Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Васкама ятлӑ хула патне ҫитерехпе вӑл Ионафана вӗлерттернӗ, вара ӑна ҫавӑнтах пытарнӑ.23. Когда же приблизился к Васкаме, умертвил Ионафана, и он погребен там.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Трифон, вӗсем патне ҫав каҫах каяс тесе, мӗнпур утлӑ ҫарне хатӗрлесе тӑратнӑ, анчах юр вӑйлӑ ҫунӑран унта каяйман, Галаада тухса кайнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Симон вӗсем улталаса калаҫнине сиснӗ, анчах кайран халӑх хӑйне курайми пулмаллах ӳпкелеме ан тытӑнтӑр тесе, Трифон патне кӗмӗл те, Ионафан ачисене те ӑсатнӑ, 18. халӑх: «Симон кӗмӗл тӳлеменрен тата ачасене ӑсатманран Ионафан вилчӗ» тесе калама пултарнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Трифон вара, Ионафан вырӑнне унӑн Симон пиччӗшӗ тӑнине тата вӑл ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма шухӑшлине пӗлсессӗн, ун патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: 15. санӑн Ионафан шӑллу хӑйне кирлӗ пулнӑран патша хыснинчен кӗмӗл илсе парӑма кӗнӗччӗ, эпир ӑна ҫавӑншӑн тытса юлтӑмӑр.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Симон ӗнтӗ Адида хули патне, тӳремлӗхе хирӗҫ, тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ионафан ӑна ӗненсе вӑл каланӑ пек тунӑ: ҫарӗсене каялла янӑ, вӗсем вара Иудея ҫӗрне таврӑннӑ, 47. хӑй патне виҫӗ пин ҫын хӑварнӑ, вӗсенчен икӗ пинӗшне Галилейӑна хӑварса, хӑйпе пӗрле пӗр пинне анчах илсе кайнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Хулана тӳрлетме тытӑнса хӗвелтухӑҫ енчи юхӑм шыв хӗрринчи хӳме патне ҫитсессӗн, Хафенафӑна юсаса лартнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӗ эпир, Антиох ывӑлне Нуминие тата Иасон ывӑлне Антипатра суйласа илсе, Рим ҫыннисем патне ӗлӗкхи туслӑхпа пӗрлӗхе ҫӗнетме ятӑмӑр.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗлӗкех-ха Дарий [Арей], сирӗн патшӑр пулнӑскер, аслӑ священник Ония патне ҫырусем янӑ пулнӑ, ҫав ҫырусенче эсир пирӗн тӑвансем иккенни ҫинчен каланӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ионафан Спарта ҫыннисем патне ҫырса янӑ ҫыру ҫакӑ: 6. «аслӑ священник Ионафан, Иудея халӑхӗн аслӑ ҫыннисем, священникӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ хӑйсен Спартӑри тӑванӗсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ионафан ҫыннисем Рима ҫитнӗ те канаш тӑвакансем патне кӗрсе ҫапла каланӑ: «аслӑ священник Ионафанпа Иудея халӑхӗ пире сирӗн патӑра ӗлӗкхи пек туслашса пӗр канашлӑ пулса тӑма ячӗҫ» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт ӗҫе меллӗ килсе пынине кура, Ионафан ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене Рим хулине Рим халӑхӗпе тунӑ туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе яма янӑ, 2. Спарта ҫыннисем патне те, ытти вырӑна та ҫавӑн ҫинченех ҫырса янӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Симон хӑйӗн тапӑрне Вефсура хули патне вырӑнаҫтарнӑ, хулана нумай кун хушши хупӑрласа тӑнӑ, хулине питӗрсе лартнӑ.65. И расположил Симон стан свой при Вефсуре, и осаждал его многие дни, и запер его.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Ҫамрӑк Антиох ӗнтӗ Ионафан патне акӑ ҫапла ҫырса янӑ: «эпӗ сана аслӑ священника лартатӑп, тӑватӑ ҫӗр пуҫлӑхӗ тӑватӑп, эсӗ патша тусӗсен шутӗнче пулӑн» тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Ун патне Димитрий салатса янӑ ҫарсем пухӑннӑ та Димитрие хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ, лешӗ тарма пикеннӗ, вара ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара патша иудейсене хӑйне пулӑшма чӗннӗ, лешӗсем пурте ҫийӗнчех ун патне пухӑннӑ, хула ҫыннисем ӗнтӗ чӑл-пар саланнӑ, вӗсене ҫав кун ҫӗр пине яхӑн вӗлерсе тухнӑ; 48. хулине вут тӗртсе ҫунтарса янӑ, ҫав кун темӗн чухлӗ тупӑш пуҫтарса илнӗ, патшана ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ионафан ун патне Антиохие, хӑюллисене суйласа илсе, виҫӗ пин ҫын янӑ; ҫавсем ҫитсессӗн, патша вӗсем пынӑшӑн питӗ савӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ионафан ҫавӑн чухне Димитрий патша патне ҫынсем янӑ: унран Иерусалим керемӗпе ытти тӗреклӗлетнӗ вырӑнта хӑварнӑ ҫыннисене илсе тухма ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем Израиле тапӑнсах тӑнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Трифон ятлӑ пӗр ҫын, ӗлӗк Александр патша майлӑ тӑнӑскер, Димитрие хӑйӗн ҫарӗ ӳпкеленине курса, Александрӑн кӗҫӗн ҫулхи ывӑлне Антиоха пӑхса ӳстерекен Арави ҫынни Емалкуй патне кайнӑ та 40. Антиоха Димитрий вырӑнне патшана лартасшӑн ҫине тӑрсах ӑна хӑйне парса яма ыйтнӑ; Емалкуя вӑл Димитрий мӗн туса хунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, ӑна ҫарӗ те кӑмӑлламанни ҫинчен каланӑ, унта вӑл нумай кун хушши пурӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сире пӗлтермешкӗн ку ҫырӑва эпир хӑвӑр ҫинчен хамӑр хурӑнташӑмӑр Ласфен патне ҫырнӑ ҫыруран ҫырса илсе яратпӑр.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.