине, ҫӗнӗ хаҫатсене илсе пыриччен, вӑл сестраран вӑрҫӑ пирки радиопа мӗн пӗлтернине, ҫанталӑк мӗнлерех тӑнине, Мускавра мӗн илтӗннине ыйтса пӗлчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Епле пулнӑ пулсан та, тепӗр кунне ирхине Гвоздев Комиссартан хут ыйтса илчӗ те, сылтӑм аллине ҫыхнӑ бинта хай ирӗкӗпех салтса, каҫченех ҫырчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак пур ҫырусене те вӑл интересленсе вуланӑ, пурне те ответ панӑ, ҫавӑнтах тата кирлӗ учреждение ҫав-ҫав командирӑн арӑмне пулӑшма ыйтса ҫырса янӑ; ҫурт управляющине, вӑл фронтовикӑн, боевой командирӑн ҫемйине кӑмака лартса памасан, ун патне хӑй пырса пуҫне пӑрса татма пулнӑ, Казахстанра пурӑнакан питех те кӑткӑс, астуса юлмалла мар ятлӑ вӗренекен хӗр ачана вӑл иккӗмӗш четвертьре двойка илнӗшӗн хӑтӑрнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун патне дивизирен, тылран ҫырнӑ, хӑйпе пӗрле служить тунисем, командирсемпе политработниксем ҫырнӑ, салтаксем ҫырнӑ, пурнӑҫра кирлӗ канаш е ӗҫре пулӑшу ыйтса — вӑрҫӑра вилнӗ юлташӗсен арӑмӗсем ҫырнӑ, Казахстанран пӗр пионерка, вилнӗ полк командирӗн хӗрӗ ҫырнӑ, анчах Комиссар ҫав хӗр ачан ятне ниепле те астуса юлайман.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Троекуров тепӗр куннех, пушар пулнӑ вырӑна пырса, хӑй ыйтса тӗпчесе тухнӑ.Троекуров приезжал на другой же день на место пожара и сам производил следствие.
VII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Владимир амӑшӗ хӑйӗн упӑшкийӗ патне хӑй пӗччен тунсӑхласа пурӑнни ҫинчен, хуҫалӑх енӗпе ӗҫлеме тивни ҫинчен, пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑнас килменни ҫинчен питех те ачашшӑн ӳпкелешсе, ӑна килӗ, юратакан арӑмӗ патне, таврӑнма йӑлӑнса ыйтса ҫырнӑ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ун ҫинчен Антунран ыйтса пӗлесшӗнччӗ, анчах, темӗнле именнипе, ыйтма хӑймарӗ.Он хотел об ней осведомиться у Антона, но какая-то застенчивость удержала его.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Смотритель ӑҫта кайма лашасем кирлине ыйтса пӗлсен, ӑна кунта Кистенёвкӑран янӑ лав тӑваттӑмӗш талӑк ӗнтӗ кӗтсе тӑни ҫинчен пӗлтерчӗ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗччен юлсассӑн, Владимир отпуск пама ыйтса ҫыру ҫырчӗ — чӗлӗмне чӗртсе, тарӑн шухӑша путрӗ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ашшӗнчен вӑл нумай пулать нимле хыпар та илмен, кил таврашӗнче ӗҫлет пулӗ-ха е унта-кунта ҫӳрет пулӗ тесе, ун ҫинчен тӗпчесе ыйтса пӗлес шухаша та пуҫа хывман.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949