Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Вӗсенӗн тӑванӗсем пурте савӑнса тӑнӑ, вӗсене патша каяканнисене ӑсатма ирӗк панӑ.3. И все братья их веселились, и царь дозволил им идти вместе.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Вӗсем ашшӗсенӗн Туррине хӑйсене ирӗклӗх панӑшӑн, 63. Иерусалима кайма, хулана юсама, Унӑн ячӗпе лартакан Ҫурта тума ирӗк панӑшӑн тав тунӑ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ ӗҫ пулса иртнӗ чухне эпӗ Иерусалимра пулман: Вавилон патши Артаксеркс вӑтӑр иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ патша патне кайнӑччӗ; темиҫе кун иртсессӗн, патшаран каялла таврӑнма ирӗк ыйтса илтӗм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ вӗсене хуравласа каларӑм: Ҫӳлти Турӑ пире пулӑшма васкать, эпир ӗнтӗ, Унӑн чурисем, хуламӑра юсама тытӑнӑпӑр, сирӗн вара Иерусалимра пай та, ирӗк те, тивӗҫ те ҫук, терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире кӗске вӑхӑтлӑха ырӑлӑх пачӗ, Вӑл, пирӗн халӑхӑн йӑлкӑмне сыхласа хӑварса, пире Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫинче тӗпленме ирӗк пачӗ, Туррӑмӑр пирӗн куҫсене ҫуталтарчӗ, чуралӑхра йӑл илме пачӗ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, патшасен мулӗ упранакан ҫуртра, унта Вавилонра, Кир патша Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панипе паманнине шыраса тупчӑр, вара ӑна пире ярса паччӑр» тенӗ ҫырура.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем пире ҫапла каласа хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗр Туррин чурисем; эпир нумай ҫул ӗлӗкрех туса лартнӑ Ҫурта ҫӗнӗрен тӑватпӑр, ӑна Израилӗн аслӑ патши тунӑ, туса лартнӑ пулнӑ. 12. Ӗнтӗ пирӗн аттемӗрсем Ҫӳлти Турра ҫиллентерсе ҫитернӗ те, Вӑл вӗсене халдей ҫыннин Навуходоносорӑн, Вавилон патшийӗн, аллине ӳкернӗ; патша ҫак Ҫурта ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та халӑха Вавилона куҫарса кайнӑ. 13. Анчах та Вавилон патши Кир хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ҫак Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панӑ; 14. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса хунӑ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен илсе тухнӑ та Шешбацар ятлӑ ҫынна панӑ, — Шешбацара вӑл ҫӗр пуҫлӑхне лартнӑ пулнӑ, — 15. вӑл ӑна каланӑ: ҫак савӑтсене ил те Иерусалим Ҫуртне илсе кайса пар; Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр, тенӗ. 16. Вара ҫав Шешбацар килнӗ те Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывса хӑварнӑ; ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ ҫавӑнтанпах пырать, вӑл халӗ те вӗҫленмен-ха» терӗҫ вӗсем.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир Иудея ҫӗрне аслӑ Туррӑн Ҫурчӗ патне кайса килтӗмӗр; Ҫурта шултӑра чултан купалаҫҫӗ, стенисене йывӑҫ та хывса хӑвараҫҫӗ; хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ, ӑнса пырать ку ӗҫ вӗсен аллинче. 9. Эпир вӗсен аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтрӑмӑр: «ку Ҫурта тума, ӑна туса лартма кам ирӗк панӑ сире?» терӗмӗр.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне вӗсем патне юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхӗ Фафнай тата Шефар-Бознай хӑйсен юлташӗсемпе пӗрле пынӑ та ҫапла каланӑ: ку Ҫурта тума, ӑна туса лартма кам ирӗк панӑ сире? тенӗ.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чул касакансемпе йывӑҫ каскалакан ӑстасене кӗмӗл панӑ, Сидонпа Тир ҫыннисене вара — вӗсем Перси патши Кир ирӗк панипе Ливанран тинӗс урлӑ Яффӑна кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑччӑр тесе — ӗҫме-ҫиме, ҫу парса тӑма тытӑннӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Енном ывӑлӗн айлӑмӗнче вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ та пӑхнӑ, ӑрӑмланӑ та, тухатнӑ та; вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансене те, асамҫӑсене те ӗҫлеме ирӗк панӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем ун чухне сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ, унта ютран пынӑ ҫынсем пулса пурӑннӑ, 20. пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран тепӗр халӑх патне куҫса ҫӳренӗ; 21. анчах Вӑл вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те питленӗ: 22«Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Сири патшине Рецина тата Факея, Ремалия ывӑлне, Иудея ҫине тапӑнма ирӗк панӑ.37. В те дни начал Господь посылать на Иудею Рецина, царя Сирийского, и Факея, сына Ремалиина.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӗсене кайма ирӗк панӑ, вӗсем хӑйсенӗн патши патне таврӑннӑ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тарҫисем ӑна каланӑ: Израиль халӑхӗн патшисем хӗрхенекен кӑмӑллӑ патшасем тенине илтнӗччӗ эпир; ирӗк парсамччӗ пире, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, мӑя кантра ҫыхса, Израиль патши патне каймашкӑн; тен, вӑл сан пурӑнӑҫна упраса хӑварӗ, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑкӑрӗсене пӑрахса хӑварса, [Елисей] Илия хыҫӗнчен чупнӑ, хуса ҫитсе каланӑ: ирӗк парсамччӗ мана аттем-аннемпе сывпуллашса килме, вара сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Адер, Давид хӑйӗн канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешни ҫинчен итсессӗн, Иоав ҫарпуҫ та вилни ҫинчен илтсессӗн, фараона каланӑ: ирӗк парсамччӗ мана, эпӗ хамӑн ҫӗршыва каям, тенӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем хӗн-асаплӑ кунӑмра мана хирӗҫ тӑчӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа манӑн тӗрекӗм пулчӗ, 20. мана ирӗк вырӑна илсе тухрӗ, мана хӑтарчӗ: Вӑл мана кӑмӑллать.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Гаваон ҫыннисем ӑна каланӑ: пире Саулран, унӑн килӗнчен ылтӑн та, кӗмӗл те кирлӗ мар, Израильре пирӗн никама та вӗлерме ирӗк ҫук, тенӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Хӑвӑн чуруна каялла таврӑнма, хӑйӗн хулинче, хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗн тупӑклӑхӗ ҫывӑхӗнче, вилме ирӗк парсам.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.