Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Малалла калӑр, мистер Кольхаун, эпир малтан сирӗн сӑмаха итлесшӗн, хӑвӑрӑн выводсене эсир кайран каласа парӑр.
LXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унтан кайран вара эпӗ вӑл индеецсене вӗрнине илтрӗм.
LII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анчах кайран пуҫне те куртӑм, вӑл лашине ҫавӑрсан.
LII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫавӑнтан кайран Жилин ҫинчен ӑста чапӗ сарӑлнӑ.
3 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫавӑнтан кайран Дина куллен Жилин патне вӑрттӑн сӗт илсе пыра пуҫланӑ.И с тех пор стала она ему каждый день, крадучи, молока носить.
3 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫавӑнтан кайран вара Ермака парӑнман тутар сахал юлнӑ.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫавӑнтан кайран вара Ермака никам та хирӗҫ тӑма хӑяйман.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗрре асапланса илсен, кайран ҫӑмӑл пулӗ.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кайран вӑл ӑна пурӗпӗрех пӗлет.
XXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Плантатор юлашки хут ывӑлне каҫхине апат хушшинче курнӑ, кайран вӑл ҫывӑрма кайнӑ пулӗ, тесе шутланӑ.Плантатор в последний раз видел сына за ужином и предполагал, что он после этого пошел спать.
XXXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫавӑнтан кайран Рим ҫыннисем вӑл куна асӑнса ҫуллен праҫник тӑва пуҫланӑ.С тех пор римляне в память этого дня завели у себя праздник.
Хурсем Рима хӑтарни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫавӑнтан кайран вара сӑнчӑр та пӗлӗт ҫине хӑпарса кайрӗ, тет, урӑх нихӑҫан та анмарӗ, тет.
Судома // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫавӑнтан кайран вӗсем пит пуйса кайнӑ, ачисене вӑрмана леҫсе урӑх нихӑҫан та аташтарман.
Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ашшӗпе амӑшӗ ачисене вӑрмана ертсе кайнӑ чух Пӳрнеккей, пуринчен кайран пырса, ҫул тӑрӑх тек чул катӑкӗсене кӗсйинчен илсе пӗрерӗн-пӗрерӗн пӑрахса пырать.
Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫавӑнтан кайран вара нумай ҫӗнӗ ҫӗрсем, тинӗссем, тинӗс уттисем тупнӑ.
Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кайран пусса астуса пӑхнӑ та ун тепӗнче чӑнах та усал сывлӑш пуррине пӗлнӗ.Потом, когда стали осматривать колодезь, то узнали, что точно, — внизу колодца был дурной воздух.
Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кайран Кольхаун ҫав мексиканец Морисӑн чи усал тӑшманӗ пулнине пӗлнӗ.Потом Кольхаун узнал, что мексиканец был злейшим врагом Мориса.
XXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Халӗ май пур-ха, анчах кайран вара кая пулӗ.
XVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫавӑнтан кайран вара Бухар ҫыннисем те тут йывӑҫҫи лартса ӳстере пуҫланӑ.
Бухар ҫыннисем пурҫӑн тума вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫавӑнтан кайран эпӗ урӑх ӳкмерӗм.
Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.