Поиск
Шырав ĕçĕ:
Марыся ун сӑхманне ярса тытрӗ, ашшӗн аллисене, хӑйне тӗпсӗр авӑра тӗртекен алӑсене чуптӑва пуҫларӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вавжон, лавҫа пулӑшас тесе, ним шухӑшласа тӑмасӑрах урапа кӗпчекӗнчен ярса тытрӗ.Вавжон, не задумываясь, ухватился за колеса, помогая вознице вытащить воз.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Нимӗҫӗ вӑл эмигрантсем ярса тӑракан акциллӗ обществӑн агенчӗ пулнӑ, кашни янӑ ҫыншӑн процент илнӗ, урӑх ӑна нимӗн те кирлӗ пулман.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Пурне те шӑв-шав та савӑнӑҫ ярса илчӗ, ваттисем те, ҫамрӑккисем те — пурте палуба ҫине тухрӗҫ; пайтахӑшӗ ӗнтӗ хӑйсен япалисене те илсе тухнӑ, вӗсене пиҫиххийӗсемпе туртса ҫыхаҫҫӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫак ачалла хӑрани, Топорек ҫавна хӑй йышӑнасшӑн мар пулин те, ӑна час-часах ярса иле пуҫларӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вавжон хӑрах аллипе карлӑкран ярса тытнӑ, тепринпе, пуҫӗнчи тӑват кӗтеслӗ ҫӗлӗкне ҫил сӳсе ан кайтӑр тесе, тытса пырать.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Пӗр самантрах вӑл Артона пилӗкӗнчен, ярса тытрӗ те малти урисемпе хӳме ҫине тӑратрӗ.Мигом схватил он поперек туловища Арто и поставил его передними лапами на стену.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Паян тул ҫутипех тӑнӑскерсене кӑнтӑрлахи шӑрӑхпа вӑрӑм ҫул халтан ярса ҫитерчӗ.Дневной жар и длинный путь изморили артистов, которые встали сегодня чуть свет.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Юлашкинчен вӑл ҫыран патне ишсе пычӗ, анчах тумланиччен малтан аллисемпе Артона ярса тытрӗ те, унпа пӗрле тинӗселле кӗрсе, ӑна инҫете шыв ҫине ывӑтрӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
— Хисеплӗ старик, — тинех акӑ мучине ярса тытрӗ вӑл, — каялла ҫаврӑнӑр!— Старичок почтенный, — схватил он наконец за рукав дедушку, — заворачивай оглобли!
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Хресчен капан хыҫне пытанчӗ, анчах ӑна икӗ партизан ярса тытрӗҫ те Павӑлпа Вук патне ҫавӑтса пычӗҫ.Крестьянин тотчас шмыгнул в сторону, но двое партизан догнали его и насильно подвели к Павле.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Мала дозор ярса, Уча ротӑна ерипен ертсе кайрӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗркелешӳ тамалнипе усӑ курса, Павӑл юман ҫумне ларчӗ те Брка патне, Округри комитета, каҫхине ярса пама пӗлтерӳ ҫырма ларчӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Старик, параппанне хулпуҫҫирен ҫакса ярса, кантуртан тухрӗ, параппан патаккисене темиҫе хут ҫӗкле-ҫӗкле илсе, вӗсемпе качака тирне патлаттарма пуҫларӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хресченсем, пӗр-пӗрин патне хӳме урлӑ каҫса, ҫак хыпара шиклӗн е савӑнӑҫлӑн пӗлтернӗ, ҫӗрле партизансем ҫӗр четнике ытла вӗлерни, чугун ҫула ярса илни, хулана ҫавӑрса илни ҫинчен каласа панӑ; вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗш ҫынӗ пулеметпа хӗҫпӑшалланни, вӗсем пурте ҫамрӑк та нумай вӗреннӗ ҫынсем, студентсем пулни, вӗсен командирӗ темле «Богиня» ятлӑ учительница пулни ҫинчен пӗлтернӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Джурдже вӗрен илсе килчӗ, хӗрарӑма аллисенчен ярса тытрӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӗрача шӑтӑкла каркӑҫ ярса тытнӑ та, пуҫне алли ҫине хурса, сасӑпах макӑрать.Опустив голову и нервно сжимая оконные задвижки, стояла девушка, она громко плакала.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Часах алӑксемпе кантӑксем ҫунма тытӑнчӗҫ; ҫулӑм пӳрт тӑррине ярса илчӗ.Скоро запылали двери и окна, пламя выбивалось из-под стрехи, все больше и больше охватывая крышу.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ӑшӑ юн чӗркуҫҫи тӑрӑх аялалла йӑрлатса анать; вӑл ура ҫине тӑчӗ, аллине йӗм ӑшне чиксе ярса, пӗҫӗри сурана хыпаласа тупрӗ.Теплая струйка крови текла по голени, он встал, засунул руку в штанину и выше колена нащупал рану.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫапла кӑшт тӑчӗ те, вара, тем аса илнӗ пек, автоматне ярса илсе, тулалла сиксе тухрӗ.Так он постоял недолго, словно что-то припоминая, потом схватил пулемет и выбежал во двор.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.